Комментари хушас

14 Нарăс, 2015

“Эпĕ - Раççей гражданинĕ”

Вулаканăм! Çĕнĕ рубрика “Çăлтăр сехечĕ” сĕнетпĕр. Паллă çынсене паян мĕн ытларах канăçсăрлантарать - çакăн пирки вĕсем хăйсем каласа кăтартĕç. Юратнă хаçат страницисенче сирĕн тата кама сăмах парас килет - çырса пĕлтерĕр. “Çăлтăр сехечĕн” чи пĕрремĕш авторĕ - паллă артист, кулăш ăсти Виталий Сергеев.

Хĕрарăмсен кăларăмĕнче чи малтан чиперуксен тĕлĕшпех сăмах хускатас килет. Паян вĕсен кăшт маларах тухмалла пек туйăнать. Эпир, арçынсем, нумай чух ытларах калаçма, кăкăр каçăртма юрататпăр. Хĕрарăмсем вара çитменлĕхсене тÿрех асăрхаççĕ... Çавăнпа вĕсене ырлăх-сывлăх сунасшăн. Хĕрарăмсем тапăртаттармасассăн арçынсем малалла каяймаççĕ. Хĕрарăмăн чăн-чăн мăй, арçыннăн пуç пулмалла, анчах та иккĕшĕн пĕр çăвартан пурăнмалла - вара ырă çул çине тухма пулать.

Хĕрарăмпа арçынсăр пуçне мана ял пурнăçĕ питĕ пăшăрхантарать. Шел те, паян шкулсем те, клубсем те хупăнса пыраççĕ, ял пурнăçĕ тĕксĕмленет. Чăннипех тĕксĕмленет - паян урамра 3-4 /4 нумай-ха!/ хунар шыраса тупсан лайăх. Те çак яла космосран пăхса тăшман шыраса тупасран хăраççĕ - пĕлместĕп. Республика Пуçлăхĕ ялта çул тăвас енĕпе тимлĕ ĕçлеме хистет. Çулĕ те, çутти те пулмалла - иккĕмĕш тĕлĕшпе те ятарлă программа йышăнсан аванччĕ. Чăн та, программисем пур. Калăпăр: “Таса шыв” текенни. Анчах та юлашки вăхăтра темĕн илтĕнми пулчĕ вăл. Çăлсем вара типсе пыраççĕ. Эпĕ хам çуралнă тăрăхра, Канаш районĕнчи Янкăлч енче, çутă юпи çине хам укçаранах хунар çактарнăччĕ. Перекетлес тĕллевпе çутса сÿнтермеллине те тутартăм. Шел, вăрах савăнтараймарĕ хунар - Канаш электрикĕсем килсе татса кайнă-мĕн ăна. Пĕр шухăшласан, хулара çĕрĕпе çунать, ялта вара капла та каять теççĕ-шим? Ку ыйтăва - урамсенче çутă çутмаллине - çÿлти шайра татса парсан аван. Ял тĕлĕшпе республика ертÿлĕхне пусăм тусах ĕçлеме ыйтас килет.

Ял хуçалăх тĕлĕшпе те çакнах каламалла. Чăн та, Раççей Правительстви ку тĕлĕшпе çанă тавăрма тытăнни куçкĕрет. Республика Пуçлăхне вара çапла сĕнес килет. Пĕр-пĕр кун пур чиновника та рейс автобусне лартса - ĕçри çăмăл машинăпа мар - республика çĕрĕсем тăрăх пăхса çÿреме хăваласа кăларса ямалла. Тухчăр. Курччăр. Çынсемпе калаçчăр. Вырăнти влаçпа мар - вĕсем, паллах, таса хирсене илсе кайĕç - хăйсем тĕллĕн уйсене курса çÿреччĕр. Акманнисене. Вăрман айне пулма пуçланисене. Эпир, артистсем, таçта та çÿретпĕр. Çакна курса чун ыратать.

Культура тытăмĕшĕн, паллах, ытларах пăшăрханатпăр. Пĕр районти культура çурчĕн директорĕ каласа кăтартнă тăрăх, республика çак ведомствин ĕçченĕ “эффективлă мар клубсене” хупма сĕнет-мĕн. “Хупмалла” текенни хăй пĕр учреждени те пулин уçса курнă-ши вăл? Хупма, çĕмĕрме пулать, анчах та - уçма...

Пуçлăхсем критикăна пачах йышăнма пăрахрĕç курăнать. Çамрăксен театрĕн ятарлă çурт çукки пирки хăçантанпа калаçатпăр. Чун чăтманнипе, лав ниепле те вырăнтан тапранманнипе Раççей Президенчĕ патне çырса ятăм. Çыру, паллă ĕнтĕ, хамăрăн министерствăна çаврăнса çитнĕ. Эх, лекрĕ вара мана хăлха чикки! Ĕç туни пулчĕ-и-ха ĕнтĕ ку? Эпĕ çырма пултаратăп паллах - çапах та Раççей гражданинĕ-çке. Хамăн шухăша палăртма, сăмах калама ирĕкĕм пур манăн. Анчах та калаçнинчен усси пултăрччĕ...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.