Комментари хушас

18 Авăн, 2015

Вăрмана упрасси - кашнин тивĕçĕ

Ăсчахсем çирĕплетнĕ тăрăх - ĕлĕк-авал пирĕн тавралăха талккăшĕпех сĕм-сĕм вăрман хупăрланă. Çынсем вĕсене тырпул, пахчаçимĕç çитĕнтерме касса кăкланă пулин те, республика территорийĕн виççĕмĕш пайĕнче упранса юлнă. Ешĕллĕх Чăваш Ен территорийĕн 32 процентне йышăнать, çутçанталăкăн тĕп пуянлăхĕсенчен пĕри шутланать.

Вăрмана кăмрăк йÿçек газне çăтма вĕçĕмрен кислород кăларса тăнăран çĕр-планетăн ÿпки теççĕ. Тĕрĕсех ĕнтĕ: унсăрăн этемлĕхе питĕ йывăр килнĕ пулĕччĕ. Пĕчĕк ачана пăхнă пекех пулăшу кирлĕ ăна, анчах чунсăр çынсем шеллемеççĕ. Вут-кăвар унăн лаптăкне çулсерен чакарать. Хурт-кăпшанкăпа чир-чĕр çулăхсан вĕсенчен те ирттерет - вăхăтра кĕрешмесен йăлтах тĕплеме пултарать. Çав мурсенчен яланах сыхă тăрас тата сыхлас тĕллевпе çĕршывра "Раççейри вăрмана хÿтĕлекен центр" патшалăх учрежденийĕ туса хунă. Регионсенче 42 филиал йĕркеленĕ, пĕри Шупашкарăн Вăрман поселокĕнче вырнаçнă. Пысăк квалификациллĕ вăрманçă Василий Михайлович Московкин пĕрремĕш пуçлăхĕ пулнă. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.