Сумлă премишĕн

16 Пуш, 2018

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи литературăпа искусство енĕпе паракан Патшалăх премийĕ енĕпе ĕçлекен комисси ларăвĕ иртнĕ. Ăна ЧР культура министрĕ Константин Яковлев ертсе пынă.

Ларура 2017 çулшăн преми илме тăратнă ĕçсене пăхса тухнă. Комисси конкурса хутшăнма «Кашни çын — хăй тĕнче» кĕнеке /авторĕ — РФ Писательсен союзĕн членĕ, Чăваш халăх писателĕ Анатолий Кибеч, ЧР Наци библиотеки тăратнă/ тата ÿнер ĕçĕсен «Çăл куçсем патне таврăнни» ярăм /авторĕ — ЧР Художниксен пултарулăх союзĕн членĕ, РФ тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх художникĕ Виталий Петров /Праски Витти/, ЧР Художниксен пултарулăх союзĕ тăратнă/ тивĕçлине палăртнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.