Уяв ячĕпе!
Каллех тепĕр çул хыçа юлчĕ. Умра — 2019 çул. Çĕнĕ çул умĕн иртсе каякан çула пĕтĕмлетесси, малашлăха палăртасси йăлара.
Мĕнпе асра юлчĕ 2018 çул? Çамрăксенчен чылайăшĕ пирĕн çĕршывра иртнĕ футбол вăййисене асăнать-тĕр. Хитре, хирĕçÿ-кăлтăксăр иртрĕ вăл. Ку — çĕршыв шайĕнче.
Килти, харпăр çĕршывра, вара еплерех? Чылайăшĕн çулталăк ăнăçлă иртнине шанас килет. 2019 çулта тата пултаруллăрах, ăнăçуллăрах пулма сунатпăр сире, тусăмăрсем!
Хаçат вулаканĕсем пĕр-пĕрне тĕрев пама хатĕр пулни савăнтарать. Вулакансен çырăвĕсене хуравлакансене тав тăватăп. Специалист кирлĕ канаш пачĕ тĕк — пирĕн ĕç те ахаль иртмен. Малашне те пĕрле ĕçлессе шанас килет. Вулакансене вара именмесĕрех шăнкăравласа е çыру ярса канăçсăрлантаракан ыйтусене пама сĕнетпĕр. Эпир малашне те май тупса хуравпа пулăшма хатĕр.
Канаш районĕнчен санберри пахча çимĕçĕн вăррине тупма пулăшу ыйтса çыру килнĕччĕ. Кĕске вăхăтрах вăрлăха тупса пама май пулчĕ. Паллах, вулакансен пулăшăвĕпе. Тĕрлĕ çĕртен вун-вун шăнкăрав пулчĕ. Кам вăрлăх пурри çинчен, кам калча пама хирĕç маррине пĕлтерчĕ. Пулăшмашкăн адрес ыйтакансем те тупăнчĕç. Кĕркунне енне те шăнкăравлакан пулчĕ. «Халĕ санберрин çĕнĕ вăрлăхĕ хатĕр, тархасшăн», — пĕлтерчĕ кăмăллăн арçын. Тавах вĕсене. Апла тăк, пирĕнте ырăлăх иксĕлмен-ха. Ырра ырăпа тавăрсан пурнăç аталанатех.
2018 çул пахча çимĕç çитĕнтермешкĕн самаях ăнăçлă пулчĕ. Ăшши те çителĕклех тăчĕ, çумăрне те çÿлтен пачĕç. Çапах та ытлăх-çитлĕх вăй хумасăр йăтăнса анмасть. Ÿркенмен çын хĕл каçмалăх пахча çимĕç, улма-çырла хатĕрлеме мехел çитерчех-тĕр. Эпир вара «Кил-çурт, хушма хуçалăх» страницисенче сад-пахча, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме, çитĕнтерме, туса илнĕ тупăша вăхăтра тирпейлемешкĕн хальхи ансат технологисем çинчен каласа пама тăрăшăпăр. Вăл е ку мел-меслетпе паллашни ĕçе меллĕрех йĕркелеме май паратех. Пĕр-пĕр ĕçре ăнтаракансене хаçатра паха опытпа паллаштарма сĕнетпĕр. Хаçат урлă сирĕн кăсăк ĕçĕрпе республикипех паллашĕç.
«Хăмла çырли татса пĕтерме çук, кирлĕ пулсан, тархасшăн, килсе пуçтарăр», — шăнкăравларĕ Çĕрпÿ районĕн çынни. Каллех — çын ăш пиллĕхĕн, ырăлăхĕн тĕслĕхĕ. Хĕрхенни — хĕрхÿленет, ырă тăвакана Турă парать теççĕ. Çапла тус-тăванпа, кÿршĕ-аршăпа килĕштерсе пурăнсан, алă усса лармасан пурнăçа йĕркелеме те çăмăлрах. Малашне те çапла пурăнасчĕ. Çитес çул мĕнле пуласси ытларах хамăртан килет.
Çĕнĕ çул — асамлă уяв. Тăван-пĕтене пĕр сĕтел хушшине пуçтарăнма хистенипе те лайăх вăл. Çĕнĕ çула кĕнĕ май пĕр-пĕрне ырлăх-сывлăх сунар, ăнăçу, хаваслă, савăнăçлă самантсем çеç пулччăр малашлăхра.
Çитес çул та сирĕнпе пĕрле пуласса шанатăп, хисеплĕ вулаканăмăрсем!
Эльвира ИВАНОВА, хаçат редакторĕ.
Комментари хушас