Комментари хушас

18 Авăн, 2015

Хусан хулин пĕрремĕш мэрĕ – Шупашкар çынни

1766 çулхи раштав уйăхĕн 14-мĕшĕнче II Кĕтерин патша Манифест кăларнă, унпа килĕшÿллĕн хула хăйтытăмлăхĕн çĕнĕ органĕсене йĕркеленĕ, хула пуçлăхне суйлама палăртса хунă.

Хусан хулин пĕрремĕш пуçлăхĕ пулма пустав фабрики тытса тăнă Иван Федорович Дряблова, пĕрремĕш гильдири купсана, суйланă. Вăл 1728 çулта Шупашкарта çуралнă. 1766 çулсенче Шупашкар пысăках мар, кĕпĕрнери уес хулисенчен пĕри кăна шутланнă. Унта мăнастир, вунă чиркÿ тата тĕрлĕ сословири 600 яхăн çемье кил-çурчĕ пулнă.

Иван Дряблов алĕç ăстисен слободинчен тухнă. Унăн ашшĕ - Шупашкар купси Федор Дряблов - Хусан купсин тата промышленникĕн Иван Афанасьевич Михляевăн /1667-1728 çç./ кĕрÿшĕ пулнă. Михляев пустав мануфактури тытса тăнă, унсăр пуçне Иван Афанасьевичăн Хусанта эрех тата тир-сăран завочĕсем пулнă. Хресчен çемйинчен тухнă Иван Михляев Хусанти 34 лавкка хуçи пулнă, хулари чи пуян çынсенчен пĕри шутланнă. Çакăнпа пĕрлех унăн Мускавра та пир-авăр завочĕ пулнă. Вăл вилнĕ хыççăн 1728 çулта пустав завочĕ еткерлĕх йĕркипе тăванĕн, Шупашкар купсин Федор Иванович Дрябловăн, аллине куçать. Вăл Иван Михляевăн арăмĕн - Евдокия Ивановнăн /Дрябловăн/ - пиччĕшĕ пулнă. Михляев вилнĕ çул йăмăкĕн ывăл ача - Дряблов Ванюш - Хусан хулин пĕрремĕш пулас мэрĕ çуралнă.

Иван Михляев, пĕрремĕш гильдири купса тата меценат, хулара пилĕк Православи храмĕ çĕклесе лартнă. Вĕсен хушшинче чи паллăраххи - Петропавловски соборĕ /1722-1726 çç./. Ăна I Петĕр Хусан хулине килнине халалласа туса лартнă. Патшана Михляев 1722 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче хăйĕн килĕнче йышăннă, I Петĕр ун чухне Атăл тăрăх Персие походпа кайма пуçтарăннă. Май уйăхĕн 30-мĕшĕнче кунтах император-патша хăй 50 çул тултарнине паллă тунă.

Çак событисем пулса иртиччен нумай маларах, 1714 çулта, Раççейре промышленноçа аталантарас тесе I Петĕр патша Хусанта хысна шучĕпе темиçе мануфактура уçма хушнă. Çак ĕçпе вăл çарпа флот валли пустав парса тăрассине лайăхлатма шутланă. Хулана пырса çитсен вара хысна шучĕпе уçнă пустав мануфактуринче çĕленĕ тумтирпе кăмăлсăр пулса тупăш пама пăрахнă çав предприятие ăнтаракан купсана Иван Михляева пама шутланă. Малалла вулас...

Анатолий Ухтияров,

Раççей Федерацийĕн Журналистсен союзĕн членĕ,

юридици ăслăлăхĕсен кандидачĕ

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.