Çамрăк улмуççисене хÿтĕлемелле
Çамрăк улмуççисене пĕлтĕр хĕле кĕреспе пластик савăтсене касса чĕркенĕччĕ. Кăшлакан чĕрчунсенчен хÿтĕлеме пулăшрĕ-ха вăл, анчах çамрăк вулăшăн аванах маррине асăрхарăм: çуркунне йывăррăн вăй илчĕç улмуççисем. Хĕллене мĕнпе чĕркемелле-ши вулăна?
Валерий ИЛЬИН.
Шăмăршă районĕ.
Хĕлле ытларах сăтăрçăсенчен инкек тÿсеççĕ çамрăк улмуççисем. Çавăнпа вĕсене сивĕрен мар, кăшлакан чĕрчунсенчен хÿтĕлени пĕлтерĕшлĕрех. Хĕлле йывăç патне шăшисем юр айĕпе çул хываççĕ, мулкач-куян та хапăлласах кăшлать çамрăк вулла.
Хаяр сивĕсем вăхăтĕнчи çил вулăсене типĕтет. Йывăç вулли çуркаланма пултарать. Улмуççи 6-7 çулта пулсан унăн вуллине ятарласа чĕркемелле мар. Сивĕтиччен пĕр уйăх маларах йывăçран 1,5 метрта йĕри-тавра пĕр кĕреçе тарăнăш чавса йĕр тумалла та тăпра лайăх исленмелĕх /50 литр/ шыв сапмалла, пĕрлех тутлăхлă имçампа апатлантармалла. Шăварнă хыççăн путăка çĕрпе хупламалла. Йывăçăн тымар талккăшне 3 см тăпра е тислĕк /торф/ сапса хÿтĕлемелле. /Каçсерен çĕр шăнма пуçласассăн йывăçсене шăварма юрамасть. Кая юлса шăварни вĕсене сиен çеç кÿрет./ Çулçă тăкăнса пĕтсен вулăна извеç ирĕлчĕкĕпе шуратмалла. Ватă йывăçсене мăкланасран извеçе тимĕр е пăхăр купоросĕ хушса сăрламалла. Ирĕлчĕке хатĕрлемелли йĕрке: 100г тимĕр купоросĕ, 2кг пурă е извеç, 10 литр шыв.
Çамрăк улмуççисене ытларах тимлĕх уйăрмалла. Вулă тымарланакан тĕле кăшлакан чĕрчунсенчен хÿтĕлеме 10см яхăн кивĕ капрон чăлхапа чĕркемелле.Çÿлелле хаçатпа темиçе хут чĕркемелле. Тепĕр меслет - михĕпе чĕркесси. Сахăр е ытти япала сутакан синтетика михĕсем юрăхлă. Михĕрен шалти полиэтилен сийне уйăрмалла та йывăç вуллине 2-3 хут чĕркемелле. Шăтăклă михĕ вулла «сывлаттарать», шурă тĕс хĕвелпе пиçесрен те хÿтĕлет. Çамрăк улмуççи йĕри-тавра чăрăш турачĕсем е улăм сармалла. Шăшисем çÿресрен тĕрлĕ йĕпленчĕкпе вулла хуплама юрать: шăлан турачĕ е хура хăмла çырли çеçки юрăхлă.
Сивĕ çилтен хÿтĕлемелли чи ансат та шанчăклă меслет - йывăç вуллине юрпа купалани. Юр ÿкнĕçемĕн çамрăк йывăçа унпа хупламалла. Çуркунне хĕвел хĕртме пуçласассăн купаланă юра сирмелле. Унсăрăн юр чылай выртса йывăçăн аялти вуллине, çиелти тымарсене сиенлеме пултарать.
Комментари хушас