Archive - Раштав 2018

декабрь 28th

28 Раштав, 2018

«Вăрăмхăвасемпе тăва та çавăрма пулать»

Казначеевсен çемйипе республика шайĕнче иртнĕ «Çулталăк çемйи» конкурса пĕтĕмлетнĕ чухне паллашма тÿр килчĕ. Пĕр килте авалхи йăла-йĕркене пăхăнса виçĕ ăру пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнни, çемье пахалăхĕсене упрани килĕшрĕ мана. Вĕсемпе курнăçас тĕллевпе Елчĕк районĕнчи Вăрăмхăвана çула тухрăм. Сăмахăм паян кил хуçи хĕрарăмĕ, асăннă ялти клуб заведующийĕ, вулавăш хуçи Лариса Казначеева çинчен.

декабрь 27th

27 Раштав, 2018

"Самант" журнал, 12 №, 2018 çул

27 Раштав, 2018

Юратнисене кăна ятран чĕнет

6 çул каялла Шупашкарта пурăнакан Наталья Дмитриевăна йывăр чир ураран ÿкернĕ. Хĕрарăмăн инфаркт пулнă. Тивĕçлĕ канăва тухнăскерĕн пенсийĕ хаклă йышши эмелсем туянсах пĕтнĕ. Ывăл-хĕрĕ амăшне пулăшнă-ха, анчах пурнăç тăршшĕпе ĕçлеме хăнăхнăскер хăех йывăр лару-тăруран тухмалли меслет шыраса тупнă — сысна ĕрчетме пуçланă.

Сысна аçи тупма йывăр

27 Раштав, 2018

«Хама хÿтĕлеме пĕлетĕп»

Ольга КОНДРАТЬЕВА юрăçра, туршăн та, чăваш хĕрĕн мĕн пур илемĕ пуль. Тин çеç пиçсе çитнĕ çĕмĕрт куçĕ, тăпăл-тăпăл кĕлетки, шăнкăртатса юхакан çăл куç пек илĕртÿллĕ кулли, çут çанталăк панă янкăс та уçă сасси... мана çеç мар, чăваш юрри-кăввине юратса хаклакансене те килĕшеççĕ.

27 Раштав, 2018

Йытă пĕрисене «çыртнă», теприсене телей кÿнĕ

Евгений Петросянпа Елена Степаненко Раççей кулăш ăстисем 33 çул пурăннă хыççăн тăрук уйрăлчĕç. Урăх çулсемпе утма тытăннă пулсан та пурлăхне ниçтан пайласа пĕтереймеççĕ. Лера Кудрявцева телеертÿçĕ вара 47-ре ача çуратрĕ!

27 Раштав, 2018

Тăвай çăлтăрĕ

Ангелина Петрова ачасен хушшинче иртнĕ «Тăвай çăлтăрĕсем» эстрада юррин конкурсĕнче чи хаклă парнене — Гран-прие — çĕнсе илнĕ. Вăл Тăвай районĕнчи Тăвай шкулĕнче вĕренет. Пике 10 çултанпах юрă тĕнчипе туслă.

Pages