Мĕншĕн ыйха çухатаççĕ?
«Ача-пăча çитĕнтересси - чăх-чĕп пăхасси мар», - тенĕ ваттисем. Ывăл-хĕр çуратса ÿстернĕ хушăра, чăнах та, ашшĕ-амăшĕ канăçне йăлт çухатать. Çĕр тĕрлĕ ыйту пăралать вĕсен пуçне. Ыйхă та вĕçет. Сăпкари пепке татăлса йĕнĕ чухне ăçтан лăпкă пулайăн-ха? Пĕчĕкскерĕн чĕлхи уçăлса çитеймен, макăру-йĕрмĕшÿ сăлтавне ыйтса та пĕлеймĕн. Ачасем çитĕнерехпе çăмăлрах пулĕ-ха тесе шухăшлаççĕ аслисем. Анчах ку шанăç та çулсем иртнĕçем чăл-пар саланать. Чун тĕпренчĕкĕсем ÿснĕ май хуйхи пысăклансах пырать-мĕн...
Çакнашкал шухăшсем патне илсе пырать те ĕнтĕ К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Николай Терентьевăн «Ыйăх çухатнисем» пьеси тăрăх лартнă спектакль /режиссерĕ - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш патшалăх çамрăксен премийĕн лауреачĕ Валерий Карпов/. Авăн уйăхĕн юлашки кунĕнче иртнĕ премьерăна халăх йышлă пуçтарăнчĕ.
Шÿт-кулăш йывăр ĕç кунĕ, кулленхи вак-тĕвек, харкашу-кÿренÿ çинчен манма хистет. Зала кĕрсе ларнă, сцена çинчи ĕç-пуçа тимлĕн сăнакан этем пач урăх тĕнче ытамне - сăнарсемпе декорацисен хутлăхне - путать. Геройсен хурлăхĕ-савăнăçĕ çавраçил пек туртса кĕрсе каять. Куракан вара пĕрре ахăлтатса кулать, тепре ассăн сывлать. Артистсен ăста вылявĕ кирек камăн чунне те хускатĕ. Çавăнпа-тăр «Ыйăх çухатнисем» икĕ пайлă комедие те куракансем хапăлласах йышăнчĕç.
Камитçĕсен сцена çинче питĕ асăрхануллă пулмалла. Çынсене култарас тесе юриех хуçкаланма, авкаланма пуçласан тÿнтерле хаклава тивĕçесси те часах. Артистăн хăйĕн сăнарĕнче пурăнмалла, темĕн тĕрлĕ каçрашкаллă та элес-мелес кулăшла этеме калăпламалла пултăр унăн. Анчах çакă выляв килĕшÿллĕ тухмалла. Куракан артиста сăнартан уйрăм ан хаклатăр.
«Ыйăх çухатнисем» спектакльти кашни артист чунне парса ĕçлени куçкĕрет. Ĕненмелле, кăмăллă та хавхалануллă... Петĕрех /Григорий Федоров/ илер: çÿллĕ те тĕреклĕскер пĕрре кĕреш юмана, тепре лÿппер упана аса илтерет вăл. Калаçма та васкамăр калаçать, кашни пуплев сыпăкĕ хыççăн «вопще» сăмах хушса хурать. «Авторитета упрама хăтланаканскер» Люба ятлă хĕр /Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки, Чăваш патшалăх çамрăксен премийĕн лауреачĕ Елизавета Хрисанфова/ патне киле пырса кĕрет. Мĕнпур пурлăхĕ - пĕр матраспа 2 пăт тесе çырнă кире пуканĕ. «Авланас, хăтланса пăхас... Тен, майлашăнса кайĕ...» - тет вăл сар хĕвел пек йăл кулса.
Любăсен килне мĕнле майпа пырса лекет-ха Петĕр? Ку ĕç-пуçа пуçарса яраканĕсем пачах та çамрăксем мар. Акă статья пуçламăшĕнчи шухăш патне таврăнатпăр. Мархва /Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артистки, ЧАССР халăх артистки Любовь Федорова/, Любăн амăшĕ, хĕрне пĕчченех ÿстернĕ. Халĕ ĕнтĕ ăна качча парас ĕмĕтлĕ хĕрарăм. Пули-пулми çынна мар, пĕлекенех. Çакăн пирки çамкине картлантарса шухăшлать вăл, ыйхине те, канăçне те çухатать.
Лаврен Васильчăн /Чăваш Респуб-ликин тава тивĕçлĕ артисчĕ Николай Сергеев/ Петĕр ятлă ывăлĕ никамран та аванрах пек туйăнать Мархвана. Йĕкĕт ашшĕ тăлăх хĕрарăмпа хĕрĕшĕн пăшăрханать, вĕсем ытлă-çитлĕ пурăнччăр тесе тăрăшать-мĕн. Амăшĕн чĕри суккăр çав, çиелтех выртакан чăнлăха асăрхамасть вăл. Тен, курмăш пулать... Лаврен Васильча «çĕнĕ тăванĕсенчен» ытларах вĕсен пысăк пахчинчи улмуççисем, таса тупăш кăсăклантараççĕ.
Любăн савнă каччи пурри те чарса тăмасть Мархвана. Пĕрре палăртнă çул-йĕртен пăрăнасшăн мар вăл. Паллах, амăшĕ хĕрне ыррине çеç сунать. Анчах телей сăмаха кашни çын хăйне май ăнланать çав. Люба - хăюллă та тавçăруллă пике. Ирĕклĕхпе ăс-хакăла мала хурать. Ĕмĕчĕсем алмаз кăларнă çĕре йыхăраççĕ. Хăйĕн телейĕшĕн кĕрешме те хатĕр вăл. Анчах кăмăлĕ таканари шыв пек-çке: хумханать те улшăнать. Геннадин /Александр Демидов/, савнийĕн, чĕрине мĕн чул çунтармасть-ши! Пĕрре пĕр тĕрлĕ, тепре тепĕр тĕрлĕ пуплет. Путевкăпа Инçет Хĕвелтухăçне тухса кайма тăрсан та каллĕ-маллĕ хутлать, алăкăн-тĕпелĕн кумать.
Спектакльти тепĕр сăнара та - Улькана /Ирина Иванова/ - манса хăварар мар. Любăн юлташĕ сас-хура пуçтарса, салатса çÿрет. Ун пек хĕрсем кашни ялтах пур: таçта та çитеççĕ, темĕн те пĕр пĕлеççĕ.
Мĕнпе тыткăнлать-ха «Ыйăх çухатнисем» спектакль? Чи малтанах, артистсен вылявĕпе, хăйне евĕрлĕ тыткаларăшĕсемпе, хусканăвĕсемпе, кулăшла пуплевпе. Ĕлккен те капăр декорацисем /ÿнерçи - Людмила Сидорова/ илемлĕх тĕнчине ертсе кĕреççĕ. Туйăмлă юрăсемпе хаваслă ташăсем /кĕввисене илемлетекенĕ - Геннадий Ефимов, ташăсене лартаканĕ - Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Зоя Александрова/ кăмăла çĕклеççĕ, спектакле пуянлатаççĕ.
«Ай-уй, кая юлтăмăр, премьерăна кураймарăмăр», - тесе ыйха ан çухатăр. «Ыйăх çухатнисем» спектакле юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче тата 28-мĕшĕнче татах та куракан умне кăларĕç. Эппин, театра çитме васкăр.