Комментари хушас

27 Раштав, 2018

Хĕл Мучи парни – Фентик

«Хаклă Хĕл Мучи, тархасшăн, парнеле-ха мана пони!» — аслă хĕрĕн çырăвĕнчи йĕркесене вуласан ашшĕпе амăшĕ шухăша путса пуçне хыçнă. Ăçтан тупас ку чĕр чуна? Хĕл Мучи хуравпа нумай кĕттермен: «Пони хĕлле сан патна çитеймĕ. Çулсене юр хÿсе лартнă, сивĕ... Çуркунне эсир унпа тĕл пулатăрах!» Унччен вара пĕчĕк Ульянăна шур сухал лашасем пирки кĕнеке вулама, кино пăхма сĕннĕ. Ара, кайран выльăха хăйĕнех астумалла пулать вĕт. Юр ирĕлсе пĕтнĕ çеç, хĕрачан пысăк ĕмĕчĕ пурнăçланнă та: пĕр ирхине картишне тухнă та — пони тăрать!

Юмах мар ку, чăн пурнăçри асамлăх. Фентик пони Красноармейски районĕнчи Именкассинчи Васильевсен туслă çемйинче хÿтлĕх тупнă. Аслă Устюгран мар, Челябинск облаçĕнчен çитнĕ вăл чăваш ялне. Çемье пуçĕ Олег тĕпренчĕкĕсен ĕмĕтне пурнăçламашкăн тĕнче хĕррине те çитме хатĕр. «Аслă хĕрĕмĕр Ульяна лашасене кăмăллани ултă çултах палăрчĕ. Янаварсем пирки мультфильмсем пăхрĕ. Аквариумри пулă, килти йытă-кушак пачах кăсăклантармарĕç. Унăн ĕмĕтне кура Çĕнĕ Шупашкарти ипподрома пĕрре мар çитсе килтĕмĕр, ун хыççăн шухăшĕ çирĕпленчĕ çеç. Вара Хĕл Мучи патне çыру çырма сĕнтĕм. Кулленхи пурнăçа асамлăх кĕртме пĕлмелле. Ачасемшĕн ку питĕ пĕлтерĕшлĕ. Чăвашра лаша, пони тытакансемпе çыхăну тытрăм, пĕчĕк ача валли юрăхлă ут тупăнмарĕ. Челябинск хулинче аякри тăвансем тĕпленнĕ, вĕсем пони ферми тытаççĕ. Вĕсемпе канашланă хыççăн çула тухрăм. Çапла майпа Хĕл Мучи парни адресат патне çитрĕ», — каласа кăтартрĕ виçĕ хĕр ашшĕ. Халĕ Ульяна 3-мĕш класра пĕлÿ илет пулин те шурă сухаллă асамçă пуррине ĕненет. Унсăрăн епле? Ашшĕ ача чухне хăй те çакна шаннă, Хĕл Мучирен вăрттăн ĕмĕтсене пурнăçламашкăн ыйтнă.
«Ульяна пони тихинчен малтанхи вăхăтра самантлăха та уйрăласшăн марччĕ. Хăех апатлантарма, турама тăрăшатчĕ. Фенси Хат ятлăскере эпир кĕскен чĕнетпĕр — Фентик. Иккĕмĕш хĕр Маша та çитĕнерехпе картише тăтăш тухма тытăнчĕ. Кроликсемпе те аппаланма юратаççĕ. Канмалли кунсене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ ачасем, яла çитсе Фентикпе вылясшăн. Ирĕк парсан кунĕн-çĕрĕн ун патĕнче кăштăртатма хатĕр вĕсем. 80 килограмм таякан выльăха утланса ярăнаканăн кĕлетке виçи 20 килограмм ытларах пулмалла мар. Çуна кÿлсен пони çитĕннисене те туртма пултарать. Фентик Европăри мини-пони шутланать. Ахальлинчен те пĕчĕкрех, лутрарах вăл. Çавна май Ульяна тăватă ураллă тусне хĕрхенет, хăй çитĕнсе пынăçемĕн сахалрах ярăнма тăрăшать», — Васильевсемшĕн те, ялти ытти ача-пăчашăн та тус пулса тăнă чĕр чунпа çапларах паллаштарчĕ 35 çулти çамрăк ашшĕ. Апатлану рационĕ ансат: хĕлле — утă, сĕлĕ, пахча çимĕç, çулла — ешĕл курăк. Çерем çинче çÿренĕ чухне унран ача-пăча хăпмасть, пĕчĕк утпа кăсăкланаççĕ, сăн ÿкерĕнеççĕ. Фермăра çут тĕнчене килнĕ Фентик пĕчĕкренех çынна хăнăхнă, тихасене çулталăкран амăшĕнчен уйăраççĕ. Яла килсен çĕнĕ хуçисене те часах хăнăхнă, хыççăн пĕр утăм юлмасăр çÿренĕ. Çĕнĕ çынсене те часах çывăха ярать, уйрăмах сахăр е типĕтнĕ çăкăр çитерсен.
«Ялта ĕç вырăнĕ çукран хулара тĕплентĕмĕр. Тăван ял Шупашкартан инçе мар вырнаçни меллĕ, час-часах унта çитсе килме май пур. Ачасем асламăшĕ патне килме кăмăллаççĕ, урамра чупаççĕ. Кăçал çемьере инкек пулчĕ, атте пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Унччен картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраттăмăр, ĕне-вăкăрсăр пуçне кроликсем тытаттăмăр. Мĕн ачаран выльăх-чĕрлĕх пăхса, юратса çитĕннĕ эпĕ, хĕр пĕрчисене ку ен куçнă ахăртнех», — калаçрĕ Олег.
Мăшăрĕпе Ольгăпа Шупашкарта аслă пĕлÿ илнĕ чухне паллашнă вăл. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Нина ЦАРЫГИНА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.