Иртни тата паянхи

13 Нарăс, 2014

Ял хушшинче мĕн сас лайăх?

Хĕллехи уяр та пит-куçа самаях хĕмлентерекен сивĕ кун. Канаш районĕнчи Воронцовкăна çитсе курма тĕвĕленнĕ шухăшăма çанталăк та чараймарĕ. Акă чи хĕрринчи кил тĕлĕнче машинăран анса юлтăм та ял урамĕпе ерипен утатăп.