- Чăвашла верси
- Русская версия
Краснодар крайĕнчен чăваш ялне куçса килнĕ
Йывăç пÿрте кирпĕчпе купаласа пысăклатнă кивĕрех çурт патĕнче чарăнтăмăр. Кунта аякран куçса килнĕ вырăссем пурăнаççĕ. Борисовсен çемйи Краснодар крайĕнчи Новорождественская станицăран Муркаш районĕнчи Нискассине çак çулла куçса килнĕ. Кунта вĕсен тăванĕсем çук. Çемьене Чăваш Енпе унччен нимĕн те çыхăнтарман. Апла епле майпа лекнĕ-ха вĕсем пысăках мар чăваш ялне? Çак ыйтăвăн хуравне тупмашкăн шалалла иртрĕмĕр.
Инçе çула пуçтарăнсан...
Борисовсем тăватă ача ÿстереççĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ Инна пиллĕкмĕшне кĕтет - кĕç-вĕç çуратмалла. Чи асли Эльвира 14 çулта кăна-ха. Ун хыççăнхи Иван 8 çул тултарнă. 5-ри Зинаидăпа 3-ри Павел ялти садике çÿреççĕ. Ачисем пĕринчен тепри пĕчĕк. Апла пулин те ку Борисовсене инçе çула пуçтарăнса тухма пĕрре те шиклентермен.Малалла вулас...
Комментари хушас