- Чăвашла верси
- Русская версия
Кăмăлĕ те, тĕллевĕ те — çирĕп
Муниципалитет шайĕнчи пĕр олимпиадăран тин çеç тухнăскер редакцие çĕкленÿллĕ кăмăлпа килсе çитрĕ. Сивĕ çĕртен кĕнĕскерĕн пит çăмарти хĕрелсе илемленнĕ, сасси чĕвĕл-чĕвĕл. Уçă та ырă кăмăллă, маттур хĕр пĕрчи — çакăн пек хак патăм темиçе минут сăмахланă хыççăнах Шупашкарти 56-мĕш шкулта 9-мĕш класра ăс пухакан Инесса Сильвестровăна. Чăнах та, йăнăшмарăм…
Портфолио Хисеп хучĕпе тулли
Шкул ертÿлĕхĕ Инессăнатĕслĕхлĕ шкул ачисен ретне кĕртни ахаль мар. Хĕрача вĕренÿре «5»-семпе кăна ĕлкĕрсе пырать, тĕрлĕ олимпиадăна хутшăнса малти вырăнсене тивĕçет. Вăл 1-мĕш класранах лайăх вĕренекенсен йышĕнче пулма тăрăшнă. Çĕннине пĕлес туртăм ăна паян та малаллах талпăнма хистет.
9-мĕш класра 24 ача ăс пухать, вĕсенчен 3-шĕ — вĕренÿ отличникĕ. Аслă класра вĕреннĕ май хĕрача умĕнче пуласлăхра мĕнле професси суйлас ыйту та тăрать. Ÿкерме юратнăран мультипликатор пулас шухăш та тĕвĕленнĕ унăн пуçĕнче, анчах çак ĕмĕте пăрахăçланă. Çывăх çыннисем Инессăна тухтăр профессине алла илме сĕнеççĕ. Анчах хĕрача çакă хăйĕн маррине аван туять. Ăна çынсемпе куçа-куçăн хутшăнма май паракан професси ытларах илĕртет, вăл прокуратура, суд, адвокатура ĕçченĕсен ретне тăрасси пирки шухăшлать. Хальлĕхе мĕнле професси алла илессине çирĕппĕн палăртман пулин те унăн тĕллев — 11-мĕш класс пĕтересси.
Инесса 7-мĕш класра вĕреннĕ чухнех «Живая классика» илемлĕ вулав конкурсне хутшăнса шкулти тапхăрта çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Малтанах шкул шайĕнче, унтан тапхăрсемпе хула, республика, Раççей шайĕнче иртекен конкурсра мала тухма пачах та çăмăл мар. Пĕр-пĕр хайлаври сыпăка илемлĕ, палăртуллă вуланипе пĕрлех куракан чĕрине те витермелле-çке. Ку вара — пысăк ăсталăх. Инесса конкурсăн хула шайĕнчи тапхăрĕнче призерсен ретне кĕнĕ.
— Эпĕ ытларах кулăшларах хайлавсем кăмăллатăп, лирикăллисене килĕштерсех каймастăп. Пурнăçра кулянмалли ахаль те нумай, çавăнпах хаваслисене вулама тăрăшатăп, — чунне уçрĕ хĕрача. Кăçал та вăл «Живая классика» конкурса хутшăнма тĕллев лартнă, олимпиадăсем вĕçленсен хатĕрленме тытăнĕ.
Сцена тыткăнланă
Пултарулăхсăр çын çук теççĕ. Инесса та маттур — ташлама, юрлама юратать. Вăл кĕçĕн классенче «Суварята» ташă ушкăнĕнче ăсталăха аталантарнă, кайран эстрада ташшине алла илнĕ. «Пачах та çăмăл марччĕ, çут çанталăк кĕлеткене пиçĕлĕх паман. Шпагат, канат, колесо тăвасси маншăн йывăр. Çак элементсем çук ташăсене çÿрес килет. Кĕлетке пиçĕлĕхĕ япăхрах пулин те аван ташлатăп, мана шкулта та, ташă студийĕнче те мала тăрататчĕç», — экзаменсем тытсан каллех студине таврăнас кăмăлпа пурăнать Инесса.
Эстрада ташă ушкăнĕпе пĕрле пысăк сцена çине тухнине вăл паян та лайăх ас тăвать. Урăх тĕнчене лекнĕ пек туйнă хăйне Инесса.
— Сцена çине тухрăмăр, залри çутта сÿнтерчĕç. Куракансем пачах курăнмаççĕ. Илемлĕ кĕвĕ… Хусканусем… Çулталăк тăршшĕпех вĕреннĕ ташша сцена çинче кăтартрăмăр. Çав тери хăпартлануллă кăмăл-туйăмпа ташланăччĕ ун чухне, концерт хыççăн та чылай вăхăт хавхаланса çÿрерĕмĕр. Çакна тата туйса курас килет, — тет вăл.
Инесса спортра ÿсĕмсемпе палăрса каймасть пулин те сывă пурнăç йĕркине пăхăнать. Кашни каçах вăл çывăхри шкул стадионĕнче темиçе çаврăм чупса тухать, тĕрлĕ хусканупа ÿт-пĕве çирĕплетет.
Отличник пулма çăмăл-и?
Пуринчен те лайăхрах пулма çăмăл-и? Паллах, çук. Пур предметпа та тарăн пĕлÿ илес тесе Инессăн самаях вăй хума тивет. Вĕрентекенсем те çирĕп ыйтаççĕ. Ачасенчен нумайăшĕ пĕлÿ илесси çине çăмăлттайла пăхни тĕлĕнтерет хĕрачана. «Манăн та урама уçăлма тухас, юлташсемпе калаçас килет. Анчах та пĕрремĕш вырăнта халĕ — экзаменсем. Уроксене нумай вăхăт уйăратăп, сайра хутра кăна юлташсемпе уçăлса çÿретпĕр. Доклад, презентаци хатĕрлемелле чухне çурçĕрчченех ларма лекет», — чĕвĕлтетет пике. Уроксенче илнĕ пĕлĕве вăл видео-уроксем пăхса çирĕплетет. Малалла вулас...
Вера ШУМИЛОВА. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас