Палăк умне - чечексем
Нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче Шупашкарта Василий Васильевич Николаев историк ученăйăн палăкĕ умне - вăл çуралнăранпа 75 çул çитнине халалласа - чечексем хунă.
Ку мероприятие Чăваш наци конгресĕн президиумĕн членĕсем, ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин, чăваш наци культурине пулăшакан «Сувар» фондăн тата пултарулăх интеллигенцийĕн представителĕсем хутшăннă.
Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн этнологи тата социаллă тĕпчевсен уйрăмĕн наука аслă сотрудникĕ Виталий Иванов тата Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов тухса калаçнă май В.В.Николаева чăваш халăхĕн историйĕпе культурине сыхласа хăварас тата аталантарас ĕçе тÿпе хывнăшăн тав тунă.
И.БЕЛОВА