Archive - 2014
февраль 13th
Кун хыççăн кун. Нарăс, 13.
Ăслăлăх фестивалĕ старт илчĕ
Нарăсăн 11-мĕшĕнче Чăваш Енре Ăслăлăх фестивалĕ пуçланчĕ, вăл кăçалхи çĕртме уйăхĕччен тăсăлĕ.
Ĕçпе тивĕçтерекенĕн «Харпăр хăй пÿлĕмĕ»
Ĕç паракансене кирлĕ специалистсене, ĕç шыракансене тивĕçлĕ вырăн кĕске хушăра тупмашкăн меллĕрех пултăр тесе Федерацин ĕç тата ĕçлев служби /Раççей Федерацийĕн Ĕç министерстви/ информацин ятарлă «Раççейри ĕç» порталĕнче /http://www.trudvsem.ru/ - унта 1,5 млн яхăн ваканси шутланать - «Харпăр хăй пÿлĕмĕ» /«Личный кабинет»/ сервис йĕрке
Çапăçура - маттур, ĕçре - хастар
Ĕмĕтĕмĕр çитсе пынăран
Чун лăпкăлăхĕпе тирпей ытамĕнче
Комсомольски районĕнчи Тукай ялĕ иртен-çÿрене хĕллехи вăхăтра та илемĕпе кăчăк туртать: яла пырса кĕнĕ çĕртех шурă-сенкер стеналлă, ылтăн куполсемлĕ чиркÿ мăнаçлăн курăнса ларать. Пысăк мар икĕ кÿлĕ çуллахи илĕртÿлĕхне сăнлаймаççĕ пулин те çывăхри йăмрасемпе çут çанталăк çураçуллă кĕтесĕ пулнине систереççĕ.
Ял хушшинче мĕн сас лайăх?
Савăнăç кÿрекен пултарулăх
Хевтесĕр ачасене реабилитацилеççĕ
Шупашкарта «Манăн пĕртен пĕр ача» проекта пурнăçа кĕртеççĕ. Унăн тĕллевĕ - аутизмпа чирлекенсене малтанхи тапхăртах реабилитацилесси.
Иртнĕ эрнере ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин Хевтесĕр ачасемпе çул çитмен çамрăксене реабилитацилекен центрĕнче çак амакпа нушаланакансен ашшĕ-амăшĕпе специалистсем тĕл пулчĕç, пĕрле килĕштерсе ĕçлессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç.