Комментари хушас

17 Нарăс, 2015

Старта! «Ылтăн шайба чĕнет»

Аллă çул каялла "Пионерская правда" хаçатра пичетленнĕ чĕнÿ пĕтĕм çĕршыври çамрăк хоккейçăсене çĕнĕ турнира йыхравланă. Çапла çуралнă "Ылтăн шайба". Пиншер ачана савăнтаракан, пĕрлештерекен, туслаштаракан вăйă паян та илĕртÿллĕн пĕтĕм тĕнчене тухатлать.

Хоккейла выляса курман арçын ача пур-ши? Çук та пулĕ, кашниех пĕр хутчен те пулин клюшка тытса пăхнах. Çамрăк хоккейçăсене чыслав пьедесталĕ патне чи малтанхи утăмне тума вара "Ылтăн шайба" пулăшать. Раççейри чи паллă спортсменсем - Владислав Третьяк, Александр Мальцев, Владимир Мышкин, Вячеслав Фетисов тата ыттисем хăйсен спорт карьерине шăпах çак турниртанах пуçланă.

1964 çулта пирĕн çĕршыв хоккейçисем канадецсене парăнтарса Олимп вăййисенче ылтăн медаль çĕнсе илеççĕ. Çак пулăмпа хавхаланса пирĕн команда тренерĕ Анатолий Тарасов çĕнĕ турнир пуçарса ярать. Ăмăрту часах чи сумли пулса тăрать. Пĕрремĕш çулах унта 57 команда хутшăннă. Мускаври "Шайба" команда çĕнтерсен турнир ячĕ те çуралнă. Каярах клуб та йĕркеленĕ, ăна чылай çул А.Тарасов хăех ертсе пынă. 1991-2006 çулсенче клуб председателĕ Анатолий Ефименко, 2006-2013 çулсенче Игорь Ромишевский пулнă. Паянхи кун Пĕтĕм Раççейри çамрăк хоккейçăсен клубĕн тилхепине Владимир Петров тытса пырать. Çултан-çул вăй илекен ăмăртăвăн географийĕ те анлăланнă - хальхи вăхăтра "Ылтăн шайбăна" çĕршыври чылай шкул лекме тăрăшать. Çак тапхăрта унта хутшăннă ачасен йышĕ темиçе миллиона çитнĕ Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.