Комментари хушас

Занятисем вĕçленнине систерсе сасартăк шăнкăрав сас пачĕ, кĕçех Муркаш районĕнчи Юнкă шкулĕнче вĕренекенсем классенчен шавлăн ыткăнса та тухрĕç. Ара, киле камăн хăвăртрах çитес килмĕ? Ачасем ăшă тумланса ушкăнăн-ушкăнăн шкул картишне тухса пĕтсен тин çеç хыттăн янăраса тăнă пĕлÿ çурчĕ пĕр хушă шăпланчĕ. Çаплах-ши? Çук иккен. Коридорпа темиçешерĕн пуçтарăннă ачасем хуллен калаçса утаççĕ. Секцисемпе кружоксенче ăсталăхпа пултарулăха туптакансемпе хушма пĕлÿ илекенсене расписание кĕртмен «уроксем» кĕтеççĕ-мĕн.
Татьяна Ермакова тата Екатерина Федорова ертсе пыракан «Лесовички», «Çамрăк эколог» кружоксене тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем çÿреççĕ. Хăйсен ĕçне чунтан парăннă педагогсене пула мĕн пĕчĕкрен тăван тавралăх илемне туйса çитĕннĕрен хавхаланса кĕтеççĕ дневникре çук «уроксене» вĕсем. Занятисене пĕрне те сиктермесĕр çÿресе çĕнĕ темăпа тĕплĕн паллашаççĕ. Практикăпа çыхăннисем уйрăмах кăсăклă иртеççĕ. Конкурссене ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин, «Сăрьен» патшалăх усравлăхĕн специалисчĕсем, «Эткер» центрпа Чăваш наци му-зейĕн методисчĕсем çивĕч хаклаççĕ. Апла пулин те Юнкăсем 2008 çултанпа — призерсен йышĕнче. Юлашки виçĕ çул çĕнтерÿпе таврăнаççĕ. Кăçалхи 32-мĕш слетра та çамрăк зоологсемпе ботаниксен, вăрманçăсемпе гидробиологсен тупăшăвĕнче мала тухрĕç. Командăпа паллаштарса тата «Хунав» конференцире иккĕмĕшсем пулчĕç.
Татьяна Ермакова шкул директорĕ пулнăран та пулĕ пĕтĕм вăй-халне команда çитĕнĕвне халаллать. Ачасем Екатерина Федорова биолог та занятисене çÿллĕ шайра ирттернине палăртрĕç. Вăл çак шкултанах вĕренсе тухнă, кружока хастар çÿренĕ. Пĕр çулхине Беларуçре иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери слетра тăван çĕршыв чысне хÿтĕлесе виççĕмĕш вырăн йышăннă. Шкула ылтăн медальпе пĕтерсе ЧПУна экономиста вĕренме кĕнĕ. Анчах биологие чунтан юратнăран тепĕр çулах ЧППУна çул тытнă. ЧПУра малалла куçăмсăр майпа пĕлÿ илнĕ. Харăсах икĕ университетра вĕренме мехел çитернĕ. Халĕ вара çамрăк педагог тăван шкул çитĕнĕвĕшĕн вăй-халне шеллемест. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Валентин ГРИГОРЬЕВ. Сăн ÿкерчĕке шкул сайчĕн архивĕнчен илнĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.