Архив - Авг 2015

Август 19th

19 Авг, 2015

Сасăлав йĕркеллĕ ирттĕр

Чăваш Республикин Антитеррор комиссийĕн тата Оперативлă штабĕн ĕнерхи пĕрлехи ларăвне, ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан, çав вăхăтрах Антитеррор комиссийĕн председателĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕскере, массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем "кăсăкли-вăрттăннине" чылай пĕлĕпĕр тесе пухăннăччĕ те - журналистсене кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа пирвайхи докладчик хăйĕн сăмахне вĕçленĕ хыççăнах залран тухма сĕнчĕç. Малалла лару хупă алăк хыçĕнче иртрĕ.

19 Авг, 2015

Çынсене мĕн пăшăрхантарать?

2015 çулхи июлĕн 15-мĕшĕнче иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче граждансенчен йышăннă ыйтусен хуравĕсем

Çурт тăрринчен шыв анать /Канаш хули, Хĕвелтухăç урамĕ, 34-57/, никам та мерăсем йышăнмасть. Май уйăхĕнче Чăваш Республикин Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцине çыру çыртăм. Хуравне кĕтсе илеймерĕм, «ОЖДХ» ООО ĕçченĕ.

ЧР Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх - хальхи вăхăтра çак ĕçченĕн хваттерĕн тăррине юсанă. Ку ĕçе Канаш хулинчи «Таса хула» управляющи компани вăйĕпе пурнăçланă.

19 Авг, 2015

Сасă юрăçа çеç мар, çар çыннине те кирлĕ

Тутарстан Республикинчи Чăваш наци культура автономийĕн Кама леш енчи полномочиллĕ представителĕ Анатолий Петрович Молоствов генерал-майор августăн 22-мĕшĕнче 70 çулхи юбилейне паллă тăвать.

19 Авг, 2015

«Çук, çук!» теекен ­- çав ĕçсенех тăвакан

"Пурнăçра нихăçан та "çук" тесе татăклăн хирĕçлесе каламалла мар иккен, унсăрăн пачах тепĕр майлă пулса тухать", - тет Елчĕк районĕнчи Курнавăшри Галина Кириллова.

19 Авг, 2015

Вера Ребрик - чăваш спорчĕн çĕнĕ çăлтăрĕ

Çак ята спортпа туслисем нумаях пулмасть Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе иртнĕ çĕршыв чемпионатĕнче илтрĕç. «Олимпийский» стадионăн аренине пĕрремĕш хут тухнăскер пурне те хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерсе çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. «Маттур!» - мухтарĕç ăна чăваш журналисчĕсем.

Август 18th

18 Авг, 2015

«Хыпар» 160-161 (26812-26813) №№. 18.08.2015

18 Авг, 2015

Ача пăхнипе пĕрлех ĕçлеме май пултăр

Хĕрарăмсем ачисене воспитани панипе пĕрлех ĕçлеме те пултарччăр - çакăн валли кирлĕ условисем тата ачисем 3 çул тултариччен вĕсене пăхмалли отпускри хĕрарăмсем професси енĕпе вĕренессине тата вĕсем хушма професси илессине йĕркелес тĕллевпе Чăваш Республикин "2012-2020 çулсенче "Халăха ĕçе вырнаçма пулăшасси" патшалăх программипе килĕшÿллĕн ятарласа хатĕрленĕ ĕç вырăнĕсене нумай ачаллă 50 ашшĕ-амăшне, инвалид ачисене çитĕнтерекен ашшĕ-амăшне, çав шутра ачисене воспитани панă вăхăтрах ĕçлекен хĕрарăмсене ĕçе вырнаçтарма, 400-тен кая мар хĕрарăма, çав шутра ачисен 3 çул тултариччен вĕс

18 Авг, 2015

Тăлăхсем хăйсене тăлăхсем пек ан туйччăр

Чăваш Енре тăлăх ачасене çемьесене вырнаçтарас ыйтăва тимлĕхрен вĕçертмеççĕ. Ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасен 93 процентне тĕрлĕ йĕркепе çемьесене йышăннă та ĕнтĕ. Ют ачана хăйсен хÿтлĕхне илнĕ килйышсен шучĕ паян 2300-тен те иртнĕ. Раççейри ытти регионпа танлаштарсан ку юхăм пирĕн республикăра уйрăмах лайăх вăй илсе пынине палăртмалла. Çакă эпир çын нушине ăнланнипе те, вырăнти ертÿлĕх тăлăх ачасене усрава илекенсем валли лайăх условисем туса пама тăрăшнипе те, ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви ку ыйтупа çине тăрса ĕçленипе те çыхăннă.

18 Авг, 2015

Шупашкара кисретнĕ инкек

1968 çулхи октябрĕн 6-мĕшĕ. Сивĕ çумăр çунă, Атăл çинче тĕтре йăсăрланнă. Юханшыв порчĕн пассажирсене илсе çÿрекен М-176 пăрахучĕ /халăхра трамвай теççĕ/ 60 ытла çынна лартнă.

Страницы