Archive - 15 Юпа, 2015

15 Юпа, 2015

Пурнăç çулĕпе пĕр чарăнмасăр - юрăпа

Мускавра пурăнакан Сергей Бреус предпринимательпе ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Маргарита Павлова пуçарнă «Чăваш Ен ахахĕсем» конкурс-фестивале хутшăнса вун-вун пĕчĕк çăлтăр хăйĕн пултарулăхне кăтартма пултарчĕ. 2013 çулта унта Канаш пикисем йĕркеленĕ «Нон-стоп» ушкăн вирхĕнсе кĕчĕ.

15 Юпа, 2015

Вăхăт тÿрлетми суран, 54 çул каялла пушарта е çуннисем хÿтлĕх тупайманни çинчен

Аркадий Гаврилов пирĕнпе тĕл пулма иккĕленнĕ: вăл каласа панине пичетлĕç-и, халăх илтĕ-и? Акă мĕн хумхантарчĕ ăна. Чылай çул «Вăрттăнлăхра» грифпа упраннă материалсене уççăнлăх тапхăрĕччен массăллă информаци хатĕрĕсенче çутатма юраман.

15 Юпа, 2015

“Вилнĕ ывăлăршăн сирĕн уйрăм пенси илмелле мар”

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче 11 пин те 38 çын Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ. Паллах, ку мăнаçлантаракан цифра. Фашистла Германие çапса аркатнинче вĕсен тÿпи, паллах, капашсăр пысăк. Çĕршыври чи сумлă ята илнисенчен пĕри - Улатăр хулинче çуралса ÿснĕ Валентин Ветвинский.

15 Юпа, 2015

Тĕнче илемне курма пĕлекенĕн ĕмĕре тăсăлнă кĕрешĕвĕ

Пурнăç кăларса тăратнă йывăрлăхсене чăтаймасăр парăнакан сахал-им пирĕн хушăра? Алли-ури пур çĕртех тĕнчене кÿренсе ĕçке ярăнаççĕ, ним ыратман вăхăтрах ĕçлесси пирки шухăшламасăр килте пăлахая персе выртаççĕ. Сусăр мар пулин те ашшĕ-амăшĕн, мăшăрĕн ĕнси çинче ларакан çук-им тата?

15 Юпа, 2015

Краснодар крайĕнчен чăваш ялне куçса килнĕ

Йывăç пÿрте кирпĕчпе купаласа пысăклатнă кивĕрех çурт патĕнче чарăнтăмăр. Кунта аякран куçса килнĕ вырăссем пурăнаççĕ. Борисовсен çемйи Краснодар крайĕнчи Новорождественская станицăран Муркаш районĕнчи Нискассине çак çулла куçса килнĕ. Кунта вĕсен тăванĕсем çук.

15 Юпа, 2015

Нарт-нарт кăвакал...

Килти хуçалăхсенче кăвакала час-часах тĕл пулатпăр. Перекетлĕ хурсенчен те ытларах пулĕ, тен. Мĕнпе илĕртет-ха кăвакал? Кăвакал - хитре кайăк, хăвăрт ÿсет. Ăна усракансем çемьене паха, тин çеç хатĕрленĕ какайпа кулленех тивĕçтерсе тăма пултараççĕ.

15 Юпа, 2015

Çамрăк улмуççисене хÿтĕлемелле

Çамрăк улмуççисене пĕлтĕр хĕле кĕреспе пластик савăтсене касса чĕркенĕччĕ. Кăшлакан чĕрчунсенчен хÿтĕлеме пулăшрĕ-ха вăл, анчах çамрăк вулăшăн аванах маррине асăрхарăм: çуркунне йывăррăн вăй илчĕç улмуççисем. Хĕллене мĕнпе чĕркемелле-ши вулăна?

Валерий ИЛЬИН.

Шăмăршă районĕ.

15 Юпа, 2015

Пулă апачĕ усăллă

Диетологсем çирĕплетнĕ тăрăх, пулă пирĕн рационра эрнере икĕ хутран кая мар пулмалла. Пулăра этем организмне кирлĕ япала питĕ нумай. Тĕслĕхрен, шăла пулăра /судак/ белок виçи чăх ашĕнчинчен те нумайрах, сазанра вара белок виçи ĕне ашĕнчинчен те ирттерет. Кальципе фосфор виçи пулăра иçĕмпе курагаринчен 40: ытларах. Чи хакли, çапах та, пулăра Омега-3 текен çуллă йÿçек. Вăл эпир çиекен ытти çимĕçсенче пачах та çук тесен те йăнăш мар. Çуллă йÿçек Омега-3 чĕре тата юн çаврăнăш ĕçне тĕрĕс йĕркелесе тăма кирлĕ. Вăл юнри холестерин шайне чакарать, атеросклероза аталанма памасть.

Pages