Archive - Юпа 2015

юпа 8th

8 Юпа, 2015

Çĕлен тĕттĕмре те «курать»

Паянхи куна çĕленсен 2600 тĕсĕ паллă. Пурте тенĕ пекех мĕн хус-калать, çавна тытаççĕ. Çăмарта çиекен çĕлен çеç вĕсен шутне кĕмест, тата темиçе тĕсĕ вилнĕ чĕрчунсемпе тăранса пурăнать.

Суракан çĕленсем хăрушлăх çывхарсан вилнĕ пек пулаççĕ. Çурăм çине выртаççĕ те çăварне уçса ырă мар шăршă кăлараççĕ. Çапла туни вĕсене тискер чĕрчунсенчен сыхланма пулăшать: ырă мар шăршăллă виле апатланма каймасть-çке.

Çĕленсен 300 мăшăр таран аяк пĕрчи пулма пултарать.

8 Юпа, 2015

Мĕншĕн ыйха çухатаççĕ?

«Ача-пăча çитĕнтересси - чăх-чĕп пăхасси мар», - тенĕ ваттисем. Ывăл-хĕр çуратса ÿстернĕ хушăра, чăнах та, ашшĕ-амăшĕ канăçне йăлт çухатать. Çĕр тĕрлĕ ыйту пăралать вĕсен пуçне. Ыйхă та вĕçет. Сăпкари пепке татăлса йĕнĕ чухне ăçтан лăпкă пулайăн-ха?

8 Юпа, 2015

«Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурса хутшăнма васкăр!

Хаклă тантăшăмăрсем, Чăваш кĕнеке издательствипе «Тантăш» хаçат ирттерекен «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» /Чувашская книга. Юные таланты/ конкурс вĕçленсе пыни çинчен аса илтеретпĕр. Анчах ĕçсене хаклава сĕнме кая юлман-ха эсир. Юпа уйăхĕн 12-мĕшчен шутлă кунсем юлчĕç, васкăр! Кăçал пултарулăх ăмăртăвне издательство йĕркеленнĕренпе 95 çул çитнине, Раççейри Литература тата Чăваш Енри Константин Иванов çулталăкĕсене халалланă. Вăл пилĕк номинаципе иртет:

•«Интереслĕ кĕнеке» темăпа çырнă чи лайăх сочинени е калав;

•«Манăн юратнă сăнар» темăпа тунă чи лайăх ÿкерчĕк;

юпа 7th

7 Юпа, 2015

"Сывлăх", 39 /855/ №, 07. 10. 2015

о Хĕç курăкĕ тасатать, çĕнетет.
о Чĕрен ишеми чирĕ аптратсан.
о Чи усăллă пулă.
о Гайморитран - укроп.
о Çĕр грушипе туслашăр.
о Варикозран - компресс.
о Панулми хуппи питĕ паха.
о Сухан - ангинăран, лимон - ÿслĕкрен.
о Ашшĕ-амăшне пулăшма - "Маттурскерĕм манăн" ятарлă кăларăм.
о Аллергирен - шăши кикенекĕпе.
о Вăхăтсăр çуралнă...
о Ача çулталăка çитиччен.
о Хĕрарăмсем валли - сырлан, сар çип ути...
о Ывăннине ирттереççĕ.

7 Юпа, 2015

ÇĔР ГРУШИПЕ ТУСЛАШĂР

Çĕр грушине /топинамбур/ ÿстерекен чылай пулин те ăна тивĕçлипе хаклама пĕлейместпĕр-ха. Ăсчахсен тĕпчевĕсем кăтартса панă тăрăх - унăн препарачĕсемпе сахăр диабетĕнчен тата ытти чирсенчен сипленнĕ чухне ăнăçлă усă курма пулать.

Топинамбур аминойÿçексемпе пуян. Вĕсенчен чылайăшĕ этеме питĕ кирлĕ. В1, В2, С, РР витаминсен йышĕпе çак пахча çимĕç кишĕртен, çĕрулмирен, кăшманран ирттерет. Çĕр грушин сиплĕ тĕп элеменчĕ - инулин, вăл улминче 35 процент таран.

7 Юпа, 2015

ШĂШИ КИКЕНЕКĔПЕ

Ача ÿчĕ питĕ ачаш, тĕрлĕ аллерги реакцине хăвăртах парăнать, хĕрелет, шатра тапса тухать, кĕçĕтет... Çавна май çамрăк амăшĕсенчен чылайăшĕн çак амакпа кĕрешме тивет. Пепкене шăши кикенекĕн /череда/ ваннинче чăпăл туни витĕмлĕ.

7 Юпа, 2015

«Хыпар» 196 (26848) №. 7.10.2015

7 Юпа, 2015

Хăвна ĕçре тупни - чи пысăк телей

е 2016 çул Ĕç çынни çулталăкĕ пулĕ

Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн сентябрĕн 7-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн 2016 çул Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕ пулĕ. Чăвашра ĕçлекен çын яланах хисепре пулнă. Документра палăртнă тăрăх, хальхи экономика условийĕсенче ĕç çыннине патшалăх шайĕнче обществăна хăват паракан вăй пек йышăнмалла. Экономика аталанăвĕ те, халăх пурнăçĕн ытлăх-çитлĕхĕ те, пахалăхĕ те унран нумай килет. Çавăн пекех «Ĕç çыннин» çулталăкне халалланă мероприятисем çитĕнекен ăрăва ĕçе хисеплеме тата юратма вĕрентĕç, республикăн социаллă ыйтăвĕсене татса пама пулăшĕç.

Pages