Олег ЯКИМОВ: Никольский ятне çÿлтех тытасчĕ
«Пирĕн ĕç йывăр, анчах калама çук интереслĕ», — тет Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕн директорĕ Олег Якимов. Олег Геннадиевич хăйĕн ĕçĕ, çĕнĕ специальноçсем çинчен каласа пама ыйтрăмăр.
— Олег Геннадиевич, çĕнĕ ĕçе хăнăхрăр-и?
— Тĕрĕссипе, ку лăпкă ĕç мар. Ялан çивĕч ыйтусене татса памалла. Çавăнпа питĕ яваплă пулнăран хăнăхнă теме йывăртарах.
— Мĕн ачаранпах учитель пулма ĕмĕтленнĕ-и?
— Анне енчи тăван Анастасия Николаевна питĕ пултаруллă учительницăччĕ. Ăна курса хавхаланнă. Етĕрнери гимназире вĕреннĕ чухне мана учитель профессийĕ тата ытларах килĕшме пуçларĕ. Воспитательсемпе педагогсем хăйсен ырă тĕслĕхĕпе мĕнле пурăнмаллине, çынна епле майпа ытларах усă кÿмеллине вĕрентетчĕç. Университетра ăс пухнă май практикăсене çÿреме тытăнсан чун туртăмĕ пушшех вăйланчĕ.
— Пурнăçра хăвăрăн вырăна тупнă апла?
— Вырăнта-и е çук-и — айккинчен лайăхрах курăнать ĕнтĕ. Ĕçĕ питĕ килĕшет. Маларах шкулта ĕçленĕ чухне ачасене вĕрентеттĕм. Кунта хальлĕхе занятисем ертсе пымастăп-ха, çитес çул уроксем илесшĕн. Ачасене 1-мĕшĕнчен пуçласа 11-мĕш класчен вĕрентсе шкултан кăларса яраттăм та вĕсен пурнăçĕ мĕнле йĕркеленĕ-ши тесе шухăшлаттăм. «Пурнăçра хăйсене тупаяççĕ-ши?» — тесе пуç вататтăм. Халĕ çамрăксем шкул пĕтернĕ хыççăн пирĕн пата килеççĕ. Вĕсене профессие тĕрĕс суйлама, ăна алла илме пулăшатпăр. Вĕсенчен çĕршыва юрăхлă çын тума тă-рăшатпăр.
— Чăн та, профессие тĕрĕс суйлани, ĕçе юратни — пысăк телей.
— Хам çамрăк чухнехи вăхăтпа танлаштарсан хальхи пурнăç мана ытларах килĕшет. Мĕншĕн тесен паян учитель сумĕ çÿллĕ шая хăпарчĕ. Пирĕн вăхăтра учитель каланă — ачасем итленĕ. Хальхи шкул ачисемпе урăхларах ĕçлемелле, вĕсемпе пĕр чĕлхе тупас тесен ытларах тимлĕх уйăрмалла. Пултарулăх, интерес пулсан кăна çамрăк ăрăва ертсе пыма пултаратăн. Вĕсене интереслентерме пĕлмелле. Турă пани, пысăк ăсталăх пулсан кăна чăн-чăн учитель пулма май пур. Унăн яланах ÿссе, аталанса пымалла, тавра курăма анлăлатмалла. Пĕр сăмахпа, вăйлă çын пулмалла. «Ачаран мĕнле çын пуласси çемьерен нумай килет», — тетпĕр. Паян пурнăçра мĕнле пулса пырать-ха? Ашшĕ- амăшĕ ирхине ĕçе тухса каять, ачисене каçхине кăна курать. Пĕр-пĕринпе калаçма вăхăт çук. Çавăнпа пысăк яваплăх шкул, ытти вĕрентÿ учрежденийĕ çине тиенет. Çĕршыва юрăхлă çын тăвасси учительсемпе преподавательсем чуна парса, яваплăха туйса, тимлĕ ĕçленинчен нумай килет. «Ачасемпе ĕçлеме питĕ йывăр», — тет паян хăшĕ- пĕри. Çапла, йывăр, анчах питĕ интереслĕ. «Олег Геннадиевич, мĕншĕн каятăр-ха шкултан?» — терĕç мана ĕçтешĕмсем. Манăн шухăшпа, ку — вĕрентÿ тытăмĕн тепĕр сыпăкĕ. Халĕ куç умĕнче — тата пысăкрах ÿкерчĕк. Кунта, шкултипе танлаштарсан, яваплăх та пысăкрах. Шкулта кашни учительпе тачă çыхăну тытаттăм, колледжра коллектив пысăккипе кашнинпе калаçма вăхăт çитмест. Кунта ĕçĕ те урăхларах. Халĕ «команда» сăмахпа усă курма кăмăллаççĕ. Çапла, пĕрле ĕçлесе ăнăçу тăвасси ертÿçĕрен кăна килмест, сотрудниксен ĕç кăтартăвĕ те, ăнтăлăвĕпе хастарлăхĕ те пĕлтерĕшлĕ.
— Сирĕн колледж икĕ вĕренÿ учрежденине пĕрлештерчĕ…
— Çапла, пĕрремĕш корпусĕ Декабристсен урамĕнчи 17-мĕш çуртра вырнаçнă. Кунта пулнă техникумра малтан çамрăксене пир-авăр промышленноçĕнче кирлĕ специальноçсене вĕрентнĕ. Каярахпа автомобильпе çыхăннă направлени хушăннă. Самана улшăннă май пир-авăр ĕçченĕсене хатĕрлеме пăрахнă. Халĕ «информаци тытăмĕ» специальноç пур. Унта компьютерпа ĕçлекен тех-никсене хатĕрлетпĕр. Çавăн пекех промышленноç оборудованине монтаж ĕçĕсем тума тата пăхса тăма вĕрентетпĕр. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç реклама, дизайн тата графика дизайнерĕн ĕçне кăмăллать. Иккĕмĕш корпус педколледж пулнă çуртра вырнаçнă. Унта пуçламăш класс учителĕсене, воспитательсене, физкультура вĕрентекенĕсене хатĕрлетпĕр.
— Юлашки вăхăтра мĕнле çĕнĕ специальноçсем хутшăнчĕç?
— Эпĕ кунта килнĕ чухне çÿлерех асăннă специальноçсем пурччĕ ĕнтĕ. Графика дизайнĕ — çĕннисен шутĕнче. Пирĕн патран вĕренсе тухнисем предприятисенче дизайн хатĕрĕсемпе ĕçлеççĕ, интерьер тата ландшафт дизайнĕсене тăваççĕ. Хальлĕхе эпир дизайн енĕпе пĕтĕмĕшле ăс паратпăр. Малашне уйрăм направленисемпе те тарăн пĕлÿ парас шухăш пур. Çамрăксем хăйсен ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме пултарччăр, хăйсен ĕçĕнче ăста пулччăр. Калăпăр, ландшафт дизайнерĕн уйрăмах нумай пĕлмелле. Пĕлтĕр «автомобильсене техника енчен пăхса тăрасси тата юсасси», «промышленноç оборудованине монтаж ĕçĕсем тăвасси тата пăхса тăрасси» тата «информаци тытăмĕ» специальноçсем кăшт улшăнчĕç. Направленийĕсем çавах, программисем ыл-машăнчĕç, вĕсене чи илĕртÿллĕ 50 професси шутне кĕртрĕç. Унсăр пуçне пĕлтĕр грант çĕнсе илтĕмĕр. Çав укçапа 2-мĕш корпусра 5 мастерской уçрăмăр. Паян çав ăсталăх лаççисенче çĕнĕ оборудованипе усă курса вĕрентетпĕр. Çакă пире çамрăксене хушма программăсене вĕрентме май парать. Унсăр пуçне наци проекчĕпе «50Ç» программăпа килĕшÿллĕн 50 çултан иртнисене квалификацие ÿстерме тата урăх профессие алла илме пулăшатпăр.
— Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç хăш специальноçсене ытларах суйлать?
— Пĕлтĕр кĕçĕн класс учителĕ пулас текенсен хушшинче чи пысăк конкурс пулчĕ. 1 вырăна 7 çын ыйтса çырнăччĕ. Графика дизайнерĕн профессине алла илес текен те йышлă. 1 вырăна – 5-6 çын. Кăçал ку енĕпе вĕренме 50 çынна илĕпĕр. Пĕлтĕр 75 çынна илме май пулнăччĕ. «Информаци тытăмĕ» енĕпе ăс пухма та йышлăн килеççĕ. 1 вырăна — 3-4 çын. Пĕлтĕр çак специальноçпе тÿлесе вĕренекенсен ушкăнне те йĕркелерĕмĕр. Вĕренме аттестатри паллăсене пăхса илетпĕр. Вăтам балл 4 ытларах пулать. Пултарулăх конкурсĕ ирттеретпĕр. Абитуриентсем портфолио хатĕрлесе килеççĕ. Физкультурник пулас текенсем те чупас, туртăнас енĕпе ятарлă тĕрĕслев витĕр тухаççĕ. Университетпа, педуниверситетпа танлаштарсан, эпир практика енĕпе ытларах ĕçлетпĕр. Пирĕн студентсем садиксемпе шкулсенче практикăра нумай вăхăт ирттереççĕ, ачасемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ.
— Коллектив пысăккине асăнтăр.
— Колледжра 176 çын вăй хурать, вĕсенчен 106-шĕ — преподаватель. Икĕ корпусра паянхи кун 1956 студент вĕренет.
— Колледжра Чăваш Республикинчи çамрăксем кăна пĕлÿ илеççĕ-и?
— Паллах, ытларахăшĕ хамăр республикăран. Çав вăхăтрах пирĕн пата Тутарстанран та, Мари Элтан та килеççĕ. Студентсене пурăнма общежитисем пур.
— Сирĕн патран вĕренсе тухакансем часах ĕç тупаççĕ-и?
— Тишкернĕ тăрăх, ĕçлеме вырнаçакансем те, малалла вĕренекенсем те пур. Йĕкĕтсене çара илеççĕ. Ĕçсĕр ларакан çук.
— Студент пурнăçĕ вĕренÿ кăна мар…
— Професси колледжĕн студенчĕсем хулари, республикăри мероприятисене яланах хастар хутшăнаççĕ. Тупăшусенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Студентсем туслă пурăнаççĕ, предмет эрнисенче, уяв ячĕпе йĕркеленĕ мероприятисенче пуçарулăхпа хастарлăх кăтартаççĕ.
— Колледж Николай Никольский ячĕпе хисепленет. Студентсем ăсчах çинчен пĕлеççĕ-и?
— Кашни çулах ака уйăхĕн вĕçĕнче е çу уйăхĕн пуçламăшĕнче колледжра Никольский вулавĕсем ирттеретпĕр. Пĕр эрнене яхăн пырать вăл. Унта студентсем, преподавательсем хăйсен ĕçĕсемпе паллаштараççĕ. Çавăн пекех мероприятие республикăри паллă чĕлхеçĕсемпе литераторсене, культура çыннисене чĕнетпĕр. Унта хутшăнман çамрăксем те Никольский çинчен илтеççĕ. Чăвашсен пĕрремĕш профессорĕн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе сцена çинче паллаштаратпăр. Çавăнпа «Хыпар» хаçат никĕслевçи пирки студентсем пĕлеççĕ. Професси колледжĕ Николай Никольский ячĕпе хисепленнĕшĕн савăнатпăр. Пирĕншĕн пысăк чыс вăл. Çакна тÿрре кăларма тă-рăшатпăр.
— Сирĕн колледж республикăри çакнашкал ытти ссузран мĕнпе уйрăлса тăрать?
— Уйрăмлăхĕ — нумай профильлĕ пулни. Эпир тĕрлĕ специалистсене хатĕрлетпĕр. Учительсем те, воспитательсем те, автомеханиксем те, монтажниксем те, дизайнерсемпе рекламăпа ĕçлекенсем те пур пирĕн. Студентсем пĕр-пĕринпе хутшăнаççĕ, аталанаççĕ, пултарулăх енĕпе ÿсеççĕ. Çавăнпа пирĕн колледжри пурнăç интереслĕ. Нумай профильлĕ пулнăран конкурссене хутшăнма та çăмăл. Малалла вулас...
Роза ВЛАСОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас