Ĕçкĕ ырă тумасть

7 Юпа, 2015

«Ÿсĕр» сăмах «хăрушă» тенипе пĕр ан килтĕр

РФ Шалти ĕçсен министерствин Общество канашĕ регионсен полицийĕн тата вĕсен общество канашĕсен ертÿçисене явăçтарса видеоконференцçыхăну мелĕпе канашласси йăлана кĕчĕ. Иртнĕ эрне вĕçĕнче ОК председателĕ Анатолий Кучерена ертсе пынипе иртнĕ канашлура çул çитменнисем преступлени тăвассипе тата ĕçкĕпе сăлтавланнă преступленисемпе çыхăннă çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Раççей шалти ĕçсен министрĕ Владимир Колокольцев палăртнă тăрăх - асăннă ыйтусем пĕтĕм обществăна пăшăрхантараççĕ. Кăçал çын вĕлернĕ, хурахла тапăннă, çаратнă йышши преступленисем чакни палăрать, анчах пурлăх вăрланин, улталанин, суя укçа сарнин тĕслĕхĕсем нумайланни куçкĕрет.

Çул çитменнисем тунă преступленисем 5: хушăнни пушшех пăшăрхантарать. «36 пин яшпа хĕре эпир кирлĕ пек пăхса тăман», - татăклăн палăртрĕ министр. Унăн шучĕпе, çакăн тĕп сăлтавĕсен ретĕнче - çĕршыври социаллă лару-тăру çивĕчленни, пусмăра, вăйпа усă курнине массăллă информаци хатĕрĕсем анлăн демонстрацилени. Çавна май полици явап тыттарас енĕпе кăна ĕçлени çителĕксĕр, профилактикăна та тĕпе хумалла. Ахальтен мар ĕнтĕ полици Раççейри 1,5 пин ача çурчĕпе интерната шефа илнĕ. Право пĕлĕвĕн урокĕсем, тĕлпулусем, лекцисем тата ыт.те - çак ĕçĕн усси пурри куçкĕрет. Чăваш Ене илес-тĕк - «Класс полицейскийĕ» ят панă тĕлпулусем ачасене питĕ килĕшеççĕ. Пакунлисем шкулсене каяççĕ, уроксем ирттереççĕ - хĕç-пăшал тĕслĕхĕсемпе, спецназ пултарулăхĕпе паллаштарни таранах. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.