Кун хыççăн кун. Нарăс, 13.

Ăслăлăх фестивалĕ старт илчĕ

Нарăсăн 11-мĕшĕнче Чăваш Енре Ăслăлăх фестивалĕ пуçланчĕ, вăл кăçалхи çĕртме уйăхĕччен тăсăлĕ.

Унăн картинче пĕлтерĕшлĕ тĕрлĕ мероприяти иртĕ: Республикăри аспирантсен - ăслăлăх тĕпчев ĕçĕсен ?чăн тата техника наукисен хутлăхĕнче%, çамрăк ăсчахсен - "XXI ĕмĕр ăслăлăхĕ", "Хĕрарăм сăн-сăпачĕллĕ наука" конкурссем пуш уйăхĕнче йĕркелекеннисенчен курăмлăраххисем. Ака-çу тăршшĕнче вĕренекен çамрăксен ăслăлăх-пултарулăх фестиваль-конференцийĕ - йăлана кĕнĕ "Анлă Атăл çамрăклăхĕ" - талантлă хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме черетлĕ хут палăртĕ. Кăсăклă проектсен йышĕнче - "Наука - объективра" фотоконкурс та.

Чăваш Республикин Ăслăлăх фестивальне виçĕм кун савăнăçлă лару-тăрура Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институтĕнче уçрĕç. Наука-техникăра пултарулăхпа палăракан шкул ачисемпе студентсене Тав çырăвĕсемпе, сертификатсемпе чысларĕç.

А.КУПРИЯНОВА.

 

Волонтерсен шкулĕ кирлех

Тĕрлĕ пысăк мероприятие йĕркелеме волонтерсем пулăшни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпах юлашки вăхăтра вĕсен йышĕ çултан çул ÿсет.

Вĕсене акцисемпе уйăхлăхсене ирттерме шанаççĕ. Çавăн пекех çĕр-шыври пысăк ăмăртусенчен те юлмаççĕ. Акă Хусанти Пĕтĕм тĕнчери çуллахи Универсиадăна çĕр-çĕр волонтер хутшăннă, паянхи кун Сочире кĕрлекен Олимп вăййисенче те 25 пине яхăн çамрăк ĕçлет. Анчах та волонтер пулас текенсенчен пурте çак ята тивĕçеймеççĕ, вĕсен ятарлă тĕрĕслев витĕр тухмалла. Йыша кĕме кăмăллисем валли Шупашкар хула администрацийĕпе "Чăваш Ен студенчĕсем" общество организацийĕ "Волонтерсен шкулне" йĕркеленĕ. Курс итлевçисене специалистсем хăйсен ĕç-хĕлĕпе тата ыр кăмăллăх акцийĕсен пĕлтерĕшĕпе паллаштараççĕ, ăсталăх сехечĕсем ирттереççĕ. Çак кунсенче ятарлă шкулта çĕнĕ ушкăн уçăлнă, унта 100 çамрăк ыр кăмăллăх акцийĕсене йĕркелес, шырав ĕçне хутшăнас, çынсене инкекре пулăшас енĕпе пĕлÿ илеççĕ.

Е.АНДРЕЕВ.

 

Екатеринбургран - çитĕнÿпе

Екатеринбургра çамрăксен хушшинче армспорт енĕпе иртнĕ çĕр-шыв чемпионатĕнчен Чăваш Енĕн виçĕ пики медальсемпе таврăннă.

Ăмăртура 640 ытла спортсмен икĕ енлĕ кĕрешÿре вăй виçнĕ. Тĕп наградăсемсĕр пуçне вĕсен Европа тата тĕнче чемпионачĕсене хутшăнмашкăн путевка çĕнсе илмелле пулнă. Пирĕн ентешсенчен çак чыса Канаш районĕнчи Марина Иванова тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студентки Эльмира Алеева тивĕçнĕ. Хăйсен ушкăнĕсенче пикесем иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Пултаруллă спортсменка, чылай ăмăрту çĕнтерÿçи, пулас журналист Олеся Игнатьева медальсен пухмачне "бронзăпа" пуянлатнă.

А.МИХАЙЛОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.