Муркаш тăрăхĕнчи Пыл сăпасĕ
18 Aug, 2015 | Ял хуçалăхĕ

Муркаш районĕнче пурăнакансем кăçал Пыл сăпасне питĕ сумлă та асра юлмалла паллă турĕç. Августăн 14-мĕшĕнче район центрĕнче регионсен хушшинчи "Пыл хурчĕ парнелекен сывлăх" уяв иртрĕ. Çав кунах Муркашри вăтам шкулăн спорт залне капиталлă юсав тунă хыççăн савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Паллă пулăмсем ячĕпе Муркашсене Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, сумлă ытти хăна саламларĕç.

Чемпионсем çитĕнессе шанатпăр

Муркашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул - районти пĕлÿ çурчĕсенчен чи пысăкки. Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр вăл. Шкул директорĕ Николай Смирнов пĕлтернĕ тăрăх - кăçал сентябрĕн 1-мĕшĕнче 800 ытла ача парта хушшине ларĕ, çав шутран 106-шĕ - пĕрремĕш хут. Ку учреждение Муркаш, Етĕрне, Элĕк районĕсенчи 59 ял-поселокран вĕренме çÿреççĕ. Ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшне çак шкулта виçĕ енпе - социаллă-гуманитари, физика-математика, хими-биологи - профиль вĕрентĕвĕ йĕркелени килĕшет. Учительсен 26% - аслă категориллĕ. Вĕсене савăнтараканни - ачасем вырăс чĕлхипе тата математикăпа ППЭ лайăх тытни, кăтартусем республикăри вăтам шайринчен аванрах пулни. Кăçал аттестат илнĕ 52 çамрăкран 10-шĕ ылтăн медале тивĕçнĕ. Михаил Игнатьев педагогсене тăрăшуллă ĕçшĕн мухтарĕ.

Унтан вăл вĕренÿ класĕсене кĕрсе пăхрĕ. Вĕсенче пуринче те хăтлă та таса, çĕнĕ пластик чÿречесем. Шкулта ял тăрăхĕсене компактлă лартмалли программăпа килĕшÿллĕн юсав ирттернĕ, республика бюджетĕнчен - 983 пин, вырăнтинчен 500 пин тенкĕ уйăрнă. Маларах столовăйне тĕпрен юсанă. "Питĕ хитре. Парта хушшине тепĕр хут ларса вĕренес килет", - терĕ Михаил Васильевич пуçламăш классен кабинетĕнче.

Райадминистрацин вĕренÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ Зоя Дипломатова каланă тăрăх - ялсенчи вĕренÿ организацийĕсенчи спорт залĕсене юсамалли программăна тĕпе хурса кăçал икĕ спортзалта капиталлă юсав ирттернĕ. Муркаш шкулĕнчин маччипе урайне çĕнетнĕ, чÿречесене улăштарнă, çĕнĕ спорт оборудованийĕ вырнаçтарнă. Çак тĕллевпе федераци бюджетĕнчен - 1180 пин, вырăнтинчен 348 пин тенкĕ уйăрнă.

Çĕнетнĕ спорт залĕнче сумлă хăнасене ачасем спорт ташшипе кĕтсе илчĕç, хăйсен район тата республика шайĕсенчи ăмăртусенче çĕнсе илнĕ çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕç. Михаил Игнатьев Муркашсем тата пысăкрах çитĕнÿсемпе - тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче çĕнтерсе - савăнтарасса шаннине пĕлтерчĕ: вĕсен халĕ тренировкăсене çÿресе кĕлеткине пиçĕхтерме лайăх майсем пур-çке. Республика ертÿçи хăй пĕлтĕр çак шкулта пулнине, ун чухне ашшĕ-амăшĕ спорт залне юсама ыйтнине аса илчĕ. Çак ыйтăва кăçал пурнăçлама май килнĕ. "Пĕлтĕр эпир шкулсенчи 40 спорт залĕнче капиталлă юсав ирттертĕмĕр. Çапла, халĕ ялта вĕренекенсен те спортпа туслашма лайăх майсем пур. Эпир сире, хаклă ачасем, шанатпăр, эсир чемпионсем пуласса ĕненетпĕр", - палăртрĕ Михаил Васильевич.

Кăçал Чăваш Енре ялти шкулсенчи 29 спорт залне юсама палăртнă. Çавăн пекех урамри уçă икĕ площадкăна спорт оборудованийĕпе пуянлатма йышăннă. Çак тĕллевпе федераци бюджетĕнчен 34192 пин, республикăринчен 2000 пин тенкĕ уйăрнă.

Вĕлле хурчĕ пек ĕçчен халăх

"Пыл хурчĕ парнелекен сывлăх" уява халăх йышлă пухăннă, унтах - пыл хурчĕсем: чăннисем те, пултарулăх коллективĕсен ятарлă костюм тăхăннă маттурĕсем те. Тĕрлĕ çĕртен килнĕ хурт-хăмăр ăстисем хăйсем туса илнĕ пыла тутанма тата туянма сĕнеççĕ. Муркаш районĕнчи ял тăрăхĕсем "Сăпассем çитрĕç - ĕçме-çиме хатĕрле" конкурса хутшăннă май кашни хăйĕн сĕтелне хатĕрленĕ. Жюри членĕсем вĕсен пултарулăхне те хакларĕç, çавна май кашниех художество коллективне илсе килнĕ. Ку ушкăнсем юрларĕç те, ташларĕç те - юрă-кĕвĕ янăраса çеç тăчĕ.

Муркаш райадминистраци пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев ку уяв çулран-çул вăйланса пынине палăртрĕ. "Пыл хурчĕ парнелекен сывлăх" проект 2010 çулта республикăра культурăпа искусство сферинчи инноваци проекчĕсен Чăваш Ен Пуçлăхĕн грантне çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ конкурсĕнче çĕнтернине, çав çулхине пыл уявне пĕрремĕш хут ирттернине пĕлтерчĕ. "Унтанпа ку уява кашни çулах йĕркелетпĕр, унăн сумĕ ÿссех пырать. Кăçал Мари Республикинчен те, Чулхула облаçĕнчен те хутшăнаççĕ. Пыл сутакансем валли те, туянакансем валли те çителĕклĕ, хакĕ те çыртмасть. Сутакансем арендăшăн укçа тÿлемеççĕ. Куратăр-и, уяв мĕнле хитре, халăх та савăнать. Çитес çул республикăри кашни район-хуларанах утарçăсем килессе шанатпăр", - терĕ Ростислав Николаевич.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев пурне те Пыл сăпасĕ ячĕпе саламларĕ. "Муркашсем яланах хăйсен умне пысăк тĕллевсем лартнă тата вĕсене пурнăçланă. Ахальтен мар ĕнтĕ муниципалитет йĕркеллĕ аталанса пырать, кăтартусем те савăнтараççĕ. Ветерансем çамрăк ăрăва тăван çĕре юратма, аслă ăрăва хисеплеме вĕрентнĕ, ĕçе таса чунпа пурнăçлама хăнăхтарнă", - палăртрĕ Михаил Васильевич Муркашсене тăрăшуллă ĕçшĕн тав тунă май.

Вадим Николаев Муркашсем çинчен вĕлле хурчĕ пек ĕçчен халăх терĕ. Чи хастаррисене уявра наградăсем парса чысларĕç. Чуманкасси ял тăрăхĕнчи Ветерансен канашĕн председателĕ Зинаида Кадыкова, Е.А.Андреев ячĕллĕ ЯХПК ертÿçи Виталий Семенов, "Герой" ЯХПКри хурт-хăмăр ăсти Владимир Михайлов республика ертÿçин Тавне тивĕçрĕç.

Владимир Михайлов ку уява иккĕмĕш хут хутшăнать. "Пыл наци сывлăхне çирĕплетет", - тет хурт-хăмăрпа 20 çул ытла ĕçлекенскер. Вăл чăваш пылĕ питĕ паха, сиплĕ çимĕç пулнине палăртрĕ. Ивановка ялĕнчи Константин Марков асăннă мероприятие кашни çулах пыл сутма килет. Унăн ашшĕ те хурт-хăмăр ăсти пулнă, хăй те 30 çул ытла вĕллесем тытать. "Çакнашкал куравсем питĕ кирлĕ", - шухăшне пĕлтерчĕ Константин Георгиевич.

 

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА