Вĕçĕ-хĕррисĕр çăлкуç таппи
Литература çулталăкĕ вуникĕ уйăха кăна тăсăлать тенипе килĕшессĕм килмест. Вăл çыннăн илемлĕх туйăмне аталантарма, кăмăл-сипет пуянлăхне çĕклеме, чун тасалăхне тытса тăма вăй-хăват панине шута илсен - литературăпа нихăçан та уйрăлмалла марри пурне те паллă. Апла пулин те иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче çĕршывра экономика кризисĕ алхасма пуçласан пĕрремĕш вырăна вăл мар, ыттисем тухса тăчĕç: сахăра, какая, ыттине талонпа туяннă вăхăтра чун апачĕ çинчен шутлама-и унта?
Телее, кая юлса пулин те йăнăша асăрхама пултарчĕç çĕршыв ертÿçисем. Иртнĕ çул Раççейре тата Чăваш Енре Культура çулталăкĕ иртрĕ, кăçал Литературăна мала кăлартăмăр. Мĕне тĕпе хурса ĕçлемелле-ха? Писательсемпе пĕр-икĕ тĕлпулу йĕркеленипе, библиотекăсенче илемлĕ литература куравĕсем, стендсем йĕркеленипе лăпланмалла-и? Литература çулталăкĕнче кĕнеке нумайрах вулăр тесе янрашнипе те ĕç малалла каяймĕ. Çак ĕçе ачасемпе ĕçленинчен пуçламалла тенине хирĕçлекен пулмĕ тетĕп. Ашшĕ-амăшĕ пепкине юмах вуласа пани питĕ аван. Шкула çÿрекен шăпăрлансемпе вĕрентекенĕн уйрăмах тимлĕ пулмалла. Шăпах вĕсем ачасен вулав культурине чĕртсе яракансем, çак пахалăха малалла амалантарса пырса ĕмĕрлĕхех кĕнекепе çывăхлатакансем, çамрăк чунсене хăйсене пĕрремĕш хут алла калем тытма хавхалантаракансем-çке. Пур-ха унашкал педагогсем. Шăпах вĕсенчен пĕринпе нумаях пулмасть курса паллашрăм та. Вăл - Елчĕк районĕнчи Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта ĕçлекен Галина Енейкина. Малалла вулас...