ШĂШИ КИКЕНЕКĔПЕ

7 Юпа, 2015

Ача ÿчĕ питĕ ачаш, тĕрлĕ аллерги реакцине хăвăртах парăнать, хĕрелет, шатра тапса тухать, кĕçĕтет... Çавна май çамрăк амăшĕсенчен чылайăшĕн çак амакпа кĕрешме тивет. Пепкене шăши кикенекĕн /череда/ ваннинче чăпăл туни витĕмлĕ.

Шăши кикенекĕн ваннипе кăкăр ачине пĕрремĕш уйăхранах сиплеме юрать. Вăл лăплантарать, нерв тытăмне ырă витĕм кÿрет. Сиплĕ витĕмĕ пилĕк кунрах палăрмалла. Çак вăхăтра ачан сывлăхĕ лайăхланмасан асăннă курăк сирĕн пепкене пулăшаймасть, урăх курăксене суйламалла. Анчах астăвăр, ÿсен-тăран пуххинче пилĕк тĕрлĕрен ытла курăк пулмалла мар. Эмел курăкĕн /ромашка аптечная/ чечекĕ, матрÿшке /душица/, юман хуппи, хупах, кукша пуç /одуванчик/, педиатр сĕннĕ ытти курăк аван.

Кăкăр ачине чăпăл тума. 3 апат кашăкĕ шăши кикенекне эмальленĕ е кĕленче савăтри тин вĕренĕ 1 стакан шыва ярса 6 сехет лартмалла. Сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Ăшă шывлă ваннăна хушмалла. Ачана унта каçхине çывăрма вырттарас умĕн çумалла. Процедура - 10-12 минут.

Кăкăр ачин атопи дерматичĕ. 4 апат кашăкĕ шăши кикенекне эмальленĕ е кĕленче савăтри тин вĕренĕ 2 стакан шыва ямалла, 15 минутран сăрăхтармалла, ваннăри шыва хушмалла.

Вăрах диатез чухне. 1 апат кашăкĕ шăши кикенекне, 1 апат кашăкĕ эмел курăкĕн чечекне, 1 апат кашăкĕ шĕпĕн курăкне /чистотел/, 1 апат кашăкĕ кушак курăкĕн /валериана/ тымарне, 1 апат кашăкĕ сар çип утине /зверобой/ эмальленĕ е кĕленче савăтри 4 стакан /1 литр/ шыва ямалла, çур сехетрен сăрăхтармалла, ваннăна ямалла.

Аллергин кирек мĕнле паллисем аптратсан. 1 апат кашăкĕ шăши кикенекне, 1 апат кашăкĕ эмел курăкĕн чечекне, 1 апат кашăкĕ юман хуппине эмальленĕ е кĕленче савăтри 4 стакан сивĕ шыва ямалла, 12 сехет лартмалла. Унтан вĕреме кĕртмелле, анчах вĕретмелле мар. Сăрăхтармалла та ваннăри 10-12 литр шыва хушмалла.

Шута илме! Кăкăр ачине курăк ваннинче чăпăл кĕртнĕ чухне шыв температури 37 градус ăшăран кая пулмалла мар. Пепкене кун сиктерсе 10-шар минут чăпăл тумалла. Курс - 10 кун. Педиатр сĕнсен кăна ытларах юрать. Ванна хыççăн ÿтне шăлса типĕтмелле мар, ачана ăшăтнă алшăллипе чĕркемелле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.