Archive - 13 Раштав, 2018

13 Раштав, 2018

Хÿхĕм те йăрăс пÿллисене, лайăх калаçакансене йышăнаççĕ

«Çăмăл ĕç, аван тÿлетпĕр! Меллĕ график. Тăхтамасăр халех шăнкăравлăр!» — тенĕ пĕлтерÿре. Чăнах та, шантарнă пекех 40-45 пин тенкĕ тÿлеççĕ-ши? Тăхтамасăр шăнкăравларăм. «Тăрăшса ĕçлесен уйăхне 50 пин тенкĕ таран ĕçлесе илме пулать», — хурава илтсен чутах редакци ĕçне пăрахса тухса каяттăм.

13 Раштав, 2018

Ял çынни мĕн чухлĕ çÿп-çап пăрахать?

Хисеплĕрен те хисеплĕ «Çамрăксен хаçатĕнче» ĕçлекенсене ырă кун! Хаçата кашни çул çырăнатпăр, интересленсе вулатпăр. Тăвай районĕнчи Чутей ялĕнче пурăнакансем патне «Экоцентр» МВК» ОООран квитанци килни çинчен калаçрĕç. Унччен те пулмарĕ, пирĕн почта ещĕкне те килсе выртрĕ вăл.

13 Раштав, 2018

Чăваш поэзине салтак кутамккипе килнĕскер

Чăваш халăх поэчĕ, Туслăх орденне тивĕçнĕ Юрий Сементер халĕ те çырмасăр пĕр кун ирттермест. Компьютер, гаджет таврашне алла тытмастăп тесе сăмах панăскер алă вĕççĕн çырать. Акă «Мамай сăртламĕ» вĕр çĕнĕ поэма «пиçсе» тухнă — паян тесен паян кĕнеке кăлар.

13 Раштав, 2018

Поза ун пек лайăх кăтартакан çук

Натурщик ĕçне авалхисенчен пĕри тесе çирĕппĕнех калама пулать. Унччен те, халĕ те ÿнерçĕсем çак енĕпе тăрăшакансене пăхса картина хайлаççĕ. Пĕр-пĕр позăра палăк пек хускалмасăр тăма çăмăл-и? Унашкал çыннăн мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулма тивет?

13 Раштав, 2018

Кăмăлĕ те, тĕллевĕ те — çирĕп

Муниципалитет шайĕнчи пĕр олимпиадăран тин çеç тухнăскер редакцие çĕкленÿллĕ кăмăлпа килсе çитрĕ. Сивĕ çĕртен кĕнĕскерĕн пит çăмарти хĕрелсе илемленнĕ, сасси чĕвĕл-чĕвĕл.

13 Раштав, 2018

Я – чувашка

Я – единственная чувашка в семье. Но, к сожалению, я не знаю своего родного языка. Мой папа был чуваш, а мама русская. Так получилось, что папы больше нет на этом свете. Поэтому со мной рядом нет такого человека, который учил бы меня чувашскому языку.

Pages