Алексей АЛЬФОНС: «Хушаматран кулнăшăн кÿренместĕп»
Вĕçĕ-хĕррисĕр юрату тытса тăрать çынна çак тĕнчере. Вăл хальхи пурнăçпа çырлахма, ырă малашлăха шанма вăй парать. Ку туйăм анлăшне сăмахпа уçса пама та çăмăлах мар. Ăна чун, чĕре витĕр кăлармалла.
"Альфонс ăçта? Халь кăна кунтахчĕ-çке", - унталла-кунталла пăхкаларĕç Кÿкеçри ваттисемпе сусăрсен çуртĕнче. Çук-ха, ниçта та тухса кайман вăл. Ку çурта карантина хупнăран хăйĕн пÿлĕмĕнчен тухса кĕтсе илме палăртнă мана Алексей Егорович. Анчах шухăшне темшĕн улăштарнă.
Виççĕмĕш хутра тĕпленнĕскер тахăш самантра пĕрремĕшне çитсе те тăчĕ, вăл мана хăйĕн хыççăн утма чĕнчĕ. "Пÿлĕм-мастерскоя кĕртсе кăтартмасăр хамăн пурнăç çинчен мĕнех каласа кăтартайăп-ши?" - çакăнта ĕçлекенсене ÿкĕте кĕртме тăрăшрĕ вăл. Эпир вăрăм коридорпа малалла утрăмăр. Пурнăçа юратакан, анчах хăйсене хăйсем пăхайман çынсене курсан манăн чун хĕсĕнчĕ, куççуль капланчĕ. Анчах вĕсем те çутă ыранхи куншăн савăнма пĕлеççĕ.
Пĕр ĕç
"Эпĕ кунта сăрăсемпех килнĕ", - палăртать Алексей Егорович. Çак кунсенче художник хăйĕн черетлĕ картинине ÿкерсе пĕтернĕ. 3 пайран тăрать вăл. Унта пысăк та туслă çемьене кăтартнă. Ваттисемпе сусăрсен çуртĕнче хăтлăх тупнисен кулленхи пурнăçĕ куç умне тухса тăчĕ. Акă, кĕвĕ-çемме юратаканни купăс калать. Амăшĕ ывăлне курма килнĕ. Çурăмпа ларакан Алексей Альфонс художник аллине яланхи пекех киçтĕк тытнă. Сăн-пичĕ çине пусăм туман пулин те кашни çыннăн хăйне уйрăм тĕнчине уйăрса илме май пур. Ку картина кĕçех ÿнер музейĕнче вырăн тупĕ. Уншăн художник хăпартланать çеç. "Çынсем курччăр, хак паччăр", - тет тивĕçлĕ канури арçын. Унăн ĕçĕсемпе республикăри тĕрлĕ музейра паллашма пулать. Вĕсенче - чăваш халăхĕн терчĕ-нуши, савăнăçĕ, историйĕ, йăли-йĕрки. Тĕрлĕ шайри конкурссенче те мала тухнă ÿнерçĕ. Акă, тĕслĕхрен, "Иван Яковлевăн шкулĕ" картинăна жюри членĕсем пысăк хак панă.
Историри паллă ят
"Хĕрарăм шучĕпе пурăнакан арçынна альфонс теççĕ. Сирĕн хушамат ăçтан пулса кайнă?" - пĕлес килет манăн.
"Ман хушаматран çынсем кулаççĕ. Çавăншăн кÿренмелле-и? Эпĕ хăнăхнă ĕнтĕ. Атте Егор Васильевич хутла вĕренмен пулин те кĕнеке вулама юратнă. Шăпах вăл пирĕн çемье çине йăтăнса аннă инкеке сирес тесе çакнашкал хушамат йышăннă та. Историре Альфонс ятлă патшасем те пулнă. Ахăртнех, вĕсем çинчен вуласа пĕлнĕ вăл.
Ĕлĕкрех пирĕн килте ачасем, манран маларах çуралнисем, вилсе пынă. Эпĕ çут тĕнчене пиллĕкмĕш килнĕ. Çавăнпах, вилĕме улталас тесе, Альфонс хушаматпа çÿреме пуçланă та эпир. Ман хыççăнхисем Зойăпа Мария та чип-чиперех çитĕнчĕç", - каласа кăтартать Алексей Егорович.
Унăн ашшĕ вăрманта йывăр ĕçлесех çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлнă. Пуйăс çине тиесе ямашкăн килти хура лашипе пĕренесем сĕтĕрнĕ вăл. Катка-пичке ăсталанă. Тата йывăç япалана эрешлеме пĕлнипе ыттисенчен уйрăлса тăнă Егор Васильевич. Сĕтел-пукана тĕрленĕ майлах илемлетнĕ. Ĕçе юратнăшăнах хисепленĕ ăна ял-йыш.
Вакун çинче те, пуйăс айĕнче те...
Алексей 7 çултах ашшĕсĕр юлнă. Пĕчĕклех ÿкерес ăсталăх уçăлнă унра. "Малтан хут та, кăранташ та пулман. Чăлан хăми, çын хапхи çине ÿкереттĕм. Кайран ĕлĕкхи сăнÿкерчĕксене хут çине куçарма пуçларăм. Çынсене лайăхах паллама пулатчĕ. Мана валли ĕç тупăнсах тăни те хăват хушнă. Çитменнине тата алла укçа кĕретчĕ. "Турă пысăк пултарулăх панă сана", - мухтатчĕ ял халăхĕ.
Картина сутма Хусана пуйăспа каяттăм. Укçа перекетлес тесе вакун тăррине те хăпарса ларнă, пуйăс айĕнчи ещĕке те кĕрсе выртнă", - пытармасть вăл. Шухă пулнă, ÿксе юласран та хăраман.
Пĕрре çапла картинисене йăтса вакунах кĕрсе вырнаçнă Тăвай районĕнчи Çĕнĕ Пуянкасси ачи. Унăн ĕçĕсене шурă сухаллă ватă çын тÿрех асăрханă. "Хăвах ÿкертĕн-и?" - калаçу пуçарнă хайхискер. Алексей Альфонс сăпайлă та лăпкă çав арçын пачăшкă пулнине тÿрех тĕшмĕртеймен. Вăл ачана чиркĕве чĕннĕ, турăшсене юсаса çĕнетнĕшĕн лайăх тÿлеме шантарнă. 7-мĕш класс вĕренекенĕ хальччен пурнăçламан ĕçе çуркуннехи каникулта хаваспах пуçăннă. Çакăншăн 50 тенкĕ панă ăна. Ун чухне вăй питти çын уйăх тар тăкнă çав укçашăн. "Эпĕ чиркÿрех выртса тăнă. Мана хĕрарăмсем апат пĕçерсе çитеретчĕç", - хăйне ăшшăн йышăннине палăртать Алексей Альфонс.
Кил хуçи вырăнне юлнă арçын ача çемье тĕрекĕ пулнă тесен те йăнăшмăп. Хусанта çавнашкалах ыхра, сухан, çĕрулми сутнă вăл. Укçа-тенкĕ хутпа сăрă кăна мар, пулăпа батон илмелĕх те çитнĕ. Пур кучченеçе те килте çимен, унпа каллех çемье бюджетне пысăклатнă.
Хусанта сутă тăвакан ачасене пĕррехинче йĕрке хуралçисем тытса кайнă. Юлташĕпе иккĕшне вăхăтлăх интерната вырнаçтарнă. Лайăх вĕрентнĕ, тутлă çитернĕ унта чăваш ачисене. Эрнерен тин шыраса тупнă вĕсене тăванĕсем. Каялла таврăнсан хăйсен çул çÿревĕ çинчен ачасем тантăшĕсене тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтартнă.
Халăхпа пĕрле
Алексей Егорович тăван шкулта рисовани, черчени вĕрентнĕ. Ачасене тарăнрах пĕлÿ пама ялтах мастерской уçма шухăш тытнă вăл. Ăнлантăр ĕнтĕ, ку арçын айккинчен пулăшу кĕтсе ларакансен йышĕнчен мар. Тытнă та хыр пĕренисем, чус хăма хатĕрлеме пуçланă хайхискер. Часах ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ. Хăйĕн укçипех этюдниксем, сăрăсем туяннă.
Вăл пулăшнипе çав тăрăхри ачасенчен нумайăшĕ ÿнерçĕ çулне суйласа илнĕ. Алексей Альфонсăн тăван тĕпренчĕкĕсене те куçнă çак пултарулăх.
Юрра-ташша кăмăллаканскер ялти культура çуртĕнче те тăрăшнă. Спектакльсем, концертсем хатĕрленĕ. Вырăнти артистсем лашапах юнашар ялсене çитнĕ. Чăваш туйĕпе район çыннисене кăна мар, республика халăхне те тĕлĕнтернĕ вĕсем. "Туй пуçĕн сăмахĕсене хам шухăшласа çыртăм", - тет Алексей Егорович. Халĕ те пĕр йĕрки те манăçман. "Сывă пултăр юрату!" - эпĕ те вĕçне ас туса юлтăм.
Шалкăм çапсан
Инкек куçа курăнса килмест теççĕ. 1996 çулхи çуркунне качака валли турат касма йăмра çине хăпарса кайнă вăл. Шăпах çав кун унăн пурнăçĕ тĕпрен улшăннă. Хайхискер шăн çĕр çине хытах ÿкнĕ. Кăкăр шăмми, пуçĕ суранланнă. Шалкăм çапнăскер больницăра 9 талăк хускалмасăр, тăнсăр выртнă.
Ура çине тăма хал çитерсен Мускав тухтăрĕсенчен те пулăшу ыйтнă арçын. Хăй каланă тăрăх, вĕсем пурнăç тăршшĕпех ытларах хускану тума сĕннĕ.
Пĕчĕкренех спортпа туслăскерĕн кашни кун зарядкăран пуçланать. Çамрăк чухне район, республика ăмăртăвĕсенче те палăрнă вăл.
Киленĕç
Алексей Альфонс - йăпанăç тупма пĕлекен çын. Пушă вăхăтра акт залĕнче пианино каласа ĕлĕкхи чăваш юррисене шăрантарать. Итлеме кăмăллă. Каллех аваллăх сăнарланса тухать.
Калаçса тăранма çук Алексей Егоровичпа. Аса илĕвĕнче ăçта кăна çитсе килмерĕ-ши вăл? Çав вăхăтрах художник тăван тăрăхшăн тунсăхланине туйса илтĕм. Унта, паллах, кашни кĕтес çывăх.
"Пурнăçăм çапла çаврăнса килнĕшĕн пĕрре те хурланмастăп. Кунта мана лайăх пăхаççĕ", - терĕ Алексей Альфонс.
Сывпуллашнă чухне ырлăх-сывлăх сунса пĕр ывăç канфетпа хăналарĕ мана художник. Нихăçан та ямăттине хапсăнман Алексей Альфонс. Пачах тепĕр май, мĕн пуррине ыттисемпе пайлама хатĕр вăл.
Çитмĕл саккăр тултараканскер татах ÿкересшĕн, конкурссене хутшăнасшăн, хăйĕн сассипе куракана тыткăнласшăн... Унпа калаçнă май юрату пĕлтерĕшĕ тавра та сăмах хускатрăм. Пурнăç тути-масине ас тивнĕ çыннăн шухăшĕпе, çак туйăм тĕнче илемĕпе киленме май парать. Тĕлĕнтерет те, илĕртет те, çунатлантарать те вăл. "Ăшри юратăва пĕр самантлăха та сÿнтерме юрамасть", - пĕтĕмлетрĕ Алексей Егорович.
Унăн пÿлĕмĕнче турăш кĕтесĕ пур. "Маншăн Турă - вĕçĕ-хĕррисĕр тĕнче. Çăлтăрсене те, уйăха та, хĕвеле те, çынсене те унăн пайĕ пек йышăнатăп", - ăнлантарать арçын.
Кичемленме вăхăт та çук унăн. "Мана хĕрарăмсем пĕрле пурăнма та сĕнеççĕ. Эпĕ хам килĕшместĕп. Капла мана ĕçлеме меллĕрех. Ÿкересси чир майлах вĕт", - хушăран кулса та илет вăл.
Марина ТУМАЛАНОВА.