Пуйăс курассишĕн леснике вĕренме кайнă

«Чи ватă йывăçсем — 220-230 çулсенчи яхтăсем (Шăмăршă тăрăхĕнче хыра яхтă теççĕ. — Авт.) Энтриел çывăхĕнчи вăрманта ÿсеççĕ вĕсем. Эпир вĕсене упратпăр, касмастпăр», — каласа кăтартрĕ Шăмăршăри вăрман хуçалăхĕнчи Шăмăршă участокĕн пуçлăхĕ, Чăваш Республикин вăрман промышленноçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Вячеслав Ванюшин.

Вячеслав Михайлович Шăмăршă районĕнчи Энтриелте çуралса ÿснĕ. Шкул хыççăн Улатăрти вăрман техникумĕнче вăрманçа вĕреннĕ. Каярахпа Йошкар-Олари политехника университетĕнче пĕлĕвне ÿстернĕ. Вăрман хуçалăхĕн инженерĕн профессине алла илнĕ. «Мĕн ачаран вăрмана юрататăп. Ара, пирĕн ялтан 50 метртан вăрман пуçланать-çке. Юратнă йывăçăм — хыр. Хăйĕн мăнаçлăхĕпе, çирĕплĕхĕпе, илемĕпе тыткăнлать вăл мана. Тĕрĕссипе, малтанах эпĕ вырăс чĕлхи-пе литературин вĕрентекенĕ пуласшăнччĕ. Шкулта лайăх вĕренеттĕм. Вăрманçа Сĕнтĕрвăрринче вĕренме пулатчĕ. Пуйăс курас килнипе Улатăра çул тытрăм. Унта Канаш урлă пуйăспа каймаллаччĕ. Пуйăспа ярăнас килетчĕ, романтик пулнă», — калаçăва сыпăнтарчĕ вăрманçă.
Диплом илнĕ хыççăн Энтриел каччи пĕр çул Тюмень тăрăхĕнче лесничи пулăшуçинче вăй хунă. Чунĕ туртнипе тăван тăрăхах таврăннă. Шăмăршăри вăрман хуçалăхĕнче мастерта ĕçлеме тытăннă. Ыттисемпе пĕрле вăрман ÿстернĕ: хыр, чăрăш, юман, хурăн, çăка, пилеш лартнă. Пуçарулăхĕпе, хастарлăхĕпе палăрнăран Вячеслав Ванюшина 2008 çулта лесничие лартнă. «Халĕ кунашкал должноç çук, участок пуçлăхĕнче тăрăшатăп. 9000 яхăн гектар вăрман пирĕн. Эпир халăх валли вăрман касма ятарлă лаптăксем уйăратпăр. Тĕп ĕç – вăрман лартса ÿстересси. Çулталăкне 10-11 гектар лартмалла. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче вăрман лаптăкне 130-140-шар гектар сарнă. Манăн участокра — 4 лесник тата питомникре ĕçлекен 1 хĕрарăм. Вăрман хуçалăхĕнче ĕçлеме пуçланăранпа ака уйăхĕнче 42 çул çитет. Вăрманçа кайнăшăн ÿкĕнместĕп. Пурнăçра хамăн вырăна тупрăм. Пĕр хăнăхнă та канмалли кунсенче те ĕçлетĕп», — калаçу çăмхине сÿтрĕ Вячеслав Михайлович.
Мăшăрĕпе Татьяна Николаевнăпа вĕсем хĕрпе ывăл пăхса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине тăратнă. Ольга ашшĕн малтанхи ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ, филолога вĕреннĕ. Ывăлĕ Дима ашшĕн çулне суйланă. Анчах вăрманçăн канлĕх çуккине, ăна канмалли кунсенче те чĕнсе илнине курсан пăрахнă. Халĕ вăл Мускава ĕçлеме çÿрет. «Вăрмана пушартан та сыхлатпăр. 2010 çулта Шупашкар çывăхĕнче, Улатăрпа Йĕпреç тăрăхĕсенче вăрман çуннăччĕ. Эпир «хĕрлĕ автана» хуçаланма памарăмăр. Пирĕн икĕ сăнав вышки пур. Вышка çинче тăракансем тивсе кайнă вырăна асăрхасанах пирĕн пата шăнкăравлаççĕ. Эпир çав вырăна часрах çитсе пушара сÿнтеретпĕр. Паян халăх вăрмана ăпăр-тапăр, çÿп-çап нумай пăрахать. Вĕсем хыççăн пуçтарса пĕтерме çук. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче вăрманта никам та ăпăр-тапăр хăварман. Шел, 2008 çулта вăрман ĕçченĕсен шутне чакарчĕç. Ун чухне ман патра 12 лесникчĕ. Халĕ 1 лесник пуçне 2250 гектар вăрман лекет, маларах 600-700-шер гектар кăна пулнă. Палăртнă лаптăка пăхса тăма та çăмăлрахчĕ. Пĕлтĕртенпе халăхăн вăрмантан хăрăк-харăк тиесе тухма юрать. Малтан трактор, мотоблок пуррисем йышлăн килчĕç. Халĕ лăпланчĕç. Мĕншĕн тесен транспорт тăкакĕ вуттинчен хакла кайса ларать. Вăрмана пĕрре кĕрсе вутă тиесе тухма 5-6 пин тенкĕ кăларса хур-ха. Пурин те килĕнче хурçă ут çук вĕт», — каласа пачĕ Вячеслав Михайлович. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.