Хаçатăн юбилейлă номерĕ

13 Раштав, 2018

Сирĕн алăра вăл. «Кил-çурт, хушма хуçалăх» 1999 çулхи утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче тухма пуçланă. Унтанпа 19 çул ытла иртрĕ. Тепĕр çул хаçат тухма пуçлани 20 çул çитет — каллех юбилей. Паянхи номер вара тăватă цифрăллă числона пуçлать. Çак тапхăрта пин-пин вулакан хăйне кăсăклантаракан ыйту хуравне тупма пултарчĕ пулĕ тетпĕр. Хаçат хуçалăх ĕçĕсене йĕркелесе пыма пулăшу кÿме пултартăр тесе ĕçлетпĕр. Малашне те хаçата сире кăсăклантаракан ыйтусем тавра йĕркелесе пыма тăрăшăпăр.
Хаклă вулакансем, эсир вара пирĕнпе çыхăну тытма ан именĕр. Халĕ кашнин кĕсйинчех телефон пур. Сирĕнтен килекен çырусемпе шăнкăравсем пире хаçата еплерех йĕркелемеллине палăртма май параççĕ.
Чылай çул хушшинче кирек мĕнре ĕçре те — выльăх ĕрчетесси е пахча çимĕç çитĕнтересси, пыл хурчĕ тытасси е сад пăхасси, е тата апат-çимĕç хатĕрлесси — кашнин хăйĕн ăслайĕ пуçтарăнать. Хăвăр уçнă ăнăçу вăрттăнлăхне вулакансемпе пайлама сĕнетпĕр. Кăсăк ĕçпе паллаштаракансене редакци парнесемпе хавхалантарĕ. Сиртен çырусем, шăнкăравсем кĕтетпĕр. Малашне те пирĕнпе пулма чĕнетпĕр. Çырăнтару тапхăрĕ вĕçленсе пырать, юратнă кăларăмсăр ан юлăр!

www.hypar.ru

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.