Комментари хушас

12 Чÿк, 2019

Ялта мĕншĕн пурăнас мар?

«Пулас мăшăрăм ялтанах тупăнчĕ. Аттепе анне те ялтахчĕ. Аякка кайма шухăш пулман. Çынсем пÿрт лартнă вăхăтра эпир те çурт хăпартнă. Хăй вăхăтĕнче, колхоз-совхоз вăйлă ĕçленĕ тапхăрта, упăшка трактористра лайăх шалу илетчĕ. Çавăнпа ялтах пурнăç тума май пулнă. «Ăçта çуралнă, çавăнтах кирлĕ пулнă» ваттисен сăмахне те асра тытнă. Эпĕ аслă çынсен сăмахĕсене пуçа хуракан çын», — калаçăва çапларах пуçларĕ Красноармейски районĕнчи Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Полина Николаева. Вăл ял тăрăхĕн администрацийĕнче 36 çул ĕçлет.

«Е иккĕшне те илетĕр, е никамсăр каятăр»

«Хам начар вĕренесрен, ачасем йĕркесĕр пуласран, япăх ĕçлесрен, çемьере харкашса пурăнасран хăраттăм эпĕ. «Çын мĕн калать?» — пуçра яланах çак шухăш пулнă. Ята ярасран шикленнĕ. Мăшăрăмпа Валерий Ивановичпа виçĕ ача пăхса ÿстертĕмĕр, вĕрентсе, воспитани парса пурнăç çулĕ çине тăратрăмăр. Халĕ вĕсем пурте çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Хулара ĕçлесе пурăнаççĕ. Пирĕн 5 мăнук», — калаçăва сыпăнтарчĕ хĕрарăм ертÿçĕ.
Полина Ивановна пĕр вырăнта ларса тăракан çын мар. Çавăнпа калаçăва ял тăрăхĕпе паллашнă май йĕркелеме тиврĕ. Эпир Мăн Шетмĕри чиркĕве, Анаткас ялĕ çывăхĕнчи этнографи музейне, клубне çитсе куртăмăр. Анаткас ялĕнчи тĕп урамсене асфальт çул сарнине пăхса савăнтăмăр. «Эпĕ Трак тăрăхне кĕрекен Анаткасра çуралнă. Мăн Шетмĕ шкулне пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти бухгалтерсен шкулĕнче вĕрентĕм. Унтан Улатăрти совхоз-техникума пĕтертĕм. Каярахпа Халăх хуçалăхĕпе патшалăх службин Атăл-Вятка академийĕнче пĕлĕве ÿстертĕм. Малтанах мана çын вырăнне ĕçлеме Перекет кассине чĕнчĕç. Çав вăхăтра ял тăрăхĕн администрацийĕнче бухгалтер тивĕçлĕ канăва кайнăччĕ. Мана ун вырăнне илчĕç. Унтан — специалиста, ертсе пыракан специалиста, ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумне лартрĕç. 2010 çулта пуçлăха суйларĕç… Ачасем — пĕр хĕрпе икĕ ывăл — Шупашкарти аслă шкулта пĕр харăс вĕренчĕç. Çав çулсенче йывăртарах пулчĕ. Хам ун чухне специалист кăначчĕ. Совхоз арканнăран укçа- тенкĕ ĕçлесе илме май сахалланчĕ. Вара килти хушма хуçалăха пысăклатрăмăр. Ял хуçалăхне аталантарма çăмăллăхлă кредитсем пани нумай пулăшрĕ. Кредитсем илсе тĕрлĕ техника туянма пултартăмăр. Çав çулсенче выльăх-чĕрлĕх ытларах тытрăмăр… Ачасем тухса кайсан пÿрт пушанса юлчĕ. Йышлăн пурăнма хăнăхнăран чунра тем çитместчĕ. Мăшăрăмпа калаçрăмăр та — ача усрама илес терĕмĕр. 2006 çулхи авăн уйăхĕнче Çĕмĕрлери ача çуртне хĕрача патне кайрăмăр. Пиллĕкри хĕр пĕрчин пиччĕшĕ те пур иккен. «Пĕртăвансене уйăрмастпăр. Е иккĕшне те илетĕр, е никамсăр каятăр», — ăнлантарчĕ дирек-тор. Киле икĕ ачапа таврăнтăмăр. Татьянăпа Анатолий çитĕннĕ ĕнтĕ, йăваран вĕçсе тухса çунат сарнă. Мухтав Турра, лайăх кăмăллă, ĕçчен ÿсрĕç вĕсем», — калаçу çăмхине сÿтрĕ Полина Ивановна.
Вăл ĕç планне яланах пуçра тытать. Паллах, тепĕр чухне хутсене уçса пăхма тивет. «Ял тăрăхĕн пуçлăхне суйласан манăн тĕллев нумайччĕ. Вырăнти хуçалăх саланнăран çĕр хуçасăр тăрса юлнăччĕ. Çавсене йĕркене кĕртмеллеччĕ. Паян пушă выртакан çĕр çук. Кашни çĕр лаптăкĕн хуçи пур. Ĕçе пикенсен пăхаттăм та — ялсенчи çырмасем çÿп-çаппа, ăпăр-тапăрпа тулнăччĕ. Депутатсемпе, старостăсемпе калаçса субботниксем йĕркелерĕмĕр. Кашни çырминче халăхпа пĕрле хам ĕçлесе ăпăр-тапăра михĕсене тултартăмăр, тасатса кăлартăмăр. Михĕсене тултарнă йăлари хытă каяша кашни эрнекун машина Красноармейскинчи полигона турттаратчĕ. Юрать, 2018 çулхи юпа уйăхĕнчен çак ыйтăва федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн йĕркелерĕç. Халĕ пирĕн çырма-сенче ăпăр-тапăр çук. Вĕсене пăрахма кашни ялтах карта тытса, бетон сарса меллештернĕ вырăнсене евроконтейнерсем лартса панă. Йăлари хытă каяша машина графикпа килĕшÿллĕн питĕ йĕркеллĕ турттарса тăрать. Ял халăхĕ йĕркене пăхăнать. Çак тапхăрта çăвасене те йĕркене кĕртрĕмĕр. Пирĕн тăрăхра — 4 çăва. Пĕрне, ĕлĕкхине, хупнă. Малтанах Анаткас çăвинчен пуçларăмăр. Пĕлтĕр бюджетран уйăрнă укçапа тата халăхран 1-ер пин тенкĕ пуçтарса вилепе сыв пуллашмалли, кĕрсе ăшăнмалли çурт лартрăмăр. Кăçал çак майпах Кушкă çăвине йĕркене кĕртрĕмĕр. Кунта Кушкăсем, Йĕпремсем, Тури Типçырмасем, Анатри Типçырмасем, Тăватпÿртсем пытараççĕ. «Автансăр ял» тавра тимĕр карта тытрăмăр, çурт турăмăр. Ку ĕçе Евгений Федоров староста йĕркелесе ертсе пычĕ. Кăçал çавăн пекех Мăн Шетмĕ çăвине /унта 7 ял пытарать/ тирпей-илем кĕртрĕмĕр. Çитĕнсе кайнă, хăрнă йывăçсене касрăмăр, тасатрăмăр. Халăхран укçа пухса карта тытрăмăр, тимĕр хапха турăмăр. Çитес çул пÿртне çĕнетме палăртрăмăр. Паллах, ку ĕçсене пĕччен йĕркелейместĕн. Мана депутатсемпе ял старостисем, аппаратри специалистсем, культура ĕçченĕсем нумай пулăшаççĕ. Депутатсем лайăх пирĕн, ларусене йĕркеллĕ çÿреççĕ, общество ĕçне хастар хутшăнаççĕ. Старостăсем те маттур, маншăн сылтăм алă вырăнĕнчех. Вĕсене кура ял çыннсем те: «Ку ĕçе эпĕ тумастăп, ку манăн ĕç мар», — темеççĕ. Нумай конкурса, программăсене хутшăнса проектсем хÿтĕлесе укçа-тенкĕ тупма тăрăшатпăр. Патшалăх пулăшăвĕпе нумай ĕç тăватпăр. Калăпăр, «Тирпей-илем кĕртес енĕпе чи лайăх ял тăрăхĕ» конкурсра темиçе хутчен те 1-мĕш вырăн йышăнтăмăр. Мала тухнишĕн 50 пин тенкĕ парса хавхалантараççĕ. Трак тăрăхĕ 80 çул тултарнă çул /2015/ Красноармейски районĕн кунне Мăн Шетмĕре ирттертĕмĕр. Пире ун чухне 500 пин тенкĕ грант пачĕç. Çав нухратпа салара тротуарсем сартăмăр, администраци çурчĕ умĕнче хунарсем вырнаçтартăмăр, сцена хăтларăмăр, Анаткасра ача-пăча площадки турăмăр, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăксем тавра тимĕр карта тытрăмăр. Пирĕн тăрăхра малтан 4 палăк кăна пулнă. 2015 çулта кашни ялта кирпĕчрен купаласа палăк лартрăмăр. Кашнин çине вăрçа кайнисен, унтан çĕнтерÿпе таврăннисен ячĕсене çыртăмăр. 2020 çулта, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнĕ тĕле, Кушарта та халăх пуçарăвĕпе палăк лартăпăр. Пирĕн çав палăксене тума бюджетра укçа пулман. Кирпĕч завочĕн директорĕ Николай Угаслов кирпĕч парса пулăшрĕ. Мăн Шетмĕри Совет Союзĕн Геройĕн Владимир Васильевăн палăкне те тирпейлĕ пăхса тăратпăр», — паллаштарчĕ Полина Ивановна.

Асфальт сарнăшăн питĕ савăнать

Полина Николаевăн шухăшĕпе, тĕрлĕ конкурса хутшăнмалла. Çакă çĕнĕ шухăшсем çуратать, укçаллă пулма май парать, çĕнĕ ĕçсем тума çул уçăлать. Пĕлтĕр Мăн Шетмĕсем Пĕтĕм Раççейри «Муниципалитетăн чи лайăх практики» конкурса хутшăнса 1-мĕш вырăн йышăннă. Диплома тата 120 пин тенке тивĕçнĕ. Çав укçапа Мăн Шетмĕре питĕ хитре тимĕр карта тытнă.
«Ял халăхĕшĕн ĕçленишĕн, яла юлнишĕн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Ÿкĕнме мар, питĕ савăнатăп. Мĕншĕн? Яла çирĕппĕн аталантаракан федераци программипе килĕшÿллĕн Анаткасри виçĕ тĕп урамра асфальт çул сараççĕ. Маларах яла кĕрсе тухма кансĕрччĕ, пылчăклăччĕ. 2015 çултанпах çав яла асфальт сартарас тесе тăрăшрăм. 31 миллион тенкĕлĕх çул туса параççĕ халăха. Пирĕн вара ялта мĕншĕн пурăнас мар? Ĕçлес текен валли çĕр çителĕклĕ, газ пур, вăрманпа, шывпа пуян. Красноармейски районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов пире ĕçре хавхалантарса, пулăшса, вĕрентсе пырать. Кăçал район администрацийĕ укçа-тенкĕ уйăрнипе ялсенчи çуртсен номерĕсен, урам ячĕсен кăтартмăшĕсене улăштартăмăр. Çакна эпир 2020 çулхи Çырав тĕлне хатĕрленсе турăмăр. «Пуçаруллă бюджет» программăпа Пăрăнтăкра ача-пăча площадки вырнаçтартăмăр. Халăхран 15 пин тенкĕ пуçтарнă, 145 пин тенкине бюджетран панă. Вадим Петров староста нумай тăрăшрĕ. «Пулать-и, пулмасть-и» текелесе ял пĕвине чавса тирпейлемелли проекта та тăратрăмăр. Мĕн тетĕр? 40 пин тенкĕ пачĕç. 10 пинне халăхран пухрăмăр та Анаткас пĕвине чавтартăмăр. Анатри Типçырма, Йĕпрем тата Пăрăнтăк ялĕсенче 2020 çулта май килнĕ таран вĕтĕ чул сарса çулсене юсасшăн. Асфальт пекех мар вăл паллах, çапах яла йĕпе-сапара та кĕрсе тухма май пулĕ», — чунне уçрĕ Полина Ивановна.
Анаткас ялĕ çывăхĕнчен ĕлĕк Кĕтерин патша çулĕ /Хурăнлă çул та теççĕ ăна/ иртнĕ. 2015 çулта Анаткассем хăйсен вăйĕпе çак вырăнта çухрăм юпи лартнă, ку тăрăхран Хурăнлă çул иртнине пĕлтерекен информаци щичĕ вырнаçтарнă. Хăй вăхăтĕнче Власовсен çемйи хăйсен кивĕ ампарне панă. Унта пĕчĕк музей уçнă. Аваллăх управçинче — килĕрен пухнă ĕлĕкхи ĕç тата ут хатĕрĕсем, савăт-сапа, тумтир, килте пир тĕртмелли станок, хĕрарăм арчисем… Музей çумĕнче лаша урапипе çуни те пур. Анаткассем каласа панă тăрăх, иртен-çÿрен çак вырăнта яланах чарăнать, аваллăхпа хавасланса паллашать, асăнмалăх сăн ÿкерĕнет.

«Темĕнле хăват ĕçе пуçăнма хистерĕ»

«Айтăр-ха, Мăн Шетмĕре чиркÿ тăватпăр», — тĕне пăхăнса пурăнакансем çапла каланине ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕнче ĕçлеме пуçличченех илтнĕ. Эпĕ ĕçе пикенсен те ял халăхĕ çак ыйтăва пĕрре мар çĕклерĕ. Хăй вăхăтĕнче кунта чиркÿ пулнă. Шел, ăна иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче хупнă. 60-мĕш çулсенче аркатнă. Хĕрарăм пулнипе пысăк çак ĕçе пуçăнма хăрарăм. «Пуçласан мĕнле туса пĕтерĕпĕр-ха?» — тесе шухăшлаттăм. Ара, çурт çĕклесси çăмăл ĕç мар-çке! Йăлтах халăх укçи-тенкипе тумалла. 100-шер, 1-ер пин тенкĕ пухнипе ĕç каймасть. Халăх кашни пухурах чиркÿ тумалла тенĕрен канăçа çухатрăм, темĕнле хăват ĕçе пуçăнма хистерĕ. Пирĕн тăрăхра Самартан куçса килнĕ Аксеновсен çемйи пур. Вĕсем маларах чиркÿре ĕçлесе пурăннă. Валентинăпа Геннадий сĕннипе Канаша кайса Стефан епископран Мăн Шетмĕре чиркÿ тума пил илтĕмĕр. «Хăвăр укçăр-тенкĕрпе тăватăр, эпир нимĕнпе те пулăшаймастпăр», — каларĕ вăл. Юлташсем чиркÿ проектне туса пачĕç. Ĕçе «Мичуринец» совхозра строительте ĕçленĕ Владислав Александрова явăçтартăмăр. Ялсем тăрăх кайса 1-ер пин тенкĕ пуçтартăмăр, чиркÿ никĕсне ятăмăр. Николай Угаслов патне çырупа тухрăм та вăл пĕр сăмахсăрах кирпĕч пачĕ. Пиллĕкмĕш çул тăватпăр Турă çуртне. Çак тапхăрта питĕ нумай çын ĕçлесе пулăшрĕ пире. Халăх килмесĕр тăмасть. Чиркÿ тăвакансем валли вун-вун хĕрарăм кукăль пĕçернĕ. Кăçал шалти ĕçсене туса пĕтертĕмĕр. Халĕ тĕп тĕллев — иконостас туянасси. Ун валли 379 пин тенкĕ кирлĕ. Анчах укçи çук. Каллех килĕрен каймалла пулать. Чипер пулсан чиркĕве 2020 çулта уçма ĕмĕтленетпĕр. «Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн чиркÿ ĕçне тумалла мар», — теççĕ мана хăш-пĕр чухне. Анчах халăх ыйтать — мĕнле пурнăçламăн?
Кăçал вĕсем чиркÿре Мăнкун кĕлли ирттернĕ. Çимĕкре ваттисене асăннă кун та служба пулнă. Унта халăх йышлăн пухăннă. Чÿк уйăхĕн пуçламăшĕнче те ваттисене асăнтарма чиркĕве кĕнĕ. Кĕлĕсене ирттерме Яманак тата Красноармейски салинчи чиркÿсен пачăшкисем пулăшнă. «Пире малашне уйрăм пачăшкă кирлĕ пулĕ. Ăна Турă ярса парасса шансах тăратпăр. Нумаях пулмасть Шупашкарти Çветтуй Троица мăнастирне çитсе килтĕмĕр. Вĕсем пирĕн чиркÿ валли икĕ подсвечник пачĕç», — хавхаланăвне пытармарĕ пуçаруллă хĕрарăм.

Дворикри вырăссем чăвашланнă

Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕнчи кашни ялăнах малашлăхĕ пур-и? Мăн Шетмĕре ĕлĕкхи пек пасар пухăнать-и паян? Çак тата ытти ыйту та интереслентерчĕ мана.
«Хурăнлă çул Дворик ялĕ витĕр иртнĕ. Пĕр вăхăт вăл «Юнкун ялĕ» тесе çырăннă. Унта хăй вăхăтĕнче кашни юнкун пасар кĕрленĕ. «Юнкун пуххи» тенĕ ăна. Дворик ялĕ «дворик» сăмахран пуçланнă. Ĕлĕк кунта лашасене улăштармалли картиш пулнă. Айлăм вырăнта вырăссем ĕçлесе пурăннă. Патша хăйĕн çыннисене ăсатнă Дворики ялне. Почта, пуян çын лашисене улăштарнă хайхискерсем. Урапасене, çунасене юсаса панă. Дворикра Серебряков, Брызгалов, Могилев, Овчинников хушаматлă çынсем пурăнаççĕ. Вĕсем вырăссем пулнă, халĕ чăвашланнă. Юнкун пуххи тахçантанпах иртмест. Пасар пысăк çул иртсе кайнăран Дворикре пулнă. Халĕ асфальт сарнă аслă çулсем урăх çĕртен иртеççĕ те пасарсем Ишекре, Нурăсра, Элĕкре тата ытти çĕрте пулаççĕ. Пирĕн ял тăрăхĕнче чи пĕчĕк ял — Тури Типçырма. 23 кил унта. Пуринче те пурăнаççĕ. Аслă çул хĕрринче, Шупашкартан аякрах мар вырнаçнăран унта хуларисем килсе пысăк капмар çуртсем лартаççĕ. Дворик ялĕнче те пÿртсем питĕ илемлĕ. 34 киллĕ ялта пуринче те пурăнаççĕ. 41 киллĕ Тăватпÿртре 3-4 çуртра кăна мăрьерен тĕтĕм тухмасть. Ку хутлăхри чи пысăк ял — Кушкă. Унта 102 пÿрт. Чăвашсемшĕн чи пысăк синкер çын вилни мар, вучах сÿнни, кил хупăнни пулнă. Манăн шухăшпа, пирĕн тăрăхри ялсем пĕтмеççĕ. Вĕсен кашнин малашлăхĕ пур. Аслă çул хĕрринче вырнаçнă Йĕпремре кашни килтех пурăнаççĕ. Чăнах та, ялсенче çамрăксем сахалрах. Вĕсем хулара ĕç вырăнĕ шыраççĕ. Ачисене хулара ÿстерме тăрăшаççĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ. 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.