Archive - Dec 2018 - Хыпар

декабрь 29th

декабрь 28th

Елчĕк районĕнчи Шуршу ялĕнчи Зинаидăпа Валерий Севриковсемшĕн Çĕнĕ çул — чи юратнă уяв. Асамлăхпа çыхăннă праçнике пирĕнтен кашниех чăтăмсăррăн кĕтет. Çапах вăл Севриковсен пурнăçĕнчи чи паллă пулăмсенчен пĕринпе — туй кунĕпе — çыхăннă.

Кăрлач уйăхĕнчи пенсисене Çĕнĕ çулхи каникулсене шута илсе маларах парĕç.
РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх — кăрлачăн 5-15-мĕшĕсенче памалли пенси тÿлевне Перекет, ытти банка раштавăн 28-мĕшĕнче куçараççĕ. Пенсионерсен счечĕсем çине укçа тепĕр кунран кая юлмасăр çитмелле. Почта уйрăмĕсем кăрлачăн 5-мĕшĕнче памалли пенсие — 4-мĕшĕнче, 6-мĕшпе 7-мĕшĕнчисене — 5-мĕшĕнче, кăрлачăн 8-мĕшĕнчен пуçласа яланхи графикпа халăх патне çитерĕç.

Сысна çулĕ çывхарнăран çав выльăхпа кăсăкланма тытăнтăм. Ăна аш-какайшăн çулленех усратăп-ха. Малашне чи ăратлине çитĕнтересшĕн. Анчах хăшĕ лайăх-ши?

В.МИХАЙЛОВА.

Казначеевсен çемйипе республика шайĕнче иртнĕ «Çулталăк çемйи» конкурса пĕтĕмлетнĕ чухне паллашма тÿр килчĕ. Пĕр килте авалхи йăла-йĕркене пăхăнса виçĕ ăру пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнни, çемье пахалăхĕсене упрани килĕшрĕ мана. Вĕсемпе курнăçас тĕллевпе Елчĕк районĕнчи Вăрăмхăвана çула тухрăм. Сăмахăм паян кил хуçи хĕрарăмĕ, асăннă ялти клуб заведующийĕ, вулавăш хуçи Лариса Казначеева çинчен.

декабрь 27th

Каллех тепĕр çул хыçа юлчĕ. Умра — 2019 çул. Çĕнĕ çул умĕн иртсе каякан çула пĕтĕмлетесси, малашлăха палăртасси йăлара.
Мĕнпе асра юлчĕ 2018 çул? Çамрăксенчен чылайăшĕ пирĕн çĕршывра иртнĕ футбол вăййисене асăнать-тĕр. Хитре, хирĕçÿ-кăлтăксăр иртрĕ вăл. Ку — çĕршыв шайĕнче.
Килти, харпăр çĕршывра, вара еплерех? Чылайăшĕн çулталăк ăнăçлă иртнине шанас килет. 2019 çулта тата пултаруллăрах, ăнăçуллăрах пулма сунатпăр сире, тусăмăрсем!

Pages