ÇĔР ГРУШИПЕ ТУСЛАШĂР

Çĕр грушине /топинамбур/ ÿстерекен чылай пулин те ăна тивĕçлипе хаклама пĕлейместпĕр-ха. Ăсчахсен тĕпчевĕсем кăтартса панă тăрăх - унăн препарачĕсемпе сахăр диабетĕнчен тата ытти чирсенчен сипленнĕ чухне ăнăçлă усă курма пулать.

Топинамбур аминойÿçексемпе пуян. Вĕсенчен чылайăшĕ этеме питĕ кирлĕ. В1, В2, С, РР витаминсен йышĕпе çак пахча çимĕç кишĕртен, çĕрулмирен, кăшманран ирттерет. Çĕр грушин сиплĕ тĕп элеменчĕ - инулин, вăл улминче 35 процент таран.

Сăмах май, çутçанталăкра инулинпа пуян ÿсен-тăран нумай та мар. Вĕсем хушшинче - хăлха çакки курăкĕ /одуванчик/, георгин тымарĕ тата темиçе ÿсен-тăран кăна.

Этем хырăмлăхĕнче инулин фруктозăна куçать. Фруктозăна организм инсулинсăрах йышăнма пултарать. Ку сахăр диабечĕпе чирлекен çынсемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çĕр грушине рациона кĕртсе е унран хатĕрленĕ фитоэмеле ĕçсе диабетиксем тĕртĕмсене пĕр вĕçĕмсĕр энергипе тивĕçтерме пултараççĕ.

Çавăн пекех инулин пыршăлăх микрофлорине йĕркелеме, дисбактериозран сипленме, вар-хырăм çулĕсен ĕçне лайăхлатма пулăшать.

Сиплевре улмипе, хунавĕпе, çулçипе, чечекĕпе усă кураççĕ.

1-мĕш /тĕп/ рецепт. Çĕр грушин çунă улмине хуппипех вĕтĕ теркăпа хырмалла, марля витĕр пăчăртаса сĕткенне юхтармалла. Кунне 2-3 хут апатчен 15-20 минут маларах чĕрĕкшер-çуршар стакан ĕçмелле.

2-мĕш рецепт. Çунă çĕр грушин улмине çавра касăксем туса касмалла, духовкăра 50-60 градус вĕрире типĕтмелле. Хупă кĕленче савăтпа тĕттĕм вырăнта упрамалла. Усă курас умĕн çăнăх пуличчен вĕтетмелле. 1,5 апат кашăкĕ çăнăха çур литр шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 50-60 минут лартмалла. Сăрăхтармалла, малтанхи калăпăшне çитерме вĕренĕ шыв хушмалла. Кунне 3 хут апатчен 15 минут маларах çуршар стакан кăшт ăшăрах е сивĕллех ĕçмелле.

3-мĕш рецепт. Çĕр груши чечеке ларнă вăхăтра айккинчи хунавĕсене çулçисемпе пĕрле пухса типĕтмелле. 1 апат кашăкĕ чĕртавара тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, шыв мунчине лартса 15 минут пиçĕхтермелле. Пÿлĕм температуринче 15 минут лартнă хыççăн сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 15 минут маларах стаканăн пиллĕкмĕш пайне ĕçмелле.

4-мĕш рецепт. Çĕр грушин чечекне типĕтмелле. Усă курас умĕн вĕтетнĕ 2 апат кашăкĕ чĕртавара çĕрлене хирĕç термосри тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, ирхине сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут апатчен 15 минут маларах çуршар стакан ĕçмелле.

Пĕрремĕш рецептпа хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пысăк чухнехи гастрит, хырăмлăхпа вуник пумăклă пыршă язви, холецистит, панкреатит, пыршăлăх атонийĕ /вар хытнипе пĕрле/, ăш пăтранни, энтероколит, иммунитет чакни, геморрой, ват çулĕсен чул чирĕ, пуç ыратни, гипертони аптратсан усă кураççĕ.

Пĕрремĕшпе иккĕмĕш рецептсем тăвар пухăнсан, остеохондроз, ревматизм, пиелонефрит, пÿрен чул чирĕ, полиартрит, атеросклероз, чĕрен ишеми чирĕ, тромбофлебит, простатит чухне, юнри холестерин шайĕ ÿссен, чĕре çитменлĕхĕ, анеми, хĕрарăмăн ар органĕсем шыçни, юн çăра пулни, халсăрлăх аптратсан усăллă.

Виççĕмĕш рецептпа алă айĕнче çĕр грушин улми çук пулсан çÿлте асăннă пĕтĕм чиртен сипленнĕ чухне усă кураççĕ. Анчах ку шĕвек вăйсăртарах.

Тăваттăмĕш рецепт анеми аптратсан, шăнса пăсăлсан пулăшать.

Пиçсе кайнă, экземăллă ÿт çине çĕр грушин теркăланă улмипе çур сехете компресс хума пулать.

Топинамбурпа сипленмелли курс - пĕр уйăх. Кирлĕ пулсан икĕ эрне тăхтанă хыççăн тепĕр курс ирттерме юрать.

Чи ансат меслет - çĕр грушин улмине чĕрĕлле, шывра, духовкăра пĕçерсе пахча çимĕç салачĕсене хушни. Хăш чухне ăна çинипе пыршăлăхра газ ытлашши пухăнма пултарать. Кун пек чухне чĕрĕ çимĕç виçине чакармалла е пачах çимелле мар.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.