Комментари хушас

15 Юпа, 2015

Нарт-нарт кăвакал...

Килти хуçалăхсенче кăвакала час-часах тĕл пулатпăр. Перекетлĕ хурсенчен те ытларах пулĕ, тен. Мĕнпе илĕртет-ха кăвакал? Кăвакал - хитре кайăк, хăвăрт ÿсет. Ăна усракансем çемьене паха, тин çеç хатĕрленĕ какайпа кулленех тивĕçтерсе тăма пултараççĕ.

Кăвакала пăхма та йывăр мар. Чĕпĕсене пăхса, çитерсе тăрассине тĕрĕс йĕркелесен кăвакал чĕппи 70-80 кунранах ÿссе çитет. Хăвăрт ÿсет, эппин, нумай çиет те. Çавăнпах ăна усракансем çитĕнсе çитсессĕн хуçалăхра вăрах тытма тăрăшмаççĕ. Кашни кунах çитермелле-çке чĕрĕ чуна, эппин, апат ытларах каять, тăкак ÿсет. Вăхăт çитнĕ кайăк-кĕшĕке харăссăн пусса тирпейлени апата перекетлеме май парать. Унтан паха тушонка тума, банкăна тÿрех тăварласа тултарма юрать. Сивĕ çанталăк пулсан шăнтса хунă кăвакал тушки аванах упранать.

Кăвакал шыва юратать. Çуллахи вăхăтра пĕве е кÿлĕ çывăхра пулни аван. Пĕчĕк юханшывлă çырма-çатрара та хаваспах шĕпĕлтетеççĕ вĕсем. Шыв юратать пулин те кăвакал пурăнакан картиш типĕ те таса пулмалла. Хĕллехи вите çутă та ăшă кирлĕ. Нÿрĕк те тĕттĕм çĕрте кăвакалсем чирлеме пуçлаççĕ. Хĕлле витере Ç5 градуса яхăн пулсан кăвакалсем хăйсене аван туяççĕ. Паллах, вĕсем сивĕрех çĕрте те аптрамаççĕ темелле, анчах вĕсене нумайрах çитерме тивет тата çăмарта тума çуркуннехи ăшă çитмесĕр те пуçламаççĕ.

Витере кашни кăвакала 0,5 тăваткал метр лаптăк тивсен çителĕклĕ. Вите стени ăшă тытаканскер пулмалла, чÿречесене витене лайăх çутă кĕмелĕх ларт­малла. Урай пахалăхне уйрăмах палăртмалла. Вăл типĕ те таса пултăр, çĕртен 20 çÿллĕшĕнче сармалла. Урайне улăм, пăчкă кĕрпи, сава хăйпăкĕ сарса пама юрать.

Кăвакалсене хĕллехи вăхăтра та ирĕке кăларса уçăлтармалла. Çÿремелли картана кăнтăр енне хатĕрлесен аван. Картишĕнче кашни кăвакала тивĕçекен лаптăк 2 тăваткал метра яхăн пулмалла. Кăвакала килте ĕрчетме шухăшласассăн кĕркунне-хĕлле витене хушма çутăпа тивĕçтермелле. Çутă çитмесессĕн кăвакал /чăх та/ çăмарта тума хăвăрт пуçламасть.

Çуркунне çитеспе кăвакал амисем валли çăмарта тума ешчĕк хатĕрлемелле. Ешчĕк 50х50 см сарлакăш, 40-50 см çÿллĕш пулмалла, ăна хăмаран ăсталама кăткăс мар. Ешчĕк йăва тĕпне ăшă тытакан япала /кивĕ тумтир юрать/ сармалла, улăм хумалла. Йăвасене тĕттĕмрех вырăна лартмалла, хăпармашкăн меллĕ картлаç тумалла. Йăвана улăхма йывăр пулсан кăвакал унта çăмарта тума çÿремест, ешчĕкпе юнашар ларса çăмарта тăвать.

Апат çитермелли валашкана та хăмасенчен ăсталама пулать. Валашкан çиелти хĕррине апат тăкăнасран хÿтлĕх /бортик/ çапмалла. 10 кăвакала 60-70 см тăршшĕ валашка çителĕклĕ.

Кăвакал какайĕ техĕмлĕ, сĕтеклĕ. Унра этем организмне кирлĕ çу-белок, тĕрлĕ микроэлемент нумай. Какай ăрачĕллĕ кăвакалтан 2,5 кг паха аш тухать.

Çавăн пекех кăвакал тĕкĕпе мамăкĕ те питĕ паха. Унран тунă минтер-тÿшек синтетика материалĕсенчен тунисенчен чылай хаклăрах. Кăвакал нимĕн те тиркемест. Ÿсен-тăран апатне те, какай апатне те. Çывăхра çырма-çатра, кÿлĕ-пĕве пулсан апатлантарасси те çăмăлланать. Ирĕкре нумай çÿресе çитĕнекен кăвакалăн какайĕ пушшех тутлă.

Кăвакала çăмарта туман вăхăтра ятарлă комбикорм кирлĕ мар. Кухньăри апат-çимĕç юлашкине те хапăл вĕсем: кишĕр, çĕрулми, кăшман. Çăмарта тума пуçлас умĕн кăвакалсене комбикорм хушса памалла. Кăвакалсен шыв савăтне тасатсах тăмалла. Апатланнă хыççăн вĕсем ĕçеççĕ çеç мар, сăмсисене шывра чÿхеме юратаççĕ. Шыв савăтне кашни кунах çумалла, таса шыв ярса памалла.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.