Çĕлен тĕттĕмре те «курать»

Паянхи куна çĕленсен 2600 тĕсĕ паллă. Пурте тенĕ пекех мĕн хус-калать, çавна тытаççĕ. Çăмарта çиекен çĕлен çеç вĕсен шутне кĕмест, тата темиçе тĕсĕ вилнĕ чĕрчунсемпе тăранса пурăнать.

Суракан çĕленсем хăрушлăх çывхарсан вилнĕ пек пулаççĕ. Çурăм çине выртаççĕ те çăварне уçса ырă мар шăршă кăлараççĕ. Çапла туни вĕсене тискер чĕрчунсенчен сыхланма пулăшать: ырă мар шăршăллă виле апатланма каймасть-çке.

Çĕленсен 300 мăшăр таран аяк пĕрчи пулма пултарать.

Хура çĕленĕн, питонăн, пăвкăнăн /удав/ пуçĕ çинче температура улшăнăвне туякан ятарлă орган пур. Ăна пула çĕленсем тĕттĕмре те аван «кураççĕ», сунара тухаççĕ.

Хăш-пĕр çĕленĕн сылтăм ÿпки çук, çавăнпа сулахаййи чылай пысăкрах. Чĕри вара кĕлетки тăршшĕпе шуса çÿрет, çакă апата вар-хырăмра куçма пулăшать.

Йĕри-тавра мĕн пуррине çĕленсем чĕлхипе тĕрĕслеççĕ, кайран çак информацие çăвар маччине çитереççĕ. Çăвар маччи ĕçĕ - уйăрса илесси. Çĕлен чĕлхине унталла-кунталла вылятни - хăрушлăх палли мар, пĕлĕр, вăл информаци пуçтарать.

Шакăртмаллă çĕленĕн 6-10 сийрен тăракан шакăртма пур - йăптăх тăкнă ŸлинькаŸ хыççăн пулакан япала - пур.

Калабар пăвкăнăн хÿри пуç евĕрлĕ курăнать. Çак пĕрпеклĕх ăна хÿтĕленме пулăшать. Хăрушлăх çитсен пăвкăн тăшмана хÿрине парать, çапла майпа пуçне çăлса хăварать.

Попай пăвкăн 40 çул ытла пурăннă.

Хура мамба - наркăмăшлă çĕленсенчен пĕри. Çак çĕлен çыртнисенчен 95 проценчĕ вилет. Çавăн пекех хура мамба - чи хăвăрт çĕленсенчен пĕри, вăл сехетре 16 километр хăвăртлăхпа куçать. Анчах тĕсĕ унăн хура мар - хăмăр, симĕс е сăрă.

Чи вăрăм çĕлен Огайо хулинчи зоопаркра пурăнать. Вăл Çăмламас ятлă питон. Унăн йывăрăшĕ - 136 килограмм, кĕлетки вăрăмăшĕ - 7 метр та 31 сантиметр. Çăмламаса Гиннес рекорчĕсен кĕнекине кĕртнĕ.

Пысăкран та пысăк çĕленсем - анакондăсем. Кĕлетки 6 метртан вăрăмрах. Хăйсен пурнăçĕн ытларах пайне вĕсем шывра ирттереççĕ. Анчах çакна пăхмасăрах вĕсем йывăç çине те аван хăпараççĕ.

Чи пĕчĕк çĕлене Барбадосра асăрханă. Унăн çинçешке кĕлетки вăрăмăшĕ - 10 сантиметртан та сахалрах.

Мексикăра курăкпа тăранакан çĕлен пурăнать. Унăн кĕлетки çăмпа витĕннĕ. Вăл - килти чĕрчун. Мексика ачисем унпа выляма юратаççĕ.

Кобра хăйне кам кÿрентернине астăвать. Мангалуру хулинчен инçе мар вырнаçнă ял çыннисем пĕр кобра хăйне патакпа пенĕ арçын ачана тавăрма шут тытнине каласа параççĕ. Темиçе кунтан вăл хăйне кÿрентерекене тапăннă. Ача çухалса кайман - кимĕ патне ыткăннă та юханшыва ишсе тухнă. Çĕлен ăна çыранта кĕтнĕ иккен. Çапла арçын ача юханшыв урлă темиçе те ишсе каçнă. Юрать-ха, вырăнта пурăнакансем ăна асăрхаса пулăшма васканă.

Ăсчахсем палăртнă тăрăх, чи вилĕм кÿрекен çĕлен - патша кобри. Вăл çыртсан сехет хушшинчех вилсе кайма пулать. Çавăн пекех тигр çĕленĕ те. Иккĕшĕн наркăмăшĕ те питĕ вăйлă, çапах та патша кобрин - тата хăватлăрах.

Хăйĕн йышшисене çиекен пĕртен-пĕр çĕлен - патша кобри.

Çĕленсен куçĕ вăйсăртарах. Çавăнпа вĕсем хускалакан япаласене кăна асăрхаççĕ. Йывăç çине хăпараканнисен кăна куçĕ лайăх.

Азире вĕçекен çĕленсем тĕл пулаççĕ. Йывăç çине хăпараççĕ те аяк пĕрчисене сарса сывлăшра вĕçсе çÿреççĕ, çапла 100 метра парăнтараяççĕ.

Кашни çулах Индире çĕлен чупăвĕсем иртеççĕ. Тупăшаканĕсем - кобрăсем. Çавнашкал ăмăртусенче пĕр кобра та хăйĕн хуçине тĕкĕнмен, куракансене сăхма хăтланни вара пулнă.

Чи вăрăм шăллă çĕлен - Африкăри габон хура çĕленĕ. Унăн шăлĕ - 3 сантиметр.

Çĕленсем виçĕ çул çывăрма пул-тараççĕ, çак вăхăтра вĕсене апат кирлĕ те мар.

Юрă-кĕвĕ янăранине çĕлен асăрхамасăр пултараймасть. Моцарт, Равель, Гендель музыкипе вăл куç хупса, киленсе ташлать. Рок янăранă чухне те ташламасăр чăтаймасть. Ун чухне унăн хусканăвĕсем хăвăртланаççĕ. Вырăсла попса вара унра сÿрĕклĕх çуратать, тепĕр чухне лĕклентерет те.

dikiymir.ru сайтран.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.