Порфирий АФАНАСЬЕВ: Эс çук чух çунатсăр, вăйсăр эпĕ
Порфирий Афанасьев 1942 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕнче Тутарстанри Çарăмсан районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмелĕ ялĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкула пĕтерсен Хусанта тухса тăракан «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ. Хусан патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ, диплом илсен тăван ялĕнчи ачасене вырăс чĕлхипе литератури вĕрентнĕ. Ун хыççăн Çарăмсан район хаçачĕн тĕп редакторĕн çумĕнче ĕçленĕ. 1967 çулта Шупашкара куçса килнĕ, «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн литсотрудникĕ, пай пуçлăхĕ, «Хатĕр пул» журналăн тĕп редакторĕ, Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ, ЧР Писательсен союзĕн правлени председателĕ, Чăвашрадио тĕп редакторĕ пулнă, каярахпа ЧР пичетпе информаци политикин министрĕн çумĕнче вăй хунă. Порфирий Афанасьев поэзире, прозăра, драматургире, куçару жанрĕнче ăнăçлă ĕçлет. Литературăри çитĕнĕвĕсемшĕн ăна «Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ», «Чăваш Республикин халăх поэчĕ» хисеплĕ ятсем панă. Сăвăç çавăн пекех Çеçпĕл Мишши, Трубина Мархви, Иван Яковлев, Фатих Карим ячĕллĕ литература премийĕсен тата Чăваш Ен патшалăх премийĕн лауреачĕ. Паллăрах кĕнекисем: «Чун çути», «Сан ятупа», «Хĕвел хапхи», «Тав», «Юрату çĕршывĕ», ыттисем.
Тăван кĕтессĕр çын — тăлăх çын
— Порфирий Васильевич, сире çĕнĕ кĕнеке пичетленсе тухнă ятпа саламлатпăр. Миçемĕш пулчĕ вăл шучĕпе?
— Шучĕ тенĕрен… Тĕрлĕ чĕлхепе тухнисене пурне те шута илсен 15-мĕш пулчĕ ахăр. Мускавра вырăсла, Хусанта тутарла пичетленнĕччĕ. Театрсем валли 18 пьеса куçарса патăм. Вĕсене пурне те сцена çине кăларнă.
— Хăшне-пĕрне асăнăр-ха.
— Уильям Шекспирăн «Виндзорти ашкăнчăк инкесем», Жан Батист Мольерăн «Хыт кукар», Федор Достоевскин «Идиот», Михаил Шолоховăн «Лăпкă Дон», Валентин Распутинăн «Чуна кивçен илеймĕн», Федерико Гарсия Лоркăн «Кураж инкепе унăн ачисем» тата ыттисен ĕçĕсем. Çак кунсенче кăна-ха чăваш театрĕ валли кăркăс драматургĕн Мар Байджиевăн «Шăматкун каçхине» пьесине куçарса пĕтертĕм. Тĕрĕссипе, театрсемпе çыхăну тытасси хамăн сăвăлла çырнă «Сан ятупа» трагедие лартнă хыççăн пуçланса кайрĕ.
— Çĕнĕ кĕнекери «Сăвăсемпе поэмăсем» сыпăкра сирĕн пултарулăхăн тĕрлĕ енлĕхĕ куç умĕнче. «Эс çирĕм иккĕреччĕ» пайра çамрăклăх, кăмăл-туйăм тасалăхĕ, черчен юрату сăнланнă. «Алран кайми» пайра тăванлăх, чăвашлăх, патриотлăх темисем хуçаланаççĕ. «Çулсем, сăнсем, туссем» пай тата çывăхрах. Кунта Ухсай Яккăвĕпе, Юрий Сементерпе, Ренат Хариспа… «тĕл пулатпăр». Эсир вĕсем урлă паянхи Чăваш тата хăвăр çуралса ÿснĕ Тутарстан хутлăхĕсен çыхăнăвне палăртас тенĕ-и?
— Паллах, паллах. Тăван çĕршывне манса пыракан çын — тăлăх çын. Мĕнле манас-ха манăн Çарăмсан, Сĕнче шывĕсене, унти хура тăпраллă уйсемпе шавлă вăрмансене тата тăванран та тăван Хусан хулине? Хулан чи варринче, Бауман урамĕнчи Пичет çуртĕнче, пуçланчĕ манăн ĕç биографийĕ. Çак çуртра тутар тата вырăс хаçат- журналĕ, çавăн пекех тĕрлĕ кĕнеке пичетленнисĕр пуçне 1936 çултанпах чăваш хаçачĕ «Хĕрлĕ ялав» тухса тăратчĕ. Эпĕ те ĕçленĕ унта!
Çулсем иртнĕçемĕн…
— Сирĕн калавсемпе повеçсене вулатăн та, эсир чăн-чăн прозаик иккенне туйса илетĕн. Хăвăршăн вара хăшĕ — поэзи е проза — çывăхрах?
— Пытармастăп, çулсем иртнĕçемĕн проза хăй патне ытларах туртать. Пурнăçра пулнă тĕрлĕ- тĕрлĕ мыскара, аса илÿ, çыравçă туссен пултарулăхĕ çинчен халăха каласа парас килет. Сăвă — çамрăк чухне çунатланса пурăннине кăтартакан пулăм. Прозăпа публицистика вара пулни-иртнине тивĕçлĕ хак парса, паянхипе ĕнерхине танлаштарса пăхма май паракан жанр. Ахальтен мар пирĕнччен маларах пурăннă чаплă поэтсем те хăйсем каярахпа проза çине куçнă.
— «Публицистика. Критика» сыпăкра «Çăлтăр хулин хастар чăвашĕ» статьяра тĕлĕнмелле ентешпе — Илья Тявинпа — паллаштарнă. Илья Петрович çинчен эпĕ те илтнĕ. Вăл Космонавтсем хатĕрлекен центрăн техник-инструкторĕ, Андриян Григорьевичăн çывăх юл-ташĕ пулнă. Унсăр пуçне Тявин сирĕншĕн те ют мар-мĕн.
— Çав хастар чăваша эпĕ хамăр ялта пуçламăш класа çÿреме пуçласанах курнă. Юнашарти Самар облаçĕнчи Сальел ялĕнче çуралнă вăл, хăй вăхăтĕнче Аксури педучилищĕре вĕренсе тухнă та эпĕ çуралнă Çĕнĕ Йĕлмелĕ ялĕнче вĕрентме тытăннă. Манăн аппамсем Улькапа Натюш шкулта техничкăра ĕçлетчĕç. Шкулĕ пирĕн çурт умĕнчехчĕ. Вĕсем апатланса чей ĕçме уроксен хушшинчи тăхтавсенче те чупса пыратчĕç. Çавăнтанпах пĕлсе тăнă вăл мана, çиччĕ-саккăрти шăпăрлана. Каярахпа, хăй Çăлтăр хулинче ĕçленĕ чухне, чăваш писателĕсене ăшшăн йышăнса унти тренажерсемпе, космонавтсене вĕçеве хатĕрлемелли вырăнсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ вăл пире. Унпа пĕрлех Андриян Николаев та пулчĕ.
«Беловежская пуща» — чăвашла
— «Çунатлă çуралнăскер» хайлав та ырă аса илÿ çуратрĕ. Унти тĕп сăнар — Дмитрий Михлеев кинорежиссер, сценарист — пултарулăхĕ те çывăх пирĕншĕн. Беларуç тĕп хулинче пурăнакан ентеш «Нарспи» илемлĕ фильм ÿкерес ĕмĕтпе пурăнатчĕ. Вăл вара сирĕнпе пĕр класра вĕреннине пĕлмен те.
— Паянхи Дмитрие Çĕнĕ Йĕлмелĕ ялĕн çыннисем ĕмĕртенпех Микоян тесе чĕнеççĕ. Ашшĕ, Миканюр пичче, тахçан, вăрçă умĕн, Мускавра метро тунă çĕрте ĕçленĕ. Çав вăхăтра çĕршыври паллă политика деятельне Анастас Микояна курнă. Тепĕр темиçе çултан вăл яла таврăннă, иккĕмĕш ывăлĕ çуралсан ăна тÿрех Микоян ятпа çыртарма ыйтнă. Ял канашĕн пуçлăхĕсем те, Миканюр пичче хăй те Микоян вăл ят мар, хушамат пулнине пĕлеймен ĕнтĕ. Хăйĕн ятне манпа пĕр çулта çуралнă юлташăм каярахпа, ÿссе çитсен, тин улăштарчĕ. Халĕ вăл Дмитрий Михлеев, тĕнчипех паллă кинорежиссер, сăвăç, прозаик, художник, кинодраматург. Пĕр вунă çул каялла мана Минскран белоруссен шутсăр чаплă юррине, «Беловежская пуща» ятлине, чăвашла куçарма ыйтрĕ /пирĕн ун чухне туслăх çулĕпе Минска каймаллаччĕ/. Эпĕ çак юрра хаваспах куçартăм та юлташăм патне ярса патăм. Кайран, Минск хулине çитсен эпир, чăваш çыравçисемпе артисчĕсем, хамăра мĕн кĕтсе тăнине пĕлтĕмĕр. «Беловежская пуща» текен вăрманта, тĕнчипе паллă «Песняры» ансамбль калакан кĕвĕ илтĕнсе кайрĕ те «Беловежск вăрманĕ» юрă чăвашла хăватлăн янраса кайрĕ. Вăт мĕнлерех мыскара кĕтсе тăнă иккен пире! Малалал вулас...