Тĕрлĕ професси çыннисем

7 Утă, 2020

Шупашкара хĕрлĕ косынкăллисене курма килнĕ те...

Самар облаçĕнчи Клевлĕ районĕнчи Кивьял пики Елизавета Календарева Чăваш Ене килсе курма мĕн пĕчĕкрен ĕмĕтленнĕ. Ашшĕпе пĕртăванĕн хĕрĕ тата Элĕк районĕнче çуралса ӳснĕ, направленипе Самар облаçне чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме пынă Валентина Илларионова Шупашкар çинчен сехечĕ-сехечĕпе каласа кăтартнине кăсăкланса итленĕ.

Вăхăтлăх — çур ĕмĕр

9 Çĕртме, 2020

Çивĕт модăран тухман

«Вăрăм çивĕт — хĕр илемĕ», — тенĕ ваттисем. «У узбечек сорок косичек», — тесе ытларах çивĕт тума тăрăшаттăмăр ача чухне хĕр туссемпе вылянă май. «Çÿçе усса ан çÿрĕр, çивĕтлĕр», — аса илтеретчĕ асанне тăтăшах.

17 Пуш, 2020

Олег ЯКИМОВ: Никольский ятне çÿлтех тытасчĕ

«Пирĕн ĕç йывăр, анчах калама çук интереслĕ», — тет Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕн директорĕ Олег Якимов. Олег Геннадиевич хăйĕн ĕçĕ, çĕнĕ специальноçсем çинчен каласа пама ыйтрăмăр.

14 Нарăс, 2020

Пуйăс курассишĕн леснике вĕренме кайнă

«Чи ватă йывăçсем — 220-230 çулсенчи яхтăсем (Шăмăршă тăрăхĕнче хыра яхтă теççĕ. — Авт.) Энтриел çывăхĕнчи вăрманта ÿсеççĕ вĕсем. Эпир вĕсене упратпăр, касмастпăр», — каласа кăтартрĕ Шăмăршăри вăрман хуçалăхĕнчи Шăмăршă участокĕн пуçлăхĕ, Чăваш Республикин вăрман промышленноçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Вячеслав Ванюшин.

Pages