Archive - Утă 2015

июля 16th

16 Утă, 2015

"Тухтăр, ан татăр манăн алла ­— хĕрсене краковяк ташлаттараймăп"

Пăрачкав районĕнчи Кудеиха ялĕнче пурăнакан 89 çулти Александр Калентьевăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирки аса илсе каласа кăтартмалли питĕ нумай.

16 Утă, 2015

Ывăла ыталаса темччен йĕтĕм

"Çын телейне туртса илни лайăххи патне илсе çитермест", - теççĕ халăхра. Эпир тунă çылăхсем ачасемпе мăнуксем патне таврăнса нуша кăтартасси çинчен шухăшламастпăр. Вăхăта каялла тавăрма май пулсан пурнăçăмри чи пысăк йăнăша тумастăм.

16 Утă, 2015

Çын çук çĕрте

пулă тытма кăмăллатьПулăçсен ятарлă уявĕ те пур. Ăна июль уйăхĕн иккĕмĕш вырсарникунĕнче чылай çĕршывра паллă тăваççĕ. Çак куна Раççейре 1980 çултанпа уявлаççĕ. Июль уйăхĕн 12-мĕшĕнче профессионал пулăçсем те, кÿлĕ хĕрринче ларма кăмăллакансем те чун киленĕçĕ валли вăхăт тупаççех. Пулă тытма кăмăллакан Станислав Титова темиçе ыйтупа чăрмантартăм. Çĕрпÿ районĕнчи Çырмапуçра çуралса ÿснĕскер вĕсене хаваспах хуравларĕ.

16 Утă, 2015

Вăрçă татнă унăн ĕмĕтне

Куславкка районĕнчи Ырашпулăх ялĕнче пурăнакан Лендарий Пашин 90 çула çывхарать. Унпа çак кунсенче тĕл пултăм. Мучи хăйĕн çăмăл мар пурнăçне, вăрçăпа ĕннĕ ачалăхне аса илсе каласа кăтартрĕ. Малалла вулас...

июля 15th

15 Утă, 2015

"Тăван Атăл" журнал, 6 №, 2015 çул.

КĂЛАРĂМРА:

ИЮНĔН 12-МĔШĔ - РАÇÇЕЙ КУНĔ

Петĕр ХУСАНКАЙ. Раççейĕм

 

«ЛИТЕРАТУРА ÇУЛĔНЧИ ЧИ ЛАЙĂХ ХАЙЛАВ» КОНКУРС

Юлия СИЛЭМ. Новеллăсем

 

ПРОЗА

ИЛПЕК Микулайĕ. Карпатра. Повесть. Вĕçĕ

ИСАЕВ Мĕтри. Лисук чăптаçă. Повесть

15 Утă, 2015

"Сывлăх", 27 /843/ №, 15. 07. 2015

о Астмăран арпуспа пыл пулăшаççĕ.
о Юн пусăмĕ пĕчĕк чухне.
о Прополис организма тасатать.
о Чавса ыратсан - чие турачĕ.
о Энтероколит аптратсан.
о Ирсерен - жасмин чейĕ.
о Çарăк питĕ усăллă.
о Пÿре валли - кишĕр.
о Çăварта - йÿçек тутă.
о Вĕлтрен шатри аптратсан.
о Апат ирĕлесси япăхсан.
о Артритпа артроза пула сыпăсем ыратаççĕ.
о Кĕтмелре каротин нумай.
о Шăл туни юнăхать-и?

15 Утă, 2015

АРПУСПА ПЫЛ

Астмăран сипленме арпуспа пыл пулăшаççĕ. 3-5 килограмм таякан лайăх пиçнĕ арпуса çакки патĕнчен хупăлча пек касмалла, шалтине пĕрре-виççĕмĕш пайĕ чухлĕ кăларса илмелле. Шала пыл тултармалла, касса илнĕ хуппипе витмелле. Арпуса хулăн пир пусмапа чĕркесе тăпра ăшне 50 сантиметр тарăнăшне чавса чикмелле.

Пилĕк кунран кăлармалла, пыллă арпус ăшне пăчăртаса сĕткенне юхтармалла. Çак сĕткене ирсерен - çур стакан, каçсерен 1-ер стакан ĕçмелле. Сиплев курсĕ валли 5 арпус кирлĕ.

15 Утă, 2015

КУРĂКСЕМ ÇĂМĂЛЛĂХ КŸРЕÇÇĔ

Энтероколит пыршăлăхăн вăл е ку пайĕнче шыçнипе тата дистрофи улшăнăвĕсемпе палăрать. Сăлтавĕсен шутĕнче - хырăмлăх, ват çулĕсен, хырăм ай парĕн, пĕверĕн, çăвар ăшĕн чирĕсем, вар-хырăм органĕсене операци туни, дизентери тата пыршăлăхăн ытти инфекцине чăтса ирттерни, паразитсем, шăвĕрĕлчен пурри, бактерисене хирĕçле препаратсемпе сипленнĕ хыççăн дисбактериоз пуçланни, çителĕксĕр, тутлăхсăр апатланни.

Варвитти чухне

Pages