Archive - 18 Авăн, 2015

18 Авăн, 2015

Вăрмана упрасси - кашнин тивĕçĕ

Ăсчахсем çирĕплетнĕ тăрăх - ĕлĕк-авал пирĕн тавралăха талккăшĕпех сĕм-сĕм вăрман хупăрланă. Çынсем вĕсене тырпул, пахчаçимĕç çитĕнтерме касса кăкланă пулин те, республика территорийĕн виççĕмĕш пайĕнче упранса юлнă.

18 Авăн, 2015

Обком секретарĕн Сергей Петровăн вилĕмĕ

Совет тапхăрĕнче пичетленĕ кĕнекесенче 1926-1937 çулсенче ВКП/б/ Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă С.П.Петров пурнăçĕ синкерлĕ вĕçленнине асăнман. Должноçран ăна мĕншĕн кăларнине уççăнлăх саманинче паллă таврапĕлÿçĕ Герман Николаевич КСЕНОФОНТОВ тĕпчесе пĕлнĕ.

18 Авăн, 2015

Вĕçĕ-хĕррисĕр çăлкуç таппи

Литература çулталăкĕ вуникĕ уйăха кăна тăсăлать тенипе килĕшессĕм килмест. Вăл çыннăн илемлĕх туйăмне аталантарма, кăмăл-сипет пуянлăхне çĕклеме, чун тасалăхне тытса тăма вăй-хăват панине шута илсен - литературăпа нихăçан та уйрăлмалла марри пурне те паллă.

18 Авăн, 2015

«Упăшка пĕремĕке минтер айне вăрттăн хурса паратчĕ»

Сĕвекрех вырăнта вырнаçнă садра темĕн чухлĕ улмуççи! Йăрăм-йăрăм хĕрлĕ çимĕçĕсемпе мăнаçланса лараççĕ. Кунтах - пысăках мар шурă мунча. Унăн умĕнче те, çул айккипе те чечексем ешереççĕ. Ретĕн-ретĕн лартнă хурлăхансем, йĕплĕ хурлăхансем, иçĕм çырли...

18 Авăн, 2015

Хусан хулин пĕрремĕш мэрĕ – Шупашкар çынни

1766 çулхи раштав уйăхĕн 14-мĕшĕнче II Кĕтерин патша Манифест кăларнă, унпа килĕшÿллĕн хула хăйтытăмлăхĕн çĕнĕ органĕсене йĕркеленĕ, хула пуçлăхне суйлама палăртса хунă.

18 Авăн, 2015

Кĕркунне йывăç лартатпăр

Йывăç-тĕм лартмалли кĕркуннехи уйăхлăх пуçланчĕ. Вăл пирĕн тăрăхра сентябрь çурринчен пуçласа октябрь çурриччен тăсăлать. Кĕркунне йывăç-тĕме лартмалли меслетсем пирки Шупашкарти Ботаника сачĕн тĕп агрономĕпе Антонина Аркадьевна Васильевăпа калаçрăмăр. Малалла вулас...

18 Авăн, 2015

Илья Степанов: «Чи кирли - юратупа пурăнăр»

Мĕнле килеççĕ-ши çут тĕнчене поэтсем, художниксем, композиторсем? Ку вăл çутçанталăк вăрттăнлăхĕ пуль. Нумаях пулмасть Красноармейски районĕнчи Кушкă ялĕнче пурăнакан, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Илья Степановпа тĕл пулма тиврĕ.

Pages