Комментари хушас

25 Раштав, 2018

НДС хушăннăран тÿлев пысăкланать

ЧР Министрсен Кабинечĕн 2018 çулхи раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнчи 512-мĕш йышăнăвĕпе 2019 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен хушма хакран тытакан налук НДС ставки улшăннă май халăха парса тăракан çут çанталăк газĕн сутлăх хакне çĕнĕрен çирĕплетнĕ. Унпа республикăн конкуренци политикин тата тарифсен службин ертÿçи Марина Витальевна Кадилова паллаштарать.

— Кăрлач /январь/ уйăхĕн 1-мĕшĕнчен НДС ставки 20% танлашать. Çавна май граждансен коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн хывакан тÿлевĕ асăннă кунран пуçласа 1,7% ÿсет.
НДС 20% пулассине шута илсен Чăваш Енре кашни кубла метр газ 5,62 тенкĕ тăрĕ, вăл кашни кубометршăн 9 пус хаклăрах пулĕ.
Котельнăйĕнчен парса тăракан вĕри шывпа ăшăтакан тата унпа усă куракан, газа шута илмелли прибор ларттарман пурăнмалли вырăнти газ плитипе апат хатĕрленĕ чухне пулакан тăкака саплаштарма кашни çыншăн уйăхра 67,44 тенкĕ тÿлеттерме пуçлаççĕ /5,62 тенкĕ кубометр Х 12 кубла метр çын/. Ку тÿлев 1,7% е 2019 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕчченхи 66,36 тенкĕрен 1,08 тенкĕ хаклăрах.
Иртнĕ çулсенче коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тарифĕсене çулталăкра пĕр хутчен çеç — утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен — çирĕплетнĕ, çак йĕркене тĕпе хурса вăтамран 4% индексациленĕ. Йышăнăва улшăну НДСа пысăклатнине пăхмасăр тÿлев виçине хальхи хакран ÿстерес мар тесе кĕртнĕ.
Кăрлачăн 1-мĕшĕнчен коммуналлă пулăшу ĕçĕсен ытти тĕсĕн хакĕсем те улшăнаççĕ. Сăмахран, республикăри хуласенче пурăнакансемшĕн электроэнерги кашни кВт/сехетшĕн 3,3 тенкĕ — кăçалхинчен 1,6% хаклăрах — пулĕ. Ялсенче пурăнакансемшĕн кашни кВт/сехетшĕн 2,31 тенкĕ — хальхинчен 1,4% хаклăрах — хывмалла /кашни кВт/сехетшĕн кăçалхи виçерен 5 тата 3 пус хушăнать/.
Сивĕ тата вĕри шыва пăрăхпа çуртсене çитерессипе, таса мар шыва пурăнмалли вырăнтан юхтарса тăрассипе, вĕри шыв парса ăна ăшăтассипе çыхăннă ĕçсен тарифĕсене ресурссемпе тивĕçтерекен кашни организаци валли уйрăммăн палăртĕç. Потребительсем коммуналлă ресурссемшĕн вĕсене пурăнмалли вырăна çитерекен организацисен тарифĕпе килĕшÿллĕн тÿлĕç. 2019 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тарифсен улшăнăвĕ НДС хывакан организацисенчен коммуналлă пулăшу илекен потребительсене пырса тивет.
Йăлари хытă каяш çаврăнăшне йĕркелекен регион операторĕ кÿрекен пулăшу ĕçĕсен тарифĕсене те улшăну кĕтет.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ ыйтса пĕлнĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.