Çынсене мĕн пăшăрхантарать?

19 Авг, 2015

2015 çулхи июлĕн 15-мĕшĕнче иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче граждансенчен йышăннă ыйтусен хуравĕсем

Çурт тăрринчен шыв анать /Канаш хули, Хĕвелтухăç урамĕ, 34-57/, никам та мерăсем йышăнмасть. Май уйăхĕнче Чăваш Республикин Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцине çыру çыртăм. Хуравне кĕтсе илеймерĕм, «ОЖДХ» ООО ĕçченĕ.

ЧР Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх - хальхи вăхăтра çак ĕçченĕн хваттерĕн тăррине юсанă. Ку ĕçе Канаш хулинчи «Таса хула» управляющи компани вăйĕпе пурнăçланă.

Ялта пурăнакансем Элĕк районĕнчи Çирĕккассинче фельдшерпа акушер пункчĕ тумалли майсене пăхса тухма ыйтаççĕ. Элĕк районĕ, Çирĕккасси ялĕнче пурăнакан.

ЧР Сывлăх сыхлавĕпе соцаллă аталану министерстви пĕлтернĕ тăрăх - Çирĕккасси халăхне Мăн Вылă ялĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕ тата Элĕк районĕнчи тĕп больница специалисчĕсем пуçламăш медицина пулăшăвĕ параççĕ. Çирĕккассипе Мăн Вылă хушши - 1,5 километра яхăн. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.