Комментари хушас

21 Раштав, 2018

Борис ЧИНДЫКОВ: «Йăл шухăш йăлтăр хăпарать...»

Чÿк /ноябрь/ уйăхĕн 19-мĕшĕнче йывăр чирленĕ хыççăн Иосиф Трер /Дмитриев/ ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Анчах чирне пăхмасăр юлашки кунччен юратнă ĕçне — Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрне çÿрерĕ вăл, «Асамлă вăй» ятлă çĕнĕ спектакль кăларчĕ /чи юлашки, вилес кунĕнче кăна пырайман/, премьерăччен виçĕ кун пурăнса çитереймерĕ.
Аслăрах ăрури чăваш хушшинче ăна пĕлмен-туман çын çук та пулĕ. Унăн пултарулăхĕ çав тери анлăччĕ. Чăн малтанах вăл артистчĕ, 1971 çулта экрансем çине тухнă «Çеçпĕл» кинофильмра /ăна Киеври А. Довженко ячĕллĕ киностуди ÿкернĕ/ вăл — ун чухне Ленинградри Театр, музыка тата кино институчĕн студенчĕ — Çеçпĕл Мишши рольне вылянă, институт хыççăн темиçе çул Чăваш академи драма театрĕн артисчĕ пулнă. Каярахпа Мускаври Театр искусствин институтне /ГИТИСа/ режиссура уйрăмне вĕренме кĕрет, Чăваш академи драма театрĕнче хăйĕн диплом спектакльне /А.Вампиловăн «Пĕчĕк хула камичĕсем» /Провинциальные анекдоты/ пьесине/, унпа пĕрлех акăлчанларан хăй куçарса Америка драматургĕн Л. Хеллманăн «Кĕрхи сад» пьесине сцена çине кăларать. Анчах ГИТИС пĕтернĕ пултаруллă çамрăк режиссер валли академи драма театрĕнче вырăн тупăнмасть — вара вăл самай вăхăт хушши Ача-пăчапа çамрăксен театрĕнче /ТЮЗра/ ĕçлет, кунта Ф. Павловăн «Ялта», Н. Терентьевăн «Хĕрĕме калам — кинĕм илт», А. Чеховăн «Чарлан» /Чайка/ пьесисене хăйĕнле, чăваш сцени çинчен халиччен курма хăнăхманла, лартать.
1980-мĕш çулсен варринелле вăл театрта ĕçленипе пĕрлех Шупашкарти музыка училищинче вĕрентме пуçлать, сцена çинчи калаçу, хускану вăрттăнлăхĕсемпе пĕрлех чăвашла пĕлмен çамрăксене чăваш чĕлхине вĕрентет. Çав вăхăталлах Чăвашрадиопа ирсерен чăвашла пĕлменнисем валли чăваш чĕлхи урокĕсем йĕркелесе ертсе пырать, «Молодой коммунист» хаçатра та унăн чăваш чĕлхи урокĕсем пичетленсе пыраççĕ.
Çĕн йĕркелÿ /перестройка/ тапхăрĕнче Иосиф театртан Чăваш патшалăх ăслăлахпа тĕпчев институчĕн искусство пайне ĕçлеме куçать, кунта вăл республикăри театрсен кулленхи пултарулăхне сăнаса-хакласа пынипе пĕрлех авалхи чăваш йăли- йĕркине тарăннăн тĕпчет, çав йăла-йĕркере чăвашсен сĕм-авалхи театр /прототеатр/ йĕркисене, илемлĕ вăйă принципĕсене тупса палăртать, «Этнотеатральные формы в чувашском обряде» пысăк монографи çырса хатĕрлет.
1996 çултанпа институтран кайса вунă çул ытла Иосиф Казахстанра ĕçлесе пурăнать, унти вырăс театрĕсенче спектакльсем лартать /çав шутра казах литератури классикĕн Мухтар Ауэзовăн «Хан Кене» трагедине те/, театр училищинче пулас артистсене хатĕрлет. Интервьюсенче хăй каланă тăрăх, ăна Казахстана кунти çитмен пурнăç илсе çитернĕ. Паллах, пурнăçĕ мĕншĕн çав териех çитмен пурнăç пулса тăни пирки шарламасть вăл, анчах та — тимлĕрех, танлаштарарах пăхсан — куратпăр, кунта, Чăвашра, Иосиф театршăн ытлашши çын пулса тăрать, унăн таса та тÿрĕ тĕнче курăмĕ, суя мар — чăн тата ĕçлĕ — чăвашлăхĕ чылай ĕçтешне те, влаçсене те килĕшмест пулмалла. Институтри тĕпчевçĕ ĕçĕ-хĕлĕ, тем пек кăсăклă пулсан та, ăна тĕппипех тивĕçтерме пултарайман, вăл чĕрĕ театршăн тунсăхланă. Çитменнине, монографи çырса пĕтернĕ хыççăн вăл хăй этнотеатроведенире мĕн калас тенине каласа палăртнине те туйнă, пĕр япаланах унтан та, кунтан та — çĕр тĕрлĕ кăшласси унăн характерĕшĕн ют пулнă, вăл яланах çĕннине, халиччен пулманнине шырама ăнтăлнă. Казахстанра вара вăл театрăн тĕп режиссерĕ пулса ĕçлет, лартас тенĕ пьесăсене лартать, казах тапхăрĕ уншăн пултарулăх енчен чăннипех те тухăçлă та ăнăçуллă килет. Ку — пĕр енчен. Тепĕр енчен вара — унăн чунĕ-чĕри кашни самантрах хăйне хĕссе кăларнă тăван Чăваш çĕрнех туртăнать, чăваш театрĕшĕн, чăваш чĕлхишĕн татти-сыпписĕр ыратать. Юрать, Интернет пурччĕ ĕнтĕ вăл вăхăтра. Кашни каç Шупашкарпа, мăшăрĕпе, тусĕсемпе калаçать вăл, çапла майпа кăштах чунне лăплантарать. Унсăр пуçне тата, паллах, тăван чăваш чĕлхипе сăвăсем çырать, швед чĕлхине вĕренсе швед поэзине чăвашла куçарма тытăнать.
Литература тенĕрен, сăвă таврашне вăл Канашри педагогика училищинче вĕреннĕ чухнех çырма пуçлать, республика шайĕнче пуçласа 1972 çулта «Коммунизм ялавĕ» хаçатра пичетленет. Каярахпа унăн сăввисем çамрăк авторсем валли кăларса тăнă «Çеçпĕл çеçкисем», «Çĕнĕ кĕвĕ», «Утăм» текен сборниксенче тухкалаççĕ, журналсем вара унăн сăввисене ытла пит хапăлламаççĕ, вăл хăй те çав журналсенче пит пичетленесшĕнех çунмасть. Çав вăхăталлах Чăваш кĕнеке издательстви «Çул курăкĕ» ятпа тăватă авторăн /çав шутра Иосиф Дмитриевăн та/ самай пысăкшар сăвă ярăмĕсене пĕр хуплашка айĕнче пуçтарса кăларать. Хăйне хальлĕн, хăйĕн ятне кăна çырнă хуплашкаллă кĕнеке пĕрре те тухман унăн.
Çавна шута илсе эпир, Иосифăн тусĕсем, кăçал çулла çине тăрсах унăн сăввисен кĕнекине хатĕрлеме тытăнтăмăр. Кĕнеке «Хĕрĕх Чалăш Хĕрлĕ Ту» ятлă пулать, вăл çак кунсенчех типографирен тухмалла. Шел, Иосиф ăна хăй аллинче тытса кураймасть ĕнтĕ, анчах кĕнекин ятне те вăл хăй пачĕ, хуплашка çинчи ÿкерчĕкне те — Станислав Юхтар ĕçне — хăй тупрĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.