Archive - 2015

февраль 17th

17 Нарăс, 2015

Çĕр-аннене хисеплемелле

Мăшăрăмпа иксĕмĕр хура куракла пурăнатпăр: хĕлле - хулара, çăва тухсан - ялта. Пире, çĕр çыннисене, усă курман лаптăксене хытхура тата хăй тĕллĕн шăтса тухнă хунав пусса илни шухăшлаттарать. Сухаламан, тухăçпа савăнтарман уйсем унта та кунта сарăлса выртаççĕ. Вăрмансенче те йĕрке çук, санитари тасатăвĕ ирттерменнипе вĕсем хăрăк туратпа, çĕршĕнсе хуçăлнă йывăçпа тулса ларнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче çĕкленĕ выльăх-чĕрлĕх комплексĕсем паян арканса-ишĕлсе лараççĕ, тавралăха сăнсăрлатаççĕ. Пирĕн тăрăхри "Слава" совхоз çак ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче путланчĕ. Икĕ хутлă кантурĕ пушах ларать.

17 Нарăс, 2015

Чăвашла маннă тейĕн...

Иртнĕ çулхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккассири шкулăн 125 çулхи юбилейне паллă тумашкăн кунта тĕрлĕ вăхăтра пĕлÿ илнĕ ентешсем таçтан та пухăнчĕç. ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин, район администрацийĕн представителĕсем те уява хутшăнчĕç. Вĕренÿ учрежденине парнепе чыслакан сахал мар пулчĕ паллах.

Мана вара урăххи канăçсăрлантарчĕ: тухса калаçакансем те, чыславшăн тав тăвакансем те пурте тенĕ пекех вырăсла пуплерĕç, шкул ачисем те вырăс юррисене шăрантарчĕç - итлесе ларакансене хăйсем çак чĕлхене аван пĕлнине кăтартасшăн пулчĕç ахăр.

17 Нарăс, 2015

Инвалид пулăшу кĕтет

Манăн кукамай - пĕрремĕш ушкăн инваличĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче ытти çамрăкпа пĕрле ăна та вăрман касма янă. Кунĕпе ĕçлесе ывăннăскерсем хĕллехи пĕр кун мунча кĕме кайнă. Çăвăнса тухнăскерсене типĕнсе çитмесĕрех тыл ĕçченĕсем пурăнакан общежитие каялла илсе пынă. Çатăр сивĕре кукамайăн çÿçĕ самантрах пăрланса ларнă, пуçĕ хытă шăннă. Ăшă пÿлĕме кĕрсен вăл кăмака çумне тĕршĕннĕ. Çине-çинех сунаслама тытăнсан хăлхи шавлама пуçланă, ун хыççăн унăн çурхахĕ çурăлса кайнă - çирĕм çиччĕри çамрăк хĕрарăм самантрах инвалид пулса тăнă. Тухтăрсен диагнозĕ: икĕ хăлхи те илтми пулни.

17 Нарăс, 2015

Старта! «Ылтăн шайба чĕнет»

Аллă çул каялла "Пионерская правда" хаçатра пичетленнĕ чĕнÿ пĕтĕм çĕршыври çамрăк хоккейçăсене çĕнĕ турнира йыхравланă. Çапла çуралнă "Ылтăн шайба". Пиншер ачана савăнтаракан, пĕрлештерекен, туслаштаракан вăйă паян та илĕртÿллĕн пĕтĕм тĕнчене тухатлать.

17 Нарăс, 2015

Пуçласа - Сăр тăрăхĕнче

Кăçалхи чи пĕлтерĕшлĕ те чи пысăк ăмăртусенчен иккĕшĕ - июнĕн 20-21-мĕшĕсенче Шупашкарта ирттерме палăртнă çăмăл атлетика енĕпе Европа чемпионачĕ тата февраль вĕçĕнче Пермь крайĕнчи Чайковский хулинче пуçланакан Пĕтĕм Раççейри ял спортсменĕсен хĕллехи вăййисем.

февраль 14th

14 Нарăс, 2015

«Чăваш хĕрарăмĕ» № 5 /875/ 14.02.2015

14 Нарăс, 2015

“Эпĕ - Раççей гражданинĕ”

Вулаканăм! Çĕнĕ рубрика “Çăлтăр сехечĕ” сĕнетпĕр. Паллă çынсене паян мĕн ытларах канăçсăрлантарать - çакăн пирки вĕсем хăйсем каласа кăтартĕç. Юратнă хаçат страницисенче сирĕн тата кама сăмах парас килет - çырса пĕлтерĕр.

14 Нарăс, 2015

Алексей АЛЬФОНС: «Хушаматран кулнăшăн кÿренместĕп»

Вĕçĕ-хĕррисĕр юрату тытса тăрать çынна çак тĕнчере. Вăл хальхи пурнăçпа çырлахма, ырă малашлăха шанма вăй парать. Ку туйăм анлăшне сăмахпа уçса пама та çăмăлах мар. Ăна чун, чĕре витĕр кăлармалла.

14 Нарăс, 2015

Тăкак виçине пĕлес килет-и?

Çак йĕркене пурнăçа кĕртесси çинчен Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2014 çулти июлĕн 25-мĕшĕнчех хушу кăларнă. Пирĕн республикăра медицина пулăшăвĕн хакне пĕлтĕрхи ноябрĕн 1-мĕшĕнчен çырса палăртма пуçланă. Çулталăк вĕçлениччен 238 пин справка панă. Сывлăх сыхлавĕнчи çĕнĕлĕх çинчен халăха массăллă информаци хатĕрĕсем урлă пĕлтернĕ.

Pages