Комментари хушас

Ангелина Петрова ачасен хушшинче иртнĕ «Тăвай çăлтăрĕсем» эстрада юррин конкурсĕнче чи хаклă парнене — Гран-прие — çĕнсе илнĕ. Вăл Тăвай районĕнчи Тăвай шкулĕнче вĕренет. Пике 10 çултанпах юрă тĕнчипе туслă.
Район шайĕнчи конкурс кăçал 9-мĕш хут иртнĕ. 26 номер хушшинче Ангелина шăрантарнă «Победитель получает все» юрă жюри членĕсене пуринчен ытла тыткăнланă. 10-мĕш класра вĕренекен чиперук бассейна тÿлевсĕр пĕр уйăх çÿремелли сертификата тивĕçнĕ.

www.hypar.ru

Валентина ФЕДОРОВА хатĕрленĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.