Комментари хушас

15 Юпа, 2015

“Вилнĕ ывăлăршăн сирĕн уйрăм пенси илмелле мар”

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче 11 пин те 38 çын Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ. Паллах, ку мăнаçлантаракан цифра. Фашистла Германие çапса аркатнинче вĕсен тÿпи, паллах, капашсăр пысăк. Çĕршыври чи сумлă ята илнисенчен пĕри - Улатăр хулинче çуралса ÿснĕ Валентин Ветвинский. Хĕрлĕ Çăлтăр, Хĕрлĕ Ялав, Ленин орденĕсене, нумай медале тивĕçнĕ аслă сержанта шăпи тăшмана çĕнтерсе тăван тăрăхне таврăнма пÿрмен. Улатăрта пулнă май Валентин Федоровича ентешĕсем манманнине, тăванĕсем паттăр салтакăн çырăвĕсене паянхи кун та типтерлĕ упранине курса ĕнентĕм...

Паекне те киле ярса панă

1924 çулта çуралнă Валентин Ветвинский питĕ правур ÿснĕ. Пуçламăш классенче ăс пухнă чухнех амăшне шыв кÿрме, кăмака хутмашкăн вутă йăтса кĕме чарнă. Çак ĕçсене яланах хăй пурнăçланă. Çемьере чи асли пулнă май кĕçĕнреххисене вĕçĕмех ырă тĕслĕх кăтартнă. Геройăн амăшĕ Екатерина Александровна ултă ача çуратнă, шел те, виççĕшĕ пĕчĕклех çут тĕнчерен уйрăлнă. Çар çыннин тумне тăхăнса çĕршывшăн юрăхлă çын пулма тем пек ĕмĕтленсен те кил-йыш укçа-тенкĕрен ан татăлтăр тесе Валентин 7-мĕш класс хыççăн вăрман техникумне вĕренме кĕнĕ, çав вăхăтрах тракторист ăсталăхне алла илме ятарлă курса çÿренĕ. Анчах техникумра икĕ çул пĕлÿ илнĕ хыççăн хăйĕн ĕмĕтне чăна çавăрма талпăнса вĕренĕве пăрахса 8-мĕш класа таврăннă, лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă, ĕçре те яланах малта пулнă. Мĕнле хитре ÿкернĕ тата! Валентинăн çуллă сăрăпа, кăранташпа ăсталанă ÿкерчĕкĕсем Улатăр шкулĕнче упраннă. Шел, те вăйлă çумăрта çивиттирен шыв аннипе вĕсем юрăхсăра тухнă... Конькипе, йĕлтĕрпе ярăнма кăмăлланăскерĕн алли ылтăн пулнă çав. "Хĕрлĕ хĕвелтухăç" артельте çĕвĕçре ĕçленĕ амăшĕ килте те ахаль ларман: çыхнă, çĕленĕ. Çипрен юлнă пушкарсенчен Валентин шахмат вăййин пĕтĕм кÿлепине ăсталанă, вĕсене шурă тата хура сăрăсемпе илемлетнĕ. Хăй тĕллĕн чăн пăшал та калăпланă çар çынниех пулма тĕллев тытнăскер. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.