«Сочирех юлнă пулăттăм»

«Шел, вăхăт сахалрах, унсăрăн Сочирех юлнă пулăттăм - ăмăртусем вĕçлениччен...» - çапла палăртрĕ хăйĕн кăмăл-туйăмне хĕллехи Олимп вăййисем иртекен хулара пулса килнĕ хыççăн республикăн Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов.

Шăпах çĕкленÿллĕ çак кăмăл-туйăмне журналистсемпе пайлас килнĕ пуль - ĕнер ирхине массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе курнăçма ерçÿ тупрĕ. «Олимпиада уçăлнине телевизорпа пурте пăхнă-тăр. Анчах хăв унта пулни, йăлтах хăвăн куçупа курни - пачах урăх лару-тăру, урăх ÿкерчĕк. Халăх, куракансем, волонтерсем – пурте савăнăçлă, хаваслă, тĕлĕнмелле сывлăш! Çавăнпа хам та халĕ те лăпланса çитейместĕп. Питех те сумлă çак ăмăртусем, тĕлĕнмелле уяв ниçта та мар - Сочире, Раççейре иртни пушшех мăнаçлăх кÿрет», - терĕ Юрий Алексеевич. Олимп объекчĕсем, çулсем, вокзалсем - пĕтĕмпех çÿллĕ шайра.

Акă мĕншĕн вăл камăн май пур - вĕсене çак кунсенче унта кайса курма сĕнет: «Çывăх çулсенче кунашкал самант татах пуласси иккĕленÿллĕ. Çавăнпах эпир те унта пулса курасси пирĕн тивĕç тесе шухăшларăмăр».

Паллах, ăмăртусене те çитсе курнă. Çав шутра - хамăрăн ентеш хутшăннă тупăшăва. ПК спикерĕ могулта вăй виçнĕ Елена Муратовăпа курнăçнă-мĕн. «Вăл Олимп вăййисем официаллă майпа уçăлас умĕнхи кунах ăмăртрĕ. Старта тухиччен унпа тĕл пултăмăр. Еленăн кăмăл-туйăмĕ лайăхчĕ. Шел те, тупăшури кăтартăвĕ пысăках пулмарĕ - çавăнпа спорт ĕнтĕ. Анчах ку пĕлтерĕшлĕ мар, пĕлтерĕшли - пирĕн ентеш сумлă çак ăмăртусене хутшăнма пултарни», - пĕтĕмлетрĕ Юрий Алексеевич.


Н.КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.