Комментари хушас

17 Нарăс, 2015

Инвалид пулăшу кĕтет

Манăн кукамай - пĕрремĕш ушкăн инваличĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче ытти çамрăкпа пĕрле ăна та вăрман касма янă. Кунĕпе ĕçлесе ывăннăскерсем хĕллехи пĕр кун мунча кĕме кайнă. Çăвăнса тухнăскерсене типĕнсе çитмесĕрех тыл ĕçченĕсем пурăнакан общежитие каялла илсе пынă. Çатăр сивĕре кукамайăн çÿçĕ самантрах пăрланса ларнă, пуçĕ хытă шăннă. Ăшă пÿлĕме кĕрсен вăл кăмака çумне тĕршĕннĕ. Çине-çинех сунаслама тытăнсан хăлхи шавлама пуçланă, ун хыççăн унăн çурхахĕ çурăлса кайнă - çирĕм çиччĕри çамрăк хĕрарăм самантрах инвалид пулса тăнă. Тухтăрсен диагнозĕ: икĕ хăлхи те илтми пулни.

Çавăнтанпа вăл шăпана ÿпкелешмесĕр хăйĕн тĕнчипе пурăнма пуçланă, пĕтĕм йывăрлăха пĕччен тÿссе ирттернĕ. Ирсерен 5 сехетре вăранса кил-тĕрĕшре тăрмашнă, мăнукĕсене халăха юрăхлă пăхса çитĕнтерме тăрăшнă.

Сусăрланнине пăхмасăр тăванĕсем пулăшнипе 1973 çулта пÿрт çĕклемешкĕн мехел çитернĕ, унта 2005 çулхи апрель уйăхĕн 7-мĕшĕччен, çурт кивелсе çĕршĕниччен пурăннă. Ун хыççăн ватă çыннăн Канаш хулинчи хĕрĕ патне куçма тивнĕ. Анчах унти хваттерĕ те Елена Григорьевнăн мар-çке, упăшкин харпăрлăхĕ. Кукамай вĕсен çемйин членĕ пулманнипе хăйне ятăн пурăнмалли кĕтес те çук 97 çула кайнă тыл ветеранĕн. Хăй тĕллĕн çÿреймест вăл, пулăшакан кирлĕ.

Канаш хула администрацийĕн 2010 çулхи апрель уйăхĕн 23-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе Пелагея Константиновна Родионовăна сахал тупăшлисен шучĕпе социаллă найм килĕшĕвĕ тăрăх хваттер кĕтекенсен черетне тăратнă. Анчах та паян кунччен те ăна кĕтсе илеймест. Кунçулĕ çапла çаврăнса тухнăшăн кукамай никама та ÿпкелемест, айăпламасть, ытлашши темех ыйтмасть. Çапах унăн та ватлăх кунĕсене хăтлăхра ирттерес килет.

Кăçал, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 70 çул тултарнă тапхăрта, ватă çыннăн пурнăç условийĕсене лайăхлатма май килмест-ши? Çакна Пелагея Константиновна чăннипех тивĕç вĕт: Çĕнтерĕве çывхартассишĕн вăл та сумлă тÿпе хывнă, фронтри салтаксене пулăшас тесе хăйĕн сывлăхне шеллемен.

С.ГЕРМАНОВА.

Канаш хули.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.