Archive - Dec 2018

декабрь 25th

Раççей Президенчĕ Владимир Путин кăçалхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче алă пуснă указра Правительство 2024 çул тĕлне пурнăçламалли тĕп тĕллевсене палăртнă. Çавна май социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ енĕпе 12 наци проекчĕ хатĕрлеме тата РФ Министрсен Кабинетне вĕсене юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен çирĕплетме хушнă.

ЧР Министрсен Кабинечĕн 2018 çулхи раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнчи 512-мĕш йышăнăвĕпе 2019 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен хушма хакран тытакан налук НДС ставки улшăннă май халăха парса тăракан çут çанталăк газĕн сутлăх хакне çĕнĕрен çирĕплетнĕ. Унпа республикăн конкуренци политикин тата тарифсен службин ертÿçи Марина Витальевна Кадилова паллаштарать.

декабрь 24th

Хĕвел ансан вăрмана хăрăк турат пуçтарма каякан Хĕветĕр çинчен хайланă балладăна кам пĕлмест пуль. Чăваш халăхĕн ăс-хакăлĕн, историйĕн, культурин арчинче типтерлĕн упранать вăл.

Тавралăха уяв сĕмĕ çапрĕ. Йăлтăр-ялтăр çутăллă теттесемпе эрешсем Çĕнĕ çул çывхарнине аса илтереççĕ. Раççейре чăрăш капăрлатас йăлана I Петĕр пуçарнă. Çĕнĕ 1700 çула кăрлачăн 1-мĕшĕнче паллă тумашкăн хушнă вăл. Ун чухнех урама, хапхана лăсăллă йывăçсен турачĕсемпе илемлетме каланă. Çапах çак йăла-йĕркене халăх хапăл туман.

декабрь 21st

Pages