Ĕмĕтĕмĕр çитсе пынăран
Муркаш районĕ 70 çулхи юбилейне паллă тăвать
Тĕрĕссипе, район пуçлăхĕн ĕçне-хĕлне нимĕн ăмсанмалли те çук. Ирхи шуçăмпа ура çинче. Планерка, канашлу. Пÿлĕме татти-сыпписĕр çын кĕрет. Хăшĕ-пĕри йышăнăва çырăннă-и, çырăнман-и - ăна-кăна пăхмасăрах Ростислав Тимофеевпа курнăçасшăн. Телефонпа шăнкăравлакан та чылай. Çавăнпах ертÿçĕн журналистсемпе лăпкăн кăна калаçса ларма вăхăчĕ çукрах. Çапах пушă самантпа усă курса темиçе ыйтăва хуравлама килĕшрĕ.
- Ростислав Николаевич, айтăр-ха калаçăва цифрăсенчен мар, кулленхи пурнăç ÿкерчĕкĕсенчен пуçлар. Çулталăк пуçланнăранпа мĕнле тĕл пулусем уйрăмах асра юлчĕç, чун-чĕрене хумхантарчĕç?
- Пĕлетĕр-и, пирĕн район хаяр вăрçă тапхăрĕнче, 1944 çулта йĕркеленнĕ. Çав самантсене лайăх ас тăвакансем пур. Калăпăр, Шарпашри Х.Е.Павлова, Мăн Токшикри Т.И.Вадимова, Шаптакри М.Н.Гордеева, Турайри Христинăпа Георгий Бычковсем тăххăрмĕш теçетке урлă каçрĕç. Пурте кăрлачра çуралнă, ĕмĕрне ялта ирттернĕ. Администрацин яваплă çыннисене пухса канашларăмăр та кашнин патне çитсе килме йышăнтăмăр. Сумлă ватăсем кăна пачах кĕтмен. В.Путин алă пуснă салам открыткисене, район администрацийĕн Тав çырăвĕсене курсан, парнесем илсен савăнăç куççулĕ тухрĕ. Питĕ хумхануллă чыслав. Мĕнле килме пĕлтĕр-ши, тавах сире пире хисеп тунăшăн теççĕ. Кунашкал тĕл пулусем чĕрере тарăн йĕр хăвараççĕ. Тен, сывă чухне ватăсене кирлĕ пек пăхаймастпăр пулĕ. Вĕсем паянхи тăнăçлăхшăн пурнăçне, вăй-халне шеллемен. Акă Бычковсене асăнтăм. Георгий Тимофеевич Аслă вăрçă вучĕ витĕр тухнă, Çĕнтерĕве Прагăра кĕтсе илнĕ. Паллах, пурнăçăн вăрăм та тертлĕ сукмакĕпе утса тухнисем влаç йышăнăвĕсене, пирĕн ĕç-хĕле çав тери ырлаççĕ тесе каламăпăр. Истори аталанăвĕнче халăха инкеке кĕртсе ÿкернĕ пулăмсем те пулнă-çке.
- Хальхи ăру шухăш-кăмăлĕ еплерех?
- Компьютерсăр, Интернетсăр пуçне çамрăк ăру нимĕнпе те кăсăкланмасть тенипе килĕшесех килмест. Ачасем çĕр-шыв историне япăх пĕлнишĕн ÿпкелешетпĕр - эппин, кил-йышра, çемьере, шкулта çителĕксĕр вĕрентнĕ. Вырсарни кун Муркашра Сочири Олимпиадăна халалласа «Йĕлме йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăрту йĕркелерĕмĕр. Вĕт-шакăр стадиона йышлăн тухни питĕ савăнтарчĕ. Хам та йĕлтĕр çине тăтăм. Илĕртме пĕлсен, хавхалантарса тăрсан сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан йышланĕ. Район центрĕнче физкультурăпа сывлăх центрĕ хута кайрĕ. Бассейн пур, тĕрлĕ секци уçнă. Кăçал Культура çулĕ тесе пĕлтерчĕç. Пирĕнни пек пуян репертуарлă фольклор ушкăнĕсем ниçта та çук! Анчах пĕр япала канăç памасть. Çав йышра яш-кĕрĕм сахал. Çитĕнекен ăрăва тăван халăхăмăрăн йăли-йĕркине, ташши-юррине хисеплеме хăнăхтарсан тем пекехчĕ. Кунта Интернет айăпĕ çук, хамăр çине тăмастпăр-çке. Муркаш çĕрĕ чăвашлăхшăн хыпса çунакан, ун ăраскалĕ пуррине хытă ĕненнĕ ăсчахсене парнеленĕ. «Хыпар» никĕслевçи, Улăп Никольский ячĕ мĕне тăрать! Çакна манас марччĕ пирĕн.
- Ĕç - пурнăç тыткăчи, малашлăх никĕсĕ. Мĕнле кăтартусемпе вĕçлерĕр 2013 çула?
- Çăмăл килмерĕ вăл. Ял хуçалăх предприятийĕсем пĕтĕмпе 445 млн тенкĕлĕх продукци туса илнĕ. Унчченхи çулхинчен 8 процент нумайрах. Район хыснин тупăш шайĕ 14 процент ÿснине палăртмалла. Çав хушăрах аш-какай, сĕт сахалрах туса илнĕ. Выльăх йышĕ чакни шухăшлаттарать. Çĕнĕ проектсене ĕçе кĕртме инвестици укçи-тенкине çителĕксĕр явăçтаратпăр. Малашне выльăх-чĕрлĕх йышне упраса хăварассипе çеç мар, ăна ÿстерессипе ытларах ĕçлемелле. Усă курман çĕр лаптăкĕсем пурри никама та чыс кÿмест.
Ĕçри кăлтăксене çанталăк çине йăвантарса хамăра тÿрре кăлармăпăр. Чăнах та, йĕпе-сапаллă кĕр кунĕсенче «Ударнике» пулăшма автобуспа çынсем яраттăмăр, çапах çĕр улмин пур лаптăкне кăларса пĕтереймерĕмĕр. Сăлтавĕ кунта халăх юлхавланнинче мар, ĕçе йĕркелеме пĕлменнинче. Хуçалăхăн ертÿçи Платон Давыдов вăхăтсăр çĕре кĕнĕ хыççăн унччен чип-чипер куçнă урапа тĕнĕлĕ хуçăлчĕ-ши? «Свобода» тата «Ударник» - районти чи пысăк хуçалăхсем - пирĕн чун ыратăвĕ.
- Эпĕ ас тăвасса Муркашсем нихăçан та кайрисен ретĕнче пулман. Промышленноç предприятийĕсем кал-кал ĕçлеççĕ-и?
- Промышленноç отраслĕнче «Çеçпĕл» предприяти тÿпи пысăк. Иртнĕ çул 1 млрд та 578 млн тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Раççей ВТОна кĕнĕ хыççăн хăш-пĕр йывăрлăх сиксе тухрĕ-ха. Чикĕ леш енчен çавăн йышши йÿнĕ, анчах начар пахалăхлă продукци илсе килсе сутакансем тупăннă. Йĕркеллĕ конкуренци мар ку, рынока ютсем çавăрса илме хăтланни. Апла пулин те асăннă предприятин Раççейре çеç мар, ют çĕр-шывсенче шанчăклă çыхăнусем пур.
Кирпĕч завочĕн кăтартăвĕ 105 млн тенкĕпе /138 процент/ танлашрĕ, «Моргаушская» строительство организацийĕ 61 млн тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. 2012 çулхипе танлаштарсан - 105 процент. Пурăнмалли çурт-йĕре пăхса тăракан отрасль аталанăвĕнче ырă туртăм пур.
Муркашри çĕнĕ микрорайонта пулса курнă-и эсир? Тăватă-пилĕк хутлă капмар çуртсем. Строительсен ĕç пахалăхĕ пур енĕпе те тивĕçтерет тесе кăкăр çапмастпăр. Шăйрăксене çийĕнчех тÿрлетме тăрăшни паха. «Моргаушская» МСО коллективĕ пĕлтĕр Парк урамĕнче 24 хваттерлĕ çурт хута ячĕ, халĕ Мăн Сĕнтĕрте 51 хваттерлĕ çурт тума пуçăнчĕç, Москакассинче 21 хваттерлĕ çурт çĕкленет.
Юлашки çулсенче 244 вăрçă ветеранĕпе салтак арăмĕн пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пултартăмăр. Çамрăк çемьесемпе специалистсем валли пысăк укçа уйăрнă. Тăлăхсемпе ашшĕ-амăшĕ хÿттисĕр юлнă ачасене хăтлă хваттерпе тивĕçтерес ыйту та кун йĕркинчех.
Çынсене кивĕ, пурăнма юрăхсăр çуртсенчен хăтлă хваттерсене куçарас ĕç йывăрпа пырать пулин те палăртса хунă тĕллевсенчен пăрăнмастпăр. Паллах, асăннă программăсен ăнăçлăхĕ республика Правительствин пулăшăвĕнчен нумай килет. Чăваш Ен ертÿçисем пирĕн çивĕч ыйтусене аван пĕлеççĕ, алла-аллăн тытăнса ĕçленине мĕн çиттĕр.
2012 çулта вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçĕ-хĕлĕнчи лайăх кăтартусене кура пире республика 2,6 млн тенкĕ парса хавхалантарнăччĕ. Çав укçапа шкулсемпе ача сачĕсене юсарăмăр. Эпир 3-7 çулхи ачасене садикпе 100 проценчĕпех тивĕçтерме тĕллев лартнă.
- Сывлăх сыхлавĕнче, культура тытăмĕнче ырă улшăнусем пур-и?
- Сиплев сферинче 552 çын вăй хурать. Тухтăрсем 83-ĕн, вĕсенчен 16-шĕ чи аслă категорие тивĕçнĕ, 23-шĕ - пĕрремĕш категориллĕ специалист. «Земство тухтăрĕ» программăпа килĕшÿллĕн 17 çамрăк специалиста ĕçе илтĕмĕр. Халĕ кадр ыйтăвĕ кăштах татăлчĕ. Сывлăх учрежденийĕсем валли ку чухнехи оборудовани нумай туяннă. Тепĕр хут палăртса каласшăн: сывлăхшăн хамăр тăрăшмасан пире кирек епле ăста тухтăр та чир-чĕртен упраймĕ.
- Нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕ уйăрса парассине тăсса пынишĕн хăш-пĕр район ертÿçине республика Пуçлăхĕнчен ят тиврĕ. Çак ĕç ÿрĕк-сÿрĕк пынин сăлтавĕ мĕнре-ши?
- Çĕр уйăрса пани пысăк ĕçĕн пуçламăш тапхăрĕ кăна вĕт-ха, унта инженери сечĕсем илсе пымалла, инфратытăм йĕркелемелле. Паллах, пирĕнтен яваплă та курăмлă утăмсем кĕтеççĕ республика ертÿçисем. Калăпăр, эпир нумай ачаллă 107 çемьене шута илнĕ, вĕсенчен 61-не çĕр уйăрса панă. Унта çурт-йĕр лартаççĕ-и е каярах тытăнасшăн - ку вĕсен ирĕкĕ. Саппасра тата 63 лаптăк палăртса хунă.
Çын харпăр хăй тĕллĕн ĕç пуçарасшăн-и е халĕччен пулман çĕнĕ проект сĕнет - пурне те хапăл эпир. Пуçарулăх валли çул уçса панипе, культурăна наци хутшăнăвĕсене çĕнĕ варкăш вĕрсе кĕртнипе эпир умри тĕллевсене тивĕçлĕн пурнăçлас ĕмĕтлĕ.
- Эппин, пархатарлă ĕçре Муркашсене ăнăçу сунар.
- Тавах ыр сăмахшăн.
Вячеслав ГРИГОРЬЕВ
калаçнă