ÇĂВАРТА - ЙŸÇЕК ТУТĂ

Ирсерен апат хыççăн çăварта йÿçек тутă тăма пултарать. Хăш чухне ку тăтăшах аптратать. Анчах çак пулăм пур чухне те чирпе çыхăнман.

Тĕп сăлтавсем

  • Ĕçкĕ-çикĕре çуллă, ăшаланă апат нумай çинĕ. Çак тĕслĕхре пĕверпе ват хăмпине ытти чухнехинчен чылай йывăртарах лекет.
  • Эрех нумай ĕçни те ват шĕвекĕ кăларакан тытăм ĕçне йывăрлатать.
  • Антибиотиксем, аллергирен сиплекен препаратсем ĕçнĕ хыççăн: çак эмелсем пыршăлăх ĕçне пăсма пултараççĕ.

Енчен те çăварта яланах вăйлă йÿçек тутă тăрать пулсан терапевт е гастроэнтеролог патне каймаллах.

Вăрах холецистит

Ку - ват хăмпин стенки шыçни. Çăварта йÿçек тăни тата чĕлхе сарă тĕслĕ сийпе витĕнни - тÿрремĕнех унăн паллисем. Унсăр пуçне ытти паллăсем те пур.

  • Холецистит çуллă, ăшаланă апат çисен, стресс, йывăр ĕç хыççăн, вăйлă силлентерсен вĕрĕлет. Ун чухне йÿçек тутă та вăйланать.
  • Сылтăм аяк айĕнче ыратсан.
  • Час-часах ăш пăтранма, хăстарма пултарать. Хăсăкра ват шĕвекĕ те пур.
  • Хăш чухне апат ирĕлесси япăхать, хырăмлăхра канăçсăрлантарать, хырăм кÿпĕнет, варвитти е вар хытни аптратаççĕ.
  • Ÿт-пÿ температури ÿсет, çын хăйне япăх туять.

Ват çулĕсен дискинезийĕ

Ват хăмпин тата ват шĕвекне кăларакан çулсен стенкисен мышца сийĕн тонусĕпе моторики пăсăлаççĕ. Çынна çăварта йÿçек тутă тăни тата ыратни аптратать.

  • Ват çулĕсен дискинезийĕн гипокинетика типĕ чухне ват хăмпин стенки питĕ вăйлă çемçелнĕ, çавăнпа ыратни нумая пырать, туртса ыратнипе палăрать.
  • Гиперкинетика тип чухне пачах урăхла - ват хăмпи тонусра, çавăнпа чиксе, приступсемпе ыратать.

Ват çулĕсен чул чирĕ

Ват хăмпинче чул пухăннипе, çăварта йÿçек тăнипе, приступсемпе вăйлă ыратса палăрать. Çын кирек мĕнле майланса ларса та, выртса та ыратнине кăшт та пулин лăплантарма пултараймасть. Приступ вăхăтĕнче ăш пăтранать, хăстарать, ÿт-пÿ температури ÿсет, ÿт саралать.

Хырăмлăхпа пыршăлăх чирĕсем

Çăварти йÿçек тутă - гастритăн, язва чирĕн, гастроэзофагеаллĕ рефлюксăн, дуоденитăн, энтеритăн, колитăн, дисбактериозăн паллисенчен пĕри.

Çăвар ăшĕн чирĕ галитоз

Йÿçек тутăпа пĕрлех çăвартан ырă мар шăршă кĕрет, чĕлхе типет, чĕлхе шурă сийпе витĕнет. Ку чĕлхе, шăлсем, тунисем çинче пурăнакан микробсем питĕ вăйлă аталаннипе пулать. Гингивит, пародонтит, кариес чухне те çăварта йÿçек тутă тăрать.

Ача кĕтнĕ вăхăт

Хĕрарăмсен ача кĕтнĕ вăхăтра /уйрăмах юлашки уйăхра/ çăварта йÿçек тутă пулать. Сăлтавĕсем иккĕ.

  • Çие юлнă хĕрарăм организмĕнче прогестерон гормон нумай пухăнать. Вăл амалăха тата хăвăл органсене, çав шутра ват хăмпине, çемçетессишĕн яваплă. Çавна май ват шĕвекĕ ват хăмпинчен хырăмлăха лекме пуçлать.
  • Амалăх ÿссе пысăклансан вăл хăй айĕнче вырнаçнă органсене хĕсме тытăнать, вĕсен ĕçне пăсать.

Анчах та ача кĕтнĕ вăхăтра çăварта ытла та вăйлă йÿçеклĕх тăни, час-часах канăçсăрлантарни пĕверĕн тата ват çулĕсен тытăмĕн мĕнле те пулин чирĕ пирки систерме пултарать.

Мĕн тумалла?

Эмеле тухтăр кăна çырса парать. Çавăн пекех халăх мелĕ те чылай. Тĕслĕхрен, апат содин, аир тымарĕн тата çĕрулмин çăра мар шĕвекĕсем. Çапах та диагноза тĕрĕс палăртмасăр нимĕнле сиплеве те тытăнмалла мар. Специалистпа канашламаллах.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.