Шупашкара кисретнĕ инкек

1968 çулхи октябрĕн 6-мĕшĕ. Сивĕ çумăр çунă, Атăл çинче тĕтре йăсăрланнă. Юханшыв порчĕн пассажирсене илсе çÿрекен М-176 пăрахучĕ /халăхра трамвай теççĕ/ 60 ытла çынна лартнă.

Унăн капитанĕ Никифоров кулленхи маршрутпа çула тухасси çинчен пăрахут журналне çырса хунă. Ку рейса Никифоров çеç мар, М-176 механикĕ тата рулевой-моторисчĕ Бурнашев та лайăх пĕлнĕ. Кайран следователь вăл çав кун ĕçе мухмăрла тухнине палăртнă. 150 лаша вăйĕллĕ, борта 145 çынна йышăнма пултаракан пăрахут 1968 çулта пассажирсене "Шупашкар - торфопредприяти" маршрутпа илсе çÿренĕ, çула май Атăл леш енчи "Пляж" чарăнура пассажирсене лартнă. Никифоров капитан-механикăн пĕрремĕш пулăшуçи вахтăна ирхи 5 сехетре йышăннă. Çав çулпа виçĕ хут кайса килме ĕлкĕрнĕ. Бурнашев рулевой-моторист 8 сехетре хăйĕн тивĕçне пурнăçлама вахтăна тăнă та - М-176 рейса тăваттăмĕш хут тухнă.

10 сехет çитеспе 1340 лаша вăйĕллĕ, 1000 тонна тавар тиекен "Адмирал Макаров" пăрахут /тăршшĕ - 115, сарлакăшĕ 13,2 метр/ Шупашкар пристанĕнчен Чулхула еннелле çула тухма хатĕрленнĕ. Аçтăрхантан Ярославле çитме палăртнăскерĕн штурвалне пĕрремĕш штурман-механикăн виççĕмĕш пулăшуçи Склиманов тытнă. Пăрахут чарăнса тăнă тĕлтен хускалнă та пристаньри 72-мĕш причала вырăнти маршрутпа çÿрекен СП-7 парома кĕрсе тăмашкăн çул парас тесе хыçалалла чакарнă. Вара Склиманов пăрахута Шупашкар портне кĕрекен иртен-çÿрен карапсен çулĕпе кăларма палăртнă. Тĕп хула пристанĕ тĕлĕнчен Атăл варрипе пынă "Дон" пăрахутран пăрăнса иртес тĕллевпе сылтăм бортри ялава силлентерсе илнĕ, кĕске сасă икĕ хут парса тата çутта мĕлтлеттерсе сигнал панă. "Дон" та çавăн пек йĕркепе хуравланă.

Склиманов пăрахутне юханшыв çулне илсе тухма тăриччен инкеклĕ М-176 Атăлăн сулахай çыранĕнчи "Пляж" чарăнуран тĕп хулана тÿртен таврăннă. Никифоров рейса тухни çинчен вахта журналĕ çине çырма ларнă, штурвалне Бурнашев тытса пынă. Транспортсен çулĕ тĕлне çитеспе "Ракета" пăрахута ирттерес тесе М-176 хăвăртлăхне пĕчĕклетнĕ. Икĕ транспорт пĕр-пĕринчен иртнĕ те малалла çул тытнă. М-176 Шупашкар тĕлĕнчен каякан пăрахутсен çулĕнчен иртсен Бурнашев 300-400 метрта "Дона" асăрханă.

Склиманов çав вăхăтра сылтăм бортран Атăлăн сылтăм çыранĕнчен çула тухнă 300-500 метрти М-176 тата пристане таврăнма хатĕрленнĕ ПТ-77 пăрахутсене курнă. Вĕсен çулĕсем "Адмирал Макаровпа" ан хĕресленччĕр тесе кĕске сасă пилĕк хутчен парса асăрхаттарнă. Çакăн хыççăн ПТ-77 çинчи вахта пуçлăхĕ Р.А.Степанов тормоз çине пуснă - пăрахут причалран тухман.

М-176 хăйĕн курсĕпе малтанах лартнă хăвăртлăхпа каçнă. Бурнашев следователе панă кăтарту тăрăх вăл Атăлпа çÿлтен аялалла анакан "Дон" еннелле тинкернĕ, сулахаялла пăхман, хăйĕн пăрахучĕ малаллах ăнтăлнă, Шупашкар пристанĕнчен "Адмирал Макаров" тухнине çийĕнчех асăрхаман.

М-176 капитанĕ хуравламаннипе Склиманов сигнал иккĕмĕш хут /кашнинче кĕске сасă 5 хутчен/ панă. "Адмирал Макаровпа" М-176 хушшинче 100 метртан сахалрах юлсан вăл пăрахутне каялла чакарма хăтланнă. Бурнашев М-176 курсĕн сулахай енче, хăйĕнчен 30 яхăн метрта "Адмирал Макарова" асăрхасанах двигательне сÿнтернĕ, пăрахутне каялла чакарнă. Никифоров Бурнашев хăраса кăшкăрнине илтсе трамвая хыçалалла хăвăртрах чакарма хăтланнă. Анчах пĕр утăм та чакарайман, вăл инерци вăйĕпе малаллах шунă. Никифоров пăрахучĕпе "Адмирал Макарова" пырса тăрăнтарас мар тесе пăрахута айккинелле пăрма шутланă. Çав самантра транспортсем пĕр-пĕрне пырса тăрăнтарнă. Тĕрĕсрех "Адмирал Макаров" хăйĕн йывăр сăмсипе /форштевенĕпе/ М-176 бортĕнчен хыттăн тĕкнĕ, лешĕ тепĕр еннелле тайăлса ÿпĕннĕ. Çаврăнса ÿкнĕ чухне корпусĕ форштевеньрен çапăнса шăт-нă. Темиçе çеккунтра трамвая шыв тулнă. Вăл çырантан 175 метрта путнă.

М-176 ванса юрăхсăра тухнă, "Адмирал Макаров" сăмсине çеç шăйăрттарнă. Унти пĕр çын та сусăрланман. Хăрушă инкек çинчен сас-хура хулара часах сарăлнă. Çынсем юханшыв хĕррине пуçтарăннă. Хула больницинчен пуçласа пир-авăр комбинатне çитичченех тăнă. Пурте инкек сăлтавĕпе кăсăкланнă. Пристане кĕрес текенсен çулне милици пÿлнĕ.

Трагеди çинчен илтсенех эпĕ те юханшыв портне çитрĕм. Паллакан çынсенчен ыйтса пĕлессе шантăм. Петр Филичкина тĕл пултăм. "Ирхи 10 сехетчен эпĕ дежурствăраччĕ, - пĕлтерчĕ вăл. - Трамвай причал патне çывхаратчĕ. Сасартăк куçран çухалчĕ. Пассажирсене çăлма икĕ катер кăларса ячĕç. Пĕри - милицин, рулĕ умĕнче - Ананий Гаврилов. 1,5 м çÿллĕш хумсем! Катера ÿпĕнтересрен шикленсе пыратпăр. Чылай çынна вилĕмрен çăлтăмăр".

Ананий Гаврилова ШĔМ гаражĕнче шыраса тупрăм. "1968 çулта эпĕ катер моторисчĕ пулнă. Атăл хĕрринче ларатпăр, - аса илчĕ вăл. - Сасартăк виçĕ палубăллă пăрахут чуна çÿçентерсе "Борт тулашĕнче - çын!" сигнал пачĕ. Эпĕ сиксе тăтăм та катер патне вирхĕнтĕм, ман хыççăн - Володя Соловьев. Часах М-176 шыва путнă вырăна çитрĕмĕр. Малтан çичĕ çынна, вăл шутра Бурнашева шывран туртса кăлартăмăр, кайран - иккĕшне. Электроаппаратура завочĕн яхт-клуб çамрăкĕсем Никифорова вилĕм аллинчен туртса илчĕç. Соловьев утиялпа чĕркенĕ хум çинчи пепкене ярса тытрĕ. Кайран Мускавран килнĕ артистсен ушкăнĕ Атăл леш енчен Шупашкара таврăннине пĕлтĕм. Ашшĕ чĕрĕ юлнă. Ачана тыттартăмăр та - ÿлесе йĕрсе ячĕ. Пепке пурăнчĕ-ши? Пĕлместĕп. Иккĕмĕш хутĕнче пристане шăнса хытнă, кăвакарнă хĕрарăма илсе килтĕмĕр. Кайран инкек вырăнĕнче трамвай ăçтарах выртнине палăртрăмăр. Якорь М-176 сăмси çинех выртрĕ. Слава Малайкин анса пăхрĕ. Çĕрле 9 метртан сакăр виле хăпартрăмăр. Ытти водолаз та ĕçлерĕ. Вĕсем миçе хăпартнине калаймастăп. Прокуратурăпа ШĔМ представителĕсем пырса пăхрĕç. Иккĕмĕш кун тавралăх çутăлсанах пристань таврашне халăх пуçтарăнчĕ. Кăнтăрла иртсен шлюз çине лартнă кранпа пăрахута шывран кăлартăмăр. Влаç органĕсенче ĕçлекенсем харăсах вуншар виле кăларса тăванĕсене пăлхатмалла мар тенипе трамвая шыва антартăмăр. Обществăра йĕрке тума Горькипе Хусантан милиционерсем çитрĕç. Çĕрле пăрахута шывран кăларса баржа çине хутăмăр. Малтан унăн рубкине Мускавран ятарласа килнĕ инспектор кĕчĕ. Республика пуçлăхĕсенчен никама та кĕрт-мерĕç. Реверс механизмне тĕрĕсленĕ те вăл нейтраллă сыпăкра пулнине палăртнă".

Ананий Гаврилович çулланнă карчăка эсрел серепинчен туртса илнине пĕлтерчĕ. Вăл ишме те пĕлмен. Çăлавçăсем çитиччен ăна шыв çинче хулăн фуфайки тытăнса тăма пулăшнă. Трамвайра пăчă тесе вăл палуба çине тухнă.

Трамвая таçта ăсатнă. Пурнăçран уйрăлнисене хула моргне леçнĕ. Унта вĕсен укçа енчĕкĕсене якатнă. Ку преступление тĕпчесе айăплисене явап тыттармарĕç.

Судра Никифоров хăйĕн айăпне пĕтĕмпех йышăннă, опытлă рулевой-моториста Бурнашева штурвал умне тăратнине пĕлтернĕ. Ăна ытлашшипех шаннăшăн, Сосновкăран Шупашкара таврăннă чухне унăн ĕçне тĕрĕслеменшĕн, тимлĕхе çухатнăшăн айăплă пулнине йышăннă. Бурнашев кăшкăрса систерсен вăл икĕ пăрахут хушшинче 30-35 метр юлсан кăна "Адмирал Макарова" асăрханă, инкеке сирме ним те тума пултарайман тенĕ.

Бурнашев та хăйĕн айăпне йышăннă. Сулахай çыранран Шупашкар енне каçнă май сылтăмри талккăша пăхса пыни, Атăл юхăмĕн сулахай енне çаврăнса пăхманни çинчен каласа панă. Çавăнпа вăл "Адмирал Макаров" Шупашкар пристанĕнчен тухса Чулхула еннелле çул тытма хатĕрленнине асăрхаман.

Склиманов хăйĕн айăпне йышăнман. Никифоровпа Бурнашев çулçÿрев йĕркине пăхăнманран икĕ пăрахут пĕр-пĕрне пырса тăрăнтарнă, эпĕ йĕркене пăсман, транспортсем ан çапăнччăр тесе хамран мĕн кирлине йăлтах турăм - асăрхаттарса сигналсем патăм, иккĕшĕн хушшинче 150-200 метр юлсан машинăна чарма тытăнтăм, пăрахута каялла чакартăм, анчах унăн инерцине пĕтĕмпех вăйсăрлатайманнипе инкеке сиреймерĕм тенĕ.

Суд виççĕшĕ те РСФСР Уголовлă кодексăн 85 статйин 1 пайĕнче пăхнă преступление тунине çирĕплетнĕ. Никифорова тата Бурнашева - 15, Склиманова 7 çула ирĕклĕх прависĕр хăварма йышăннă.

Пĕтĕм хулана кисретнĕ инкекшĕн ытларах Виталий Варсанофьевич Никифоровпа /Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьел ялĕнче 1941 çулта çуралнă, чăваш, виçĕ тата пилĕк çулти ачасен ашшĕ/ Афанасий Васильевич Бурнашев /Якут АССРĕнче 1939 çулта çуралнă, вырăс, çемьеллĕ, ача пулман/ айăплă. Владимир Евгеньевич Склиманов Аçтăрхан хулинче 1937 çулта çуралнă, вырăс, виçĕ тата тăхăр çулти ачасен ашшĕ.

Пурĕ 51 çын - 35 хĕрарăмпа 16 арçын - шывра чыхăнса вилнĕ. Мария Григорьева - 72, Петр Кондратьевпа Елена Авдеева - 78, Светлана Никифорова - 17, Людмила Ярусова - 12, Маргарита Михайлова - 10, Валерий Гаврилов - 8, Сергей Николаевпа Александр Прокопьев - 4, Елена Гурьевăпа Алексей Саранча - 3, Сергей Ефимов 2,7 çулта пулнă. Сосновкăри туберкулез санаторийĕн фельдшерне Роман Вазянова, унта пурăннă Валерий Долговпа Тамара Михайловăна водолазсем шыраса тупайман.

14 çынна вилĕмрен çăлнă. Манăн хăшĕ-пĕрипе курса калаçма тÿр килчĕ. "Эпĕ 62 çултаччĕ, - терĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шупашкар Ĕсмĕл ялĕнчи Елена Аванская. - Ишме пĕлмен. Малтан трамвай салонĕнче ларса пытăм, Шупашкар пристаньне çывхарнăçемĕн палуба çине хăпарас терĕм. Çав самантра кантăксем чăл-пар! саланчĕç, салонра сарăлнă хăватлă шыв мана çÿлелле ывăтрĕ. Çăвара шыв кĕресрен аллаппипе хупларăм. Атăл хумĕсем мана тумтире пула çĕклерĕç".

Туберкулезпа чирленĕ Александр Гаврилов Роман фельдшерпа çÿлерех асăннă санаторирен тĕп хулана палуба çинче таврăннă. Пăрахут пырса тĕксен иккĕшĕ те шыва ÿкнĕ. Гаврилов унăн айне лекнĕ, тепĕр енчен тухнă. Сывлăш çитменрен антăхса, шăнса кÿтнипе тăнне çухатнă. Ăна çăлавçăсем туртса кăларнă.

Инкек çинчен "Голос Америки" радиостанци çийĕнчех пĕлтернĕ. Шупашкар трагедийĕ пулнăранпа кăçалхи октябрĕн 6-мĕшĕнче 47 çул çитет. Çавна май "Хыпарта" асаилÿсем пичетлеме сĕнетĕп. 51 çынна тата çывăх çыннисен чĕре ыратăвне манма юрамасть.

Юханшыв портĕнче халиччен те асăну хăми вырнаçтарман. Шел те, Никифоров, Бурнашев, Склиманов ĕçленĕ предприятисем вилнисен ырă ячĕсене пухăнса асăнмалли вырăн тăвасшăн мар. Тумаллах. Çав хăма Атăл çинче пассажирсене илсе çÿрекен транспорт организацийĕсене çынсен хăрушсăрлăхне пĕр-ремĕш вырăна хумаллине асăрхаттарса тăтăр.

 

Герман КСЕНОФОНТОВ,

таврапĕлÿçĕ

Герман КСЕНОФОНТОВ"Хыпар" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.